Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Гент (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Вӑл курӑнми пулсанах шӑхӑрни илтӗнчӗ те Гент пуҫӗ ҫийӗн харӑсах икӗ ҫӗмрен вӗҫсе иртрӗ.

Только он исчез, как снова раздался свист, и две стрелы почти одновременно пролетели над Гентом.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

— Цаупере, тепӗр енне кай, — терӗ Гент, — эпӗ ҫакӑнтан сӑнатӑп.

— Иди на ту сторону, Цаупере, — сказал Гент, — я буду смотреть здесь.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Гент тӗм витӗр май килнӗ таран ҫивӗччӗн тинкерсе хирӗҫле ҫырана тӗпчет.

Гент, сколько мог, осмотрел сквозь кусты противоположный берег.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Сунарҫӑ негра утрав ҫине хӑпӑл-хапӑл туртса кӑларчӗ те вӗсем тӗм хыҫнелле тӗршӗнчӗҫ; Гент тӗркемрен ухӑ йӗппине тӑпӑлтарса кӑларчӗ.

Охотник быстро вытащил негра на островок, за прикрытие кустов, и вытащил из тюка стрелу.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Гент шывалла ярса пусасшӑнччӗ ҫеҫ, — вӑл кунта чӗр куҫҫи таран, ҫак самантра малта утакан Цаупере ҫине хӑй сисмесӗрех пӑхрӗ те — ҫинҫе шӑхӑру сӑлтавне ӑнланчӗ; ку — тискерчӗк пуҫӗ ҫинче йӑтса пыракан тӗркемрен лекнӗ ухӑ йӗппи силленет.

Гент еще собирался ступить в воду, бывшую здесь не выше колен, как, машинально взглянув на Цаупере, шедшего впереди, понял причину легкого свиста — это была стрела, качавшаяся в тюке, который дикарь нес на голове.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Хӗвел тухсанах сунарҫӑ негра вӑратрӗ те кӗҫех вӗсем юхан шыв варринчи пысӑках мар утрав ҫине куҫрӗҫ; кунта кӑвайт чӗртрӗҫ, Гент пулӑ тытса пӗҫерме лартрӗ.

Когда взошло солнце, охотник разбудил негра, и они пробрались на небольшой островок среди ручья. Островок был хорошо укрыт густыми кустами; там развели костер, и Гент сварил рыбу, пойманную в ручье.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Сӗм-тӗттӗмленсен Гент пысӑк сикомора айӗнче чарӑнчӗ, ирччен кунта кӗтсе ларас терӗ; Цауперене ҫывӑрма ирӗк пачӗ, тискерчӗк ҫакӑнпа ҫийӗнчех усӑ курчӗ — ыйха путнӑскер пач хускалмасть, Гент вара вулӑ ҫумне сӗвенсе ире кӗтет.

Когда стало совсем темно, Гент остановился под большой сикоморой и решил до рассвета обождать здесь; Цаупере он позволил заснуть, чем дикарь воспользовался, тотчас же впав в сонную неподвижность, а Гент прислонился к стволу, дожидаясь рассвета.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Кӗҫех пӗчӗк юхан шыв тӗлне тухрӗҫ, — унӑн юхӑмӗ Гент палӑртнӑ ҫулпа килӗшӳллӗ.

Вскоре им встретился ручей, течение которого было согласно с направлением, взятым Гентом.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

— Цаупере, тӑрсам! — терӗ Гент.

— Цаупере, вставай! — сказал Гент.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Анчах ҫаврӑнса пӑхсан Гент ахӑлтатсах кулма пуҫларӗ: Цаупере пӑшалне пӑрахнӑ, пуҫне аллисемпе ҫатӑрласа тытнӑ та ӳпне тӑсӑлса выртнӑ.

Но, оглянувшись, охотник расхохотался: Цаупере, бросив ружье, лежал ничком, охватив голову руками.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Анчах хӗлхемсем лекнӗрен шанӑҫ пӗтнӗн, пӗкӗ пек авӑнса сикрӗ те туххӑмрах ҫухалчӗ, Гент хӑвӑрт-хӑвӑрт вылянакан хӳрене ҫеҫ ас туса юлчӗ.

он скрылся отчаянным, дугообразным прыжком, и Гент запомнил лишь выразительное движение хвоста, которым бедный зверь отметал странное явление.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Цаупере те пеме хатӗррине асӑрхасан Гент ӑна хускалмасӑр тӑма паллӑ пачӗ, унтан пӗчӗк ракета кӑларса фитильне васкавлӑн чӗртрӗ; йӗри-тавра хӗлхемсем ывӑтӑннине курсан фейерверк ҫав тери чаплӑн ӗҫленине ҫирӗплетрӗ.

Заметив, что Цаупере тоже готовится стрелять, Гент знаком запретил ему шевелиться, затем достал маленькую ручную ракету и, поспешно зажегши фитиль, тотчас начавший сыпать искры, убедился в отличном действии фейерверка.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Сасартӑк Гент тӑпах чарӑнчӗ.

Вдруг Гент остановился.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Гент хӗвел тухиччен тӑшман пухӑннӑ тӗп вырӑнсенчен чылай мала хӑпса тухасса шанать, анчах ҫакӑ, ҫапах та, тӑшманла ҫынсемпе тӗл пулас теветкеллӗхе чакармасть.

Гент рассчитывал к восходу солнца быть далеко от центров, занятых неприятелем, что, однако, не уменьшало риска встречи с враждебным населением.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Хӑрушлӑх тӗлӗшпе Гент хальлӗхе уйланмасть.

Относительно опасностей Гент не думал пока.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Гент май пур таран тӗттӗмре утма тӑрӑшать; ҫута ҫав тери янкӑр, ҫавӑнпах, уҫӑ ҫӗре тухма тивсен, ӑна хевтесӗрлӗхпе хӑрушлӑхӑн кӑмӑллах мар туйӑмӗ сис-чӳлентерет.

Насколько было возможно, Гент держался в тени; свет был так ярок, что, переходя открытые места, он испытывал неприятное чувство беззащитности.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Ҫула компаспа палӑртсан Гент чӑтлӑхалла хӑюллӑн чӑмрӗ.

Определив компасом направление, Гент смело погрузился в чашу.

ХII. Пӗчӗк утрава хупӑрлани // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Гент лайӑх хӗҫ-пӑшалланнӑ, хӑрушӑ ҫул ҫӳрев валли мӗн кирли пӗтӗмпех пур, ҫавӑнпа та Цаупере ҫула тухма хатӗрленсе вӑхӑт нумай ирттермерӗ.

Так как Гент вышел в полном вооружении, взяв все нужное для опасного путешествия, то сборы Цаупере не долго задержали их.

XI. Вӗлерме хӑтланни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

— Цаупере, — шӑппӑн чӗнчӗ Гент, — эпӗ Магалазарие каятӑп.

— Цаупере, — тихо сказал Гент, — я иду к Магала-зари.

XI. Вӗлерме хӑтланни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Гент ӑна вӑратсан негр куҫӗсене уҫрӗ, пӗр самант хускалмасӑр ларчӗ те яштах сиксе тӑчӗ.

Гент разбудил его. Негр, открыв глаза, мгновение лежал в той же позе, затем быстро вскочил.

XI. Вӗлерме хӑтланни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed