Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

нихӑҫан the word is in our database.
нихӑҫан (тĕпĕ: нихӑҫан) more information about the word form can be found here.
Банк ӗҫченӗсем нихӑҫан та реквизитсене ыйтмаҫҫӗ — вӗсене ахаль те пӗлеҫҫӗ.

Help to translate

Чее те ӑслӑ, питӗ сӗмсӗр... // Николай КОНОВАЛОВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

«Маншӑн «Артекри» «Тинӗс» лагерь пысӑк кил-ҫурт пек пулчӗ, вожатӑйсемпе отрядри ачасем - пысӑк ҫемье пек. Тӗрӗссипе, унтан таврӑнас та килмерӗ, - кӑмӑлне уҫать Стас. - Хура тинӗс хӗрринчи «Артекра» пулса курни нихӑҫан та асран тухмӗ.

Help to translate

«Артекра» пулса курни асран тухмӗ // А.КАРПОВА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.20

Унӑн ертӳҫи палӑртнӑ тӑрӑх, таврапӗлӳҫӗсем ҫак пархатарлӑ ӗҫрен нихӑҫан та пӑрӑнса юлман, вӗсем те историшӗн паха япаласем парнелеме хатӗррине пӗлтернӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ музей йӗркеленет // Э.Михайлова. «Хӗрлӗ ялав», 2016.05.21

Николай Владимирович тунӑ ҫитӗнӳсемпе нихӑҫан та лӑпланса лармасть, пӗр тӗллевне пурнӑҫласанах тепӗрне чӑна ҫавӑрма ӑнтӑлать, пуҫланӑ кирек мӗнле ӗҫе те вӗҫне ҫитерет.

Help to translate

Николай Малов: «Вӑй-хӑват ҫӑлкуҫӗ — шалти килӗшӳлӗх» // Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА. «Хыпар», 2016.05.20, 77-77№

Ҫавӑнпа эпир ҫакнашкал хӑрушӑ инкек урӑх нихӑҫан та ан пултӑр тесе хамӑртан мӗн килнине пӗтӗмпех тума тӑрӑшатпӑр.

Help to translate

Алена Аршинова: «Ҫӗнтерӳ кунӗ - чи пысӑк уяв» // Алена Аршинова. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

...Нихӑҫан та манӑҫми ҫуркуннехи кун, 1945 ҫулхи майӑн 9-мӗшӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернине ял тӑрӑхӗсенче майӑн 8-мӗшӗнче анлӑн паллӑ турӗҫ.

Help to translate

Ҫав ҫулсен мухтавӗ сӳнмӗ // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.11

Тӑван халӑхӑн ятне нихӑҫан та ӳкермен сӑмах ӑсти.

Help to translate

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

Нимӗҫсене Карели ҫӗрӗ ҫинче аркатнӑскер Гитлер йыттисене нихӑҫан та парӑнман.

Help to translate

Кӗҫтук Кольцов сӑмахӗсем — Карелири гранит ҫинче // Елена ЛУКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.04, 4 (6097) №

Пирӗн ҫакна яланах асра тытмалла: урӑх нихӑҫан та вӑрҫӑ ан пултӑр тесен ҫитӗнекен ӑрӑвӑн иртнӗ вӑрҫӑ ҫинчен манмалла мар.

Help to translate

Вилӗмсӗр полк // Пирӗн пурнӑҫ. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.05.06

Нихӑҫан та вӑрҫмастчӗ вӑл, асӑрхаттаратчӗ.

Никогда не ругал он, предупреждал.

Шупашкар калаҫать // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Наталья Сергеева палӑртнӑ тӑрӑх — А.Вампиловӑн хайлавӗсем нихӑҫан та кивелмеҫҫӗ, хуть хӑш вӑхӑтра сцена ҫине кӑларсан та вӗсем куракана ҫавӑрса илеҫҫӗ.

Help to translate

Вампилов пьесисем кивелмеҫҫӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Пирӗнпе те ҫӳретчӗ вӑл, нихӑҫан та ӳркенместчӗ.

Help to translate

«Шикленсен те тӑвайккине хӑпаратчӗ» // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Ҫак йывӑр тапхӑрсене, паллах, редакцире вӑй хунисем нихӑҫан та манмаҫҫӗ.

Help to translate

Ӑнӑҫу сана, хаҫатӑм! // Вера САВЕЛЬЕВА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Ял ӗҫченӗн хаҫатне кӑларма тытӑннӑ самантсем нихӑҫан асран тухмӗҫ.

Help to translate

Ӑнӑҫу сана, хаҫатӑм! // Вера САВЕЛЬЕВА. «Хресчен сасси», 2016.04.21, 15№

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн вице-спикерӗ, патшалӑх строительстви, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх комитечӗн председателӗ, «Единая Россия» партин Чӑваш регион уйрӑмӗн секретарӗ Николай Малов вырӑнти хӑй тытӑмлӑх аталанӑвӗпе паллаштарать: - Республика ертӳлӗхӗ, «Единая Россия» парти районсемпе хуласене, ял тӑрӑхӗсене нихӑҫан та хӑй еккипе аталанма паман.

Help to translate

Вырӑнти влаҫ - ял ҫыннисемшӗн чи ҫывӑххи // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016.04.22

Чӑваш Енри вырӑнти хӑйтытӑмлӑх аталанӑвӗ ҫинчен «Единая Россия» партин регионти уйрӑмӗн секретарӗ, республикӑри Патшалӑх Канашӗн председателӗн заместителӗ, патшалӑх строительстви, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх, Регламент тата депутат этикин комитечӗн председателӗ Николай Малов каласа парать: Республикӑна, «Единая Россия» партие ертсе пыракансем хуласемпе районсене, хуласен тата ялсен тӑрӑхӗсене аталантарассине нихӑҫан та хӑй тӗллӗн яман.

Help to translate

Николай Малов: «Вырӑнти влаҫ — ҫынсемшӗн чи ҫывӑххи» // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2016.04.22

Кашни ҫынпа тарават кӑмӑллӑ, пӗр чӗлхе тупма пӗлекен, вӗсене ырӑ канаш-сӗнӳ парса пулӑшма та тӑрӑшакан Ольга Васильевнӑна сӳрӗк сӑн-питлӗ пулнине нихӑҫан та курман.

Help to translate

Юратнӑ ӗҫ телей кӳрет // Светлана АРХИПОВА. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Тавлашуллӑ лару-тӑрура чӗрре кӗместӗр, кирек мӗнле ыйтӑва татса панӑ чухне те ҫынсемпе килӗшме хатӗр, анчах нихӑҫан та укҫа кивҫен памастӑр.

Help to translate

Мӗнле сӗткен килӗшет? // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.04.20. 15№

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ҫапла палӑртса хӑварчӗ: «Эпир нихӑҫан та пуш сӑмах ҫаптарман. Пирӗн тӗллев - хамӑрӑн тивӗҫсене туллин пурнӑҫласси. Республикӑри аграрисен регионти тата ҫӗршыври апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва тӗпе хумалла».

Help to translate

Продукцие пирӗн ют ҫӗршывсене те сутмалла // А.ЛЬВОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

33. Ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эпир Авраам йӑхӗ, эпир нихӑҫан та никам чури те пулман; епле-ха Эсӗ пире: «ирӗке тухӑр» теетӗн? тенӗ.

33. Ему отвечали: мы семя Авраамово и не были рабами никому никогда; как же Ты говоришь: сделаетесь свободными?

Ин 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed