Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пырса (тĕпĕ: пыр) more information about the word form can be found here.
Ҫиҫӗм пек пырса ҫапрӗ вӑл тӑшмана.

Help to translate

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах эпӗ ҫапа-ҫапа ӳкернӗ кашни тӑшман вырӑнне вуншар тӑшман пырса тӑчӗ, ниҫта тухма ҫук темиҫе хут ункӑна ҫавӑрса илчӗ.

Help to translate

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу та, пӑрахса кайса ӑна кӳрентерес мар тесе, ун ҫумне пырса тӗршӗнчӗ.

Help to translate

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Старик ял хӗррине шурсухалсем валли ларма ятарласа хунӑ якалнӑ пӗрене ҫине пырса ларчӗ.

Help to translate

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Чарӑнӑр-ха, чарӑнӑр! — хӑйӑлти сассипе вӑйӗ ҫитнӗ таран кӑшкӑрчӗ вӑл, — эсӗ пултӑн-и, ачам, патька-патша утаманӗ, — терӗ сӑмахӗсене чӑмла-чӑмла Укаслу патнех пырса.

Help to translate

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тӑшман ҫине пырса кӗмессине пӗлсех, вӑл хӗҫӗпе урса кайса сулкаларӗ.

Help to translate

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Патька-патша йӗкӗчӗсем Валтиелӗн кукӑр-макӑр урамне хӗҫӗсене ҫиҫӗм пек йӑлтӑртаттарса пырса кӗчӗҫ.

Help to translate

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫав хушӑра салтаксене тылран иккӗмӗш отряд пырса ҫапать…

Help to translate

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗрремӗш отряд яла малтан пырса кӗрет, анчах ҫапӑҫу пуҫламасть, салтаксем пеме тытӑнсанах чакса каять.

Help to translate

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Чим, леш вӑрманта йывӑҫ айне пулнин арӑмӗ мар пуль те!» — шухӑш пырса ҫапрӗ Савантере.

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пурте ал-хапӑллӑн чупса пырса ӑна йывӑҫ айӗнчен кӑларма тытӑнчӗҫ.

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслупа Аҫтӑрхан иккӗшӗ месерле кайса ӳкнӗ ҫын патне пырса тӑчӗҫ.

Help to translate

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Темиҫе утӑм ҫеҫ ярса пусрӗ, шик! шӑхӑрни илтӗнчӗ, ҫавӑнтах ун чӗрине темӗскер пырса ҫапрӗ, каялла йӑвантарса ячӗ.

Help to translate

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем тахҫан карчамас патне виҫҫӗн: Савантер, унӑн хӑрах алӑллӑ тарҫи тата Карлай пырса епле тустарса ҫӳренӗччӗ те-ха.

Help to translate

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Патька-патша умӗнче хӑй епле тӑнине, унтан вара Алюн пырса кӗнине, уншӑн мӗн тери пӑлханнине, кайран патька-патша ыр сӑмахне илтнӗ хыҫҫӑн, ун ҫине мӗн тери телейлӗ куҫпа пӑхнине аса илчӗ.

Help to translate

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Укаслу хӑраса, шарт! сикрӗ, ӑна Савантер пуҫӗ пырса ҫапӑннӑнах туйӑнчӗ.

Help to translate

Уйрӑлу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Лере, вӑрманта, епле пырса кӗчӗ те.

Help to translate

Аҫтӑрхан шухӑш шухӑшлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Патька-патша умӗнче эпӗ сан патна пырса саламлама хӑяймарӑм.

Help to translate

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑрушшӑн, хаяррӑн, ҫыран хӗррине пырса ҫапакан тӑвӑл вӑхӑтӗнчи хум пек.

Help to translate

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эсӗ мар-и ман лаша ӗҫекен лаххана йӗп пырса пӑрахнӑ!

Help to translate

Пӑкачав парнипе сучӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed