Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Иерусалимра (тĕпĕ: Иерусалим) more information about the word form can be found here.
Патшана ларнӑ чухне вӑл хӗрӗх пӗр ҫулта пулнӑ; вара вӑл Иерусалимра, — Турӑ Хӑйӗн ячӗ унта тӑтӑр тесе израильсен мӗнпур йӑхӗнчен суйласа илнӗ хулара, — вунҫичӗ ҫул патшара ларнӑ.

Сорок один год было Ровоаму, когда он воцарился, и семнадцать лет царствовал в Иерусалиме, в городе, который из всех колен Израилевых избрал Господь, чтобы там пребывало имя Его.

2 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Ровоам ӗнтӗ Иерусалимра тӗрек илсе ҫирӗпленнӗ, вӑйлӑ патша пулнӑ вӑл.

13. И утвердился царь Ровоам в Иерусалиме и царствовал.

2 Ҫулс 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

5. Ровоам Иерусалимра пурӑннӑ; Иудейӑри хуласене вӑл хӳме тытса ҫавӑрнӑ.

5. Ровоам жил в Иерусалиме; он обнес города в Иудее стенами.

2 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

30. Соломон Иерусалимра Израиль патшинче хӗрӗх ҫул ларнӑ.

30. Царствовал же Соломон в Иерусалиме над всем Израилем сорок лет.

2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Ҫавӑн чухне патша Иерусалимра [ылтӑнпа] кӗмӗле [ахаль] чулпа пӗр хака ӳкернӗ, кедр йывӑҫне вара, питех те нумаййине кура, айлӑмсенче ӳсекен сикомора йывӑҫӗпе пӗр хака хӑварнӑ.

27. И сделал царь [золото и] серебро в Иерусалиме равноценным простому камню, а кедры, по их множеству, сделал равноценными сикоморам, которые на низких местах.

2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Соломонӑн ут-урхамах валли тӑватӑ пин вите пӳлмекӗпе ҫар урапи, вуникӗ пин юланут пулнӑ; вӗсене вӑл ҫар ураписен хулисем тӑрӑх вырӑнаҫтарса тухнӑ, Иерусалимра патша ҫумӗнче те тытнӑ; 26. Соломон Евфрат юханшывӗнчен пуҫласа Филисти ҫӗрӗпе Египет чикки таран пур патшашӑн та хуҫа пулса тӑнӑ.

25. И было у Соломона четыре тысячи стойл для коней и колесниц и двенадцать тысяч всадников; и он разместил их в городах колесничных и при царе - в Иерусалиме; 26. и господствовал он над всеми царями, от реки Евфрата до земли Филистимской и до пределов Египта.

2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Вара Иерусалимра, хӑйӗн ашшӗне Давида кӑтартнӑ Мориа тӑвӗ ҫинче, Давид хатӗрлесе хунӑ вырӑнта — Орна иевусей йӗтемӗ ҫинче — Соломон ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Ҫуртне лартма пуҫланӑ.

1. И начал Соломон строить дом Господень в Иерусалиме на горе Мориа, которая указана была Давиду, отцу его, на месте, которое приготовил Давид, на гумне Орны Иевусеянина.

2 Ҫулс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

15. Тата патша Иерусалимра ылтӑнпа кӗмӗле [ахаль] чулпа пӗр хака ӳкернӗ, кедр йывӑҫне вара, питӗ нумаййине кура, айлӑмсенчи сикомор йывӑҫӗпе пӗр хака хӑварнӑ.

15. И сделал царь серебро и золото в Иерусалиме равноценным простому камню, а кедры, по множеству их, сделал равноценными сикоморам, которые на низких местах.

2 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Соломон ӗнтӗ Гаваонри сӑрт тӳпемӗнчен, пӗрле пухӑнса кӗлтумалли кӗлӗ чатӑрӗ патӗнчен, патшара ларса Израиле тытса тӑма каялла Иерусалима таврӑннӑ, 14. Соломон ҫар ураписемпе юланутсем пухса тултарнӑ; ҫапла унӑн пин те тӑватҫӗр ҫар урапи, вуникӗ пин юланут пулнӑ; вӗсене вӑл ҫар ураписен хулисенче вырӑнаҫтарса тухнӑ, Иерусалимра патша ҫумӗнче те тытнӑ.

13. И пришел Соломон с высоты, что в Гаваоне, от скинии собрания, в Иерусалим и царствовал над Израилем. 14. И набрал Соломон колесниц и всадников; и было у него тысяча четыреста колесниц и двенадцать тысяч всадников; и он разместил их в колесничных городах и при царе в Иерусалиме.

2 Ҫулс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

27. Вӑл Израильре хӗрӗх ҫул хушши патша пулнӑ: Хевронра вӑл ҫичӗ ҫул, Иерусалимра вӑтӑр виҫӗ ҫул патшара ларнӑ.

27. Времени царствования его над Израилем было сорок лет: в Хевроне царствовал он семь лет, и в Иерусалиме царствовал тридцать три года.

1 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

25. Давид ҫапла каланӑ: Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, Хӑйӗн халӑхне канлӗх пачӗ те ӑна Иерусалимра ӗмӗрлӗхе тӗплентерчӗ, 26. малашне левитсен кӗлӗ чатӑрне тата унӑн япалисене, кӗлӗ тунӑ чухне кирлӗ япаласене, ҫӗклесе ҫӳремелле пулмӗ, тенӗ.

25. Ибо Давид сказал: Господь, Бог Израилев, дал покой народу Своему и водворил его в Иерусалиме на веки, 26. и левитам не нужно носить скинию и всякие вещи ее для служения в ней.

1 Ҫулс 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Акӑ Иерусалимра ҫуралнӑ ачисен ячӗсем: Самус, Совав, Нафан, Соломон, 5. Евеар, Елисуя, Елфалет, 6. Ногах, Нафек, Иафиа, 7. Елисама, Веелиада тата Елифалеф.

4. И вот имена родившихся у него в Иерусалиме: Самус, Совав, Нафан, Соломон, 5. Евеар, Елисуа, Елфалет, 6. Ногах, Нафек, Иафиа, 7. и Елисама, Веелиада и Елифалеф.

1 Ҫулс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Давид Иерусалимра тата арӑмсем илнӗ, вара Давидӑн татах ывӑлсемпе хӗрсем ҫуралнӑ.

3. тогда взял Давид еще жен в Иерусалиме, и родил Давид еще сыновей и дочерей.

1 Ҫулс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӗсем хӑйсен тӑванӗсем ҫывӑхӗнче Иерусалимра пиччӗшӗ-шӑллӗсемпе пӗрле пурӑннӑ.

И они подле братьев своих жили в Иерусалиме вместе с братьями своими.

1 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӗсем Иерусалимра пурӑннӑ.

Help to translate

1 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

10. Иерусалимра пурӑннӑ священниксем: Иедаия, Иоиарив, Иахин, 11. Азария, вӑл Хелкия ывӑлӗ пулнӑ, Хелкия — Мешуллам ывӑлӗ, Мешуллам — Садок ывӑлӗ, Садок — Мераиоф ывӑлӗ, Мераиоф — Ахитув ывӑлӗ; Азария Турӑ Ҫуртӗнче пуҫлӑх пулнӑ; 12. унта тата Адаия пулнӑ, вӑл — Иерохам ывӑлӗ, Иерохам — Пашхур ывӑлӗ, Пашхур — Малхия ывӑлӗ; унта тата Маасай пулнӑ, вӑл — Адиел ывӑлӗ, Адиел — Иахзер ывӑлӗ, Иахзер — Мешуллам ывӑлӗ, Мешуллам — Мешиллемиф ывӑлӗ, Мешиллемиф — Иммер ывӑлӗ; 13. вӗсен пиччӗшӗ-шӑллӗсем, хӑйсен ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем, — пин те ҫичҫӗр утмӑлӑн, — Турӑ Ҫуртӗнчи кӗлӗ ӗҫне тӗплӗ туса тӑракан ҫынсем пулнӑ.

