Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вуласа (тĕпĕ: вула) more information about the word form can be found here.
Манӑн сас ҫитес пулсан, пӗтӗм тӗнче илтмелле вуласа панӑ пулӑттӑм!

Если бы хватило у меня голосу, я бы прочитал ее на весь мир!

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Кунта, Мускав патӗнче, — вуларӗ вӑл салтаксене вуласа пама хӑнӑхнӑ янӑравлӑ сассипе, — нимӗҫ оккупанчӗсене аркатса тӑкма пуҫламалла. Ан тив кунта, Мускав патӗнче, пуҫлантӑр хурахла Гитлерӑн фашисчӗсене унӑн мӗнпур преступленишӗн юнпа тавӑрасси!»

Здесь, под Москвой, — читал он сильным голосом, как привык читать солдатам, — надо положить начало разгрома немецких оккупантов. Пусть здесь, под Москвой, начнется кровавая расплата разбойничьего гитлеровского фашизма за все его преступления!»

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Тепӗр тесен, Андрей ҫак статьяна Дубровка хушмасӑрах вуласа тухасшӑн пулчӗ: тӑшмана ҫитес вӑхӑтра ҫапса аркатасси пирки Мускав мӗн каланине унӑн хӑйӗн те хӑвӑртрах пӗлесси килчӗ.

Впрочем, даже и без поручения Дубровки Андрею не терпелось прочитать эту статью: хотелось как можно скорее узнать, что говорит Москва о предстоящем разгроме врага.

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вуланӑ чухне намӑса тухас мар тесен, ӑна маларах хӑйӗн вуласа тухса, кашни сӑмах пиркиех шухӑшласа пӑхмалла пулнӑ.

Чтобы не осрамиться с читкой важной статьи, надо было самому прочитать ее заранее и продумать в ней каждое слово.

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫак номер хаҫат передовойри чаҫсене паян ирхине кӑна ҫитрӗ те (ҫав кунсенче хаҫатсем тӑтӑшах кая юлса килетