Шырав
Шырав ĕçĕ:
Кунӗн-ҫӗрӗн амӑшне Чӗкеҫ туйшӑн минкретет; Касаматри ашшӗне Пӗтнӗ, калле килмест, тет; Кӑҫалхи ҫул памасан Килтен тухса тарӑп, тет; Савни — ҫамрӑк утаман, Уйӑрласси пулмӗ, тет…
XIII. Туй // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.
Фашистсем кунта ҫитме пултараҫҫӗ! — асӑрхаттарчӗ амӑшне Кирук.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Вӑл Федьӑна амӑшне чӗнме ячӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Кирук ӑнланчӗ: амӑшне чӗнсе килмелле, Санюка унсӑрӑн хӑйсем патне ҫӗклесе ҫитересси пулмасть.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Халӗ ывӑлӗн татӑклӑ сӑмахӗсем амӑшне шалт тӗлӗнтерсе ячӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Хӑй хӑрушӑ тӗлӗк курни ҫинчен амӑшне каласа парать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Амӑшне курсан тип лӑплана пуҫлать.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Федя амӑшне хирӗҫлесе те пӑхасшӑнччӗ, анчах хӑюлӑх ҫитереймерӗ: амӑшӗ кӳренесрен хӑрарӗ, пуҫне пӗкрӗ те шухӑша кайрӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Санюк амӑшне ҫавӑтса утрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Алтса ҫитерсен, амӑшне унтан шӑвӑнса тухма пулӑшрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Вӗсем амӑшне хупнӑ сарай патне васкаҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Хӑрани иртсе пынӑҫем вӗсем амӑшне епле хӑтармалли ҫинчен калаҫу хускатрӗҫ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Эпӗ те унта Павел Казаковӑн ашшӗпе амӑшне шыраса тупрӑм.
Ҫул сарнӑ ӑстасене чыс та мухтав! // Галина ТАЛЛЯ. http://kanashen.ru/2023/03/24/c%d1%83%d0 ... %b0%d0%b2/
Манашкӑсем, чӑнах та, малтан турӑ амӑшне пуҫҫапаҫҫӗ, анчах турӑ амӑшне пуҫҫапнӑ чух хӑйсен пуҫлӑхне нихӑҫан та кутӑн тӑмаҫҫӗ.
Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Е, шыв типмесен те, ял ҫывӑх пулнипе амӑшне тытаҫҫӗ.
Кайӑк кӑвакал чӗппи // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
— Пикене мар, пукане тес пулать, — тетӗп Ҫатюк амӑшне.
Пукане // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Амӑшне хӑй патне пурӑнма куҫса пыма сӗнкелет-ха вӑл, анчах карчӑк тӑван йӑвана пӑрахӑҫлама, ку ҫӗр ҫинче мӑн асаттесем янӑ тымара яланлӑхах тӑпӑлтарса тӗп тума килӗшмест курӑнать.
Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.
Ашшӗпе амӑшне штраф тӳлеттермелле тунӑ, терӗҫ…
Выляма та ӑс кирлӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 143–160 с.
Анчах пурӑна-киле Анукпа амӑшне те Иванпа амӑшӗн артакех, хисепех ҫаврӑнса тухать: пӗчӗк айӑпшӑнах, пурнӑҫри ӑнсӑрт такӑнушӑнах анӑш-тӑнӑш, хирлешӳ-харкашу, чышкӑ муклашки, патакӗ-пушши…
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.
Пӗчӗкрех чухне Иван, ҫакна курса, хӑй кӳренӗвне, тарӑхӑвне ӑша ҫӑткаласа пурӑнатчӗ-ха, ара ҫитсе пынӑҫемӗн вӑл, амӑшне хӳтӗлесе, чӑкӑртӑш, тӳрккес ашшӗне хирӗҫ хӑй пуҫне хӑюллӑраххӑн та хӗрӳллӗреххӗн ҫӗклеме пуҫларӗ.
Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.