10. А из священников: Иедаия, Иоиарив, Иахин, 11. и Азария, сын Хелкии, сын Мешуллама, сын Садока, сын Мераиофа, сын Ахитува, начальствующий в доме Божием; 12. и Адаия, сын Иерохама, сын Пашхура, сын Малхии; и Маасай, сын Адиела, сын Иахзера, сын Мешуллама, сын Мешиллемифа, сын Иммера; 13. и братья их, главы родов своих: тысяча семьсот шестьдесят, - люди отличные в деле служения в доме Божием.

1 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

3. Иерусалимра Иуда ывӑлӗсенчен, Вениамин ывӑлӗсенчен, Ефрем ывӑлӗсенчен тата Манассия ывӑлӗсенчен пурӑннӑ ҫынсем ҫаксем: 4. Уфай, вӑл — Аммиуд ывӑлӗ, Аммиуд — Омри ывӑлӗ, Омри — Имрий ывӑлӗ, Имрий Ваний ывӑлӗ пулнӑ, Ваний вара — Фарес тӑхӑмӗ, Фарес — Иуда ывӑлӗ; 5. Шилон ывӑлӗсем — малтанхи ывӑлӗ Асаия тата унӑн ывӑлӗсем; 6. Зара ывӑлӗсем — Иеуил тата унӑн тӑванӗсем — ултҫӗр тӑхӑрвуннӑн; 7. Вениамин ывӑлӗсем — Саллу, вӑл Мешуллам ывӑлӗ пулнӑ, Мешуллам — Годавия ывӑлӗ, Годавия — Гассенуя ывӑлӗ; 8. Иерохам ывӑлӗ Ивния, Эла — Михрирен ҫуралнӑ Уззий ывӑлӗ, Мешуллам, вӑл Шефатия ывӑлӗ пулнӑ, Шефатия — Регуил ывӑлӗ, Регуил — Ивния ывӑлӗ; 9. хӑйсен йӑхӗсем тӑрӑх, пиччӗшӗ-шӑллӗсем тӑхӑрҫӗр аллӑ улттӑн — ҫак арсем пурте хӑйсен ӑрӑвӗсен пуҫлӑхӗсем пулнӑ.

3. В Иерусалиме жили некоторые из сынов Иудиных и из сынов Вениаминовых, и из сынов Ефремовых и Манассииных: 4. Уфай, сын Аммиуда, сын Омри, сын Имрия, сын Вания, - из сыновей Фареса, сына Иудина; 5. из сыновей Шилона - Асаия первенец и сыновья его; 6. из сыновей Зары - Иеуил и братья их, - шестьсот девяносто; 7. из сыновей Вениаминовых Саллу, сын Мешуллама, сын Годавии, сын Гассенуи; 8. и Ивния, сын Иерохама, и Эла, сын Уззия, сына Михриева, и Мешуллам, сын Шефатии, сына Регуила, сына Ивнии, 9. и братья их, по родам их: девятьсот пятьдесят шесть, - все сии мужи были главы родов в поколениях своих.

1 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӗсем хӑйсен тӑванӗсем ҫывӑхӗнче Иерусалимра, хӑйсен пиччӗш-шӑллӗсемпе пӗрле пурӑннӑ.

И они подле братьев своих жили в Иерусалиме, вместе с братьями своими.

1 Ҫулс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Вӗсем Иерусалимра пурӑннӑ.

Они жили в Иерусалиме.

1 Ҫулс 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

32. Вӗсем Соломон Иерусалимра Турӑ Ҫурчӗ туса лартичченех, юрӑҫсем пулса, пуху чатӑрӗ умӗнче ӗҫлесе тӑнӑ.

32. Они служили певцами пред скиниею собрания, доколе Соломон не построил дома Господня в Иерусалиме.

1 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed