Шырав
Шырав ĕçĕ:
«Ҫук, укҫа мар кунта, карьера та мар, — тесе шухӑшларам эпӗ малалла. — Вӗсене вӑл урӑх меслетпе те тупнӑ-ха, ҫӑмӑллӑнах тупнӑ, ӑна ун ҫине пӑхсан та пӗлме пулать».
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Шырамаллах вӗсене, мӗншӗн тесен, лайӑхрах шухӑшласа пӑхсан, вӗсене ӑҫта шырамаллине, ҫав район ӑҫтине ҫур градус таранах палӑртса пӗлме пулать.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тен, сӑнран пӑхсан, кӑштах ҫамрӑкрах та-и вӑл?
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑл, сӑнӗнчен пӑхсан чи тӗрекли пек туйӑнаканскер, пиртен пуринчен те вӑйсӑртараххи пулчӗ.Он оказался самым слабым из нас, а на вид был самым сильным.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Тен, ку медицина енчен илсе пӑхсан, ӗненмелле те мар пулӗ, вӑл ҫак ҫулсенче ватӑлма мар, ҫамрӑкланса кайнӑ, каллех ҫӳлӗ, хаваслӑ, сухаллӑ тухтӑр, ялта пире йӑмӑкпа иксӗмӗре ҫӗрулмине патак ҫине тирсе пӗҫерме вӗрентнӗ тухтӑрах пулса тӑнӑ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ ун ҫине пӑхсан, калама ҫук тӗлӗнсе, вӑл ӗлӗк Чӗмпӗр трактирӗнче манран укҫа выляса илнӗ Иван Иваноч Зурин иккенне палласа илтӗм.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Пӑхсан, чуну аран кӑна тытӑнса тӑрать, темелле.
Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Анчах каярах тӗплӗн тӗрӗслесе пӑхсан, ҫав япала — Марс пӗлӗчӗсем ҫинче хӗвел выляни пулнӑ-мӗн.Ну, а вскоре оказалось, что это были всего-навсего лишь солнечные отсветы на облаках Марса.
16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Пирвайхи хут кӗпҫе витӗр уйӑх ҫине пӑхсан, манӑн, халиччен ӑна-куна курманскерӗн, чун сӳлетсе кайрӗ.Когда я в первый раз посмотрела через трубу на луну, мне стало немного жутко.
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Тӗкӗр ҫине пӑхсан, эпӗ хама палласа та.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Унӑн тикӗс те чылаях илемлӗ сӑнне пӑхсан, ӑна тискер ҫын темелле те мар.Черты лица его, правильные и довольно приятные, не изъявляли ничего свирепого.
Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Ун ҫине пӑхсан, эпӗ хӑраса кайрӑм.
Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Плита тӗлӗнче, ҫӳлте, чейник ҫакӑнса тӑрать, унӑн мӗлки ҫине пӑхсан, вӑл пӗрре те чейник пӗк мар, такамӑн ҫав тери пысӑк сӑмси пек туйӑнать.Чайник висит над плитой, а на тени — это не чайник, а чей-то огромный перевернутый нос.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вырӑсла кӑмаки, хутса яриччен, ҫиелтен пӑхсан лайӑхах пекчӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
анчах питрен пӑхсан нимӗн те палӑрмасть… куҫӑр кӑна сирӗн яланхинчен ҫутӑрах ҫиҫнӗ пек.но на лице ничего не заметно… только глаза у вас блестят ярче обыкновенного.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Малтанхи утӑмрах чӗрӳ кӑрт сиксен е каялла ҫаврӑнса пӑхсан, инкек курасса кӗтсех тӑр вара!»Зато беда, если на первых шагах сердце дрогнет и обернешься назад!»
Июнӗн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кирек хӑҫан та вара ҫавӑн ҫине пӑхсан мана карета килнӗ пек туйӑнать, каретӑ чӳречинчен илемлӗ пит-куҫ курӑннӑ пек мана.
Июнӗн 10-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Тумтирне пӑхсан, вӑл, тирпейлӗхе юратса, мӗнле тӑхӑнмаллине лайӑх пӗлни курӑнать; типшӗмрех кӑна пӗчӗк аллисенче шупка сарӑ перчетке.
Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ ӑна ӑнкарса ҫитрӗм, ҫавӑнпа вӑл мана юратмасть те, ҫиелтен пӑхсан, эпир унпа питӗ туслӑ пурӑнатпӑр темелле.Я его понял, и он за это меня не любит, хотя мы наружно в самых дружеских отношениях.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хӑй вӑл чипер те яштакскер, хурарах кӑна, хура ҫӳҫлӗ: сӑнран пӑхсан ӑна пӗр 25 ҫулта теме пулать, хӑй вӑл 21 ҫула ҫитнӗ-ҫитмен пулин те.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964