Шырав
Шырав ĕçĕ:
8. Исав каланӑ: ҫак эпӗ тӗл пулнӑ пысӑк йыша эсӗ мӗншӗн янӑ? тенӗ.8. И сказал Исав: для чего у тебя это множество, которое я встретил?
Пулт 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Израиль ывӑлӗсем халичченех пӗҫӗ шӑнӑрне ҫимеҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн Кӗрешекенӗ Иаков пӗҫҫинчи шӑнӑра сӗртӗннӗ.
Пулт 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл: Манӑн ята мӗншӗн ыйтатӑн эсӗ? [вӑл — тӗлӗнмелле], тенӗ.И Он сказал: на что ты спрашиваешь о имени Моем? [оно чудно.]
Пулт 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. [Иакова] каланӑ: ҫакӑнтан малашне санӑн яту Иаков мар, Израиль пулӗ, мӗншӗн тесессӗн эсӗ Турӑпа кӗрешрӗн, эсӗ ҫынсене те ҫӗнтерсе пурӑнӑн, тенӗ.
Пулт 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мӗншӗн тесессӗн вӑл хӑй ӑшӗнче ҫапла шутланӑ: хам умӑмран пыракан парнесемпе эпӗ унӑн кӑмӑлне ҫавӑрӑп, хӑйне кайран курӑп; тен, мана хапӑл тӑвӗ, тенӗ.
Пулт 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ҫавӑнпа ӑна Галаад тесе ят панӑ та, 49. тата ӑна Мицпа тесе ят панӑ, мӗншӗн тесессӗн Лаван каланӑ: эпир пӗр-пӗрин куҫӗнчен ҫухалсассӑн, сана та, мана та Ҫӳлхуҫа тӗсесе тӑтӑр; 50. эсӗ манӑн хӗрӗмсене усал тӑвас пулсассӑн е манӑн хӗрӗмсемсӗр пуҫне татах арӑм илес пулсассӑн, асту, пирӗн хушшӑмӑрта [куракан] ҫын ҫук пулсассӑн та, манпа сан хушшӑмӑрта Турӑ кӳнтелен пулӗ, тенӗ.
Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Иаков калаҫма тытӑннӑ та Лавана каланӑ: манӑн мӗн айӑп пур, мӗн ҫылӑх пур — мӗншӗн мана хыҫран хӑвалатӑн? 37. эсӗ [манӑн килте] манӑн пур япалана та тустарса тухрӑн, хӑвӑн килӳнти япаласенчен мӗн те пулин тупрӑн-и? ҫакӑнта манӑн хурӑнташӑмсемпе хӑвӑн хурӑнташусем умӗнче кӑтарт; иксӗмӗр хушшӑмӑра вӗсем татса паччӑр.
Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Эсӗ кайнах пултӑрччӗ, мӗншӗн тесессӗн аҫу килне санӑн чӑтма ҫук каяссу килетчӗ, — мӗншӗн-ха эсӗ манӑн турӑсене вӑрларӑн? тенӗ.
Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Лаван Иакова каланӑ: мӗн турӑн эсӗ? мӗншӗн мана улталарӑн, манӑн хӗрӗмсене кӑралпа тыткӑна илнӗ ҫынсене илсе кайнӑ пек илсе кайрӑн? 27. мӗншӗн эсӗ вӑрттӑн тухса тартӑн, манран пытантӑн, мана каламарӑн? эпӗ сана савӑнӑҫлӑн, юрӑ юрласа, тӳнкӗр ҫапса, кӗсле каласа ӑсатнӑ пулӑттӑм; 28. эсӗ мана хамӑн мӑнукӑмсемпе хӗрӗмсене чуптума та памарӑн; эсӗ ӑссӑр хӑтлантӑн.
Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вӑл каларӗ: пуҫна ҫӗклесе пӑх-ха: выльӑхсем ҫине [качакасемпе сурӑхсем ҫине] сикекен качака такисем [тата сурӑх такисем] пурте ула, чӑпар, хушка, мӗншӗн тесессӗн Лаван сана мӗн тунине эпӗ пурне те куратӑп; 13. Эпӗ [сана] Вефильре [курӑннӑ] Турӑ, эсӗ унта палӑк ҫине ҫу юхтартӑн, эсӗ унта Мана сӑмах патӑн; халӗ ӗнтӗ тӑр та ҫак ҫӗртен тух, хӑвӑн ҫуралнӑ ҫӗршывна таврӑн, [Эпӗ санпала пӗрле пулӑп,] терӗ, тенӗ.
Пулт 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Лия каланӑ: ку манӑн телее пулчӗ, мӗншӗн тесессӗн хӗрарӑмсем мана телейлӗ тейӗҫ.13. И сказала Лия: к благу моему, ибо блаженною будут называть меня женщины.
Пулт 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Лия, йывӑр ҫын пулса, [Иакова] ывӑл ача ҫуратса панӑ, ӑна Рувим ятлӑ хунӑ, мӗншӗн тесессӗн Лия каланӑ: манӑн хурлӑхӑм ҫине Ҫӳлхуҫамӑр хӗрхенсе пӑхрӗ те [мана ывӑл ача пачӗ], халӗ ӗнтӗ мана упӑшкам юратӗ, тенӗ.
Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
[Иаков] Лавана каланӑ: эсӗ капла мана мӗн турӑн? эпӗ сан патӑнта Рахильшӗн ӗҫлемерӗм-и вара? мӗншӗн эсӗ мана улталарӑн? тенӗ.
Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл курах кайнӑ: акӑ хир варринче пусӑ, унта ун тавра виҫӗ кӗтӳ вак выльӑх выртать, мӗншӗн тесессӗн кӗтӳсене ҫав пусӑран шӑварнӑ.
Пулт 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Аслӑ ывӑлӗ Исав каланӑ сӑмахсене Ревеккӑна каласа панӑ; вӑл хӑйӗн кӗҫӗн ывӑлне Иакова чӗнтерсе илнӗ те ӑна каланӑ: акӑ Исав пиччӳ сана вӗлерме хӑмсарать; 43. халӗ ӗнтӗ, ывӑлӑм, манӑн сӑмахӑма итле, тӑр та [Месопотамие] манӑн Лаван пиччем патне, Харрана, тар; 44. пиччӳн хаярлӑхӗ ҫаврӑниччен, 45. пиччӳн сана ҫилленнӗ ҫилли пусӑрӑниччен пӗр вӑхӑт ун патӗнче пурӑн; каярах вӑл эсӗ хӑйне мӗн тунине манӗ; эпӗ вара ҫын ярса сана унтан илсе килтерӗп; мӗншӗн манӑн пӗр кунрах сире иксӗре те ҫухатас-ха? тенӗ.
Пулт 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Вӑл ӑна паллайман, мӗншӗн тесессӗн Иаков аллисем Исав пиччӗшӗн аллисем пекех ҫӑмламас пулнӑ; вара ӑна пиллесе 24. каланӑ: манӑн Исав ывӑлӑм эсӗ-и? тенӗ.
Пулт 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Исаак вӗсене каланӑ: эсир мана курайми пулса хӑвӑр патӑртан хӑваласа янӑ хыҫҫӑн ман патӑма мӗншӗн килтӗр тата? тенӗ.27. Исаак сказал им: для чего вы пришли ко мне, когда вы возненавидели меня и выслали меня от себя?
Пулт 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫав вырӑнти ҫынсем унӑн арӑмӗ [Ревекка] ҫинчен ыйтнӑ, вӑл вӗсене: ку манӑн йӑмӑкӑм, тенӗ, мӗншӗн тесессӗн «ку манӑн арӑм» теме хӑранӑ: вӑл «Ревекка питех те илемлӗ пулнӑран ҫак ҫӗрти ҫынсем мана уншӑн ан вӗлерччӗр» тесе шухӑшланӑ.
Пулт 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Исаак хӑйӗн арӑмӗшӗн [Ревеккӑшӑн] Ҫӳлхуҫана кӗлтунӑ, мӗншӗн тесессӗн вӑл тип варлӑ пулнӑ; Ҫӳлхуҫа ӑна илтнӗ, вара Ревекка, арӑмӗ, йывӑр ҫын пулнӑ.
Пулт 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Вӑл, йӑмӑкӗн хӑлха алкине, аллисене тӑхӑннӑ сулӑсене курсассӑн, Ревекка, хӑйӗн йӑмӑкӗ, мӗн каланине: ҫак ҫын манпала ҫапла калаҫрӗ тенӗ сӑмахсене илтсессӗн, ҫав ҫын патне пынӑ — акӑ вӑл тӗвисем патӗнче ҫӑл умӗнче тӑрать; 31. Лаван [ӑна] каланӑ: Ҫӳлхуҫа пилленӗскер, кӗрсем ман патӑма! мӗншӗн тулта тӑратӑн? эпӗ пӳрт те, тӗвӳсем валли вырӑн та хатӗрлесе хутӑм, тенӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.