Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Дуняшка (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
— Кур-ха эсӗ, анне, мӗн сӑнлӑ вӑл! — терӗ куҫҫульне шӑлса Дуняшка.

— Да погляди, маманя, на чего он похож! — вытирая слезы, говорила Дуняшка.

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ой, курасчӗ халь э-эсӗ ху мӗнлине: чисти пахчари катемпи пек! — сӑмахӗсене аран каларӗ Дуняшка чыхӑна-чыхӑна кулнӑ май.

Ой, на чего ты похо-о-ож: ну, чистое огородное чучело! — между приступами смеха еле выговорила Дуняшка.

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Дуняшка пулӑшнипе вӑл хӑех пуҫне хырчӗ, йӑмӑкӗ еннелле пичӗпе ҫаврӑнса тӑчӗ те, лешӗ ҫавӑнтах аллинчи бритвӑна ҫӗре ӳкерчӗ, варне тытса кравать ҫине йӑванса кайрӗ, унтан каҫӑхса кайсах ахӑлтатма тытӑнчӗ.

При помощи Дуняшки он сам обрил себе голову, и когда повернулся лицом к сестре, та уронила на пол бритву, схватилась за живот, и, повалившись на кровать, задохнулась от хохота.

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Дуняшка унӑн шултра шӑмӑллӑ вӑрӑм кӗлетки ҫине кулмасӑр пӑхма та пултараймарӗ.

Дуняшка не могла без смеха смотреть на его мослаковатую длинную фигуру.

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Унӑн тӗтре хупласа илнӗ хура куҫӗсенче куҫҫуль тумламӗсем йӑлтӑртатмаҫҫӗ, анчах вӗсем сирсе сирӗлми чун асапӗпе, сӑмахсӑр йӑлӑнупа тулнӑ та, Дуняшка, самантлӑха чарӑнса, хӑй те сисмесӗр, ним шутламан ҫӗртен каларӗ:

В затуманенных черных глазах ее не блестели слезы, но столько в них было страдания и немой мольбы, что Дуняшка, остановившись на секунду, невольно и неожиданно для себя сказала:

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Калинккерен ыткӑнса тухсан, Дуняшка Аксиньйӑна курчӗ.

Выбежав за калитку, Дуняшка увидела Аксинью.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тен, Дуняшка йӑпӑртлӑха тӗкӗр ҫине те пӑхса илетчӗ пулӗ те, анчах чун кӗрсе ҫитнӗ Пантелей Прокофьевич куҫӗсемпе чарр! тинкерчӗ те, хӗр кухньӑран вӑшт ҫеҫ курӑнчӗ.

Может быть, Дуняшка и в зеркало бы мельком посмотрелась, но оживший Пантелей Прокофьевич глянул на нее такими глазами, что она опрометью выскочила из кухни.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Дуняшка — пӗве ҫитнӗ хӗр — хутор тӑрӑх ҫӳҫне-пуҫне салатса чупас ҫуках ӗнтӗ; вӑл йӑпӑр-япӑр тутӑр илчӗ те ӑна хыпаланса ҫыхнӑ хушӑра каласа хӑварчӗ:

Не могла же Дуняшка — заневестившаяся девка — бежать по хутору простоволосой; она ухватила платок, торопливо покрываясь, сказала:

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Дуняшка, чӗркуҫҫи ҫине тӑрса, унӑн кӑвакарса кайнӑ пичӗ ҫине шыв пӗрӗхет.

Дуняшка, стоя на коленях, брызгала водой в ее посиневшее лицо.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Дуняшка кухньӑран хӑраса кайса кӑшкӑрчӗ:

Дуняшка тревожно крикнула из кухни:

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Амӑшне лӑплантарма тесе, Дуняшка ун патӗнчен пӳртелле ҫил-тӑвӑл пек вӗҫтерсе кӗрсе кайрӗ.

Мимо него вихрем промчалась в дом Дуняшка, чтобы успокоить мать.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Чӗрех!!! — кулса та макӑрса, кӑшкӑрчӗ ӑна Дуняшка.

— Живой!!! — смеясь и плача, закричала ему Дуняшка.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пиччем! — аллисене хыҫалалла пӑрса тытса, йынӑшса ячӗ Дуняшка.

Братунюшка! — заламывая руки, простонала Дуняшка.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Прохор Зыков хапха алӑкне уҫрӗ, крыльцаран чупса аннӑ Дуняшка ҫине пӑхса илсе, салхулӑн каларӗ:

Прохор Зыков открыл ворота, мельком взглянул на сбежавшую с крыльца Дуняшку, невесело сказал:

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Дуняшка тинкеререх пӑхрӗ те, сӑн-пичӗ самантрах катанпиртен те шурӑ пулса кайрӗ.

Дуняшка присмотрелась внимательнее, и щеки ее стали белее полотна.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Ну, каллех ав фронтран темле виле турттарса килеҫҫӗ! — терӗ пӗррехинче Дуняшка, кӑнтӑрлахи апат ҫисе ларнӑ вӑхӑтра кантӑкран пӑхса.

Однажды за обедом Дуняшка взглянула в окно, сказала: — Ну, ишо какого-то убитого с фронта везут!

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пантелей Прокофьевич Дуняшка сӑмахӗсене аса илчӗ те, ним шутламан ҫӗртен куҫ умне Аникушкӑн йӑлкӑшса кулакан, кастарнӑ арҫыннӑнни майлӑ кӳсе сӑн-пичӗ уҫҫӑн тухса тӑчӗ.

Пантелей Прокофьевич вспомнил Дуняшкины слова и, с неожиданной яркостью восстановив в памяти улыбающееся, безусое, скопцеватое лицо Аникушки.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Курницӑра Дуняшка, сӑмахӗсемпе чыхӑна-чыхӑна кайса, Ильиничнӑна каласа кӑтартать:

В горнице Дуняшка, захлебываясь, рассказывала Ильиничне:

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Дуняшка кӗҫех Филоново патӗнчи фронтран ҫапӑҫура вӗлернӗ виҫӗ казака — Аникушкӑна, Христоньӑна, унтан тата хуторӑн леш вӗҫӗнчи тепӗр вунҫичӗ ҫулхи йӗкӗте хурса таврӑнни ҫинчен пырса пӗлтерчӗ.

Вскоре Дуняшка вернулась с известием, что с Филоновского фронта привезли трех убитых казаков — Аникушку, Христоню и еще одного, семнадцатилетнего парнишку с того конца хутора.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Дуняшка!

Help to translate

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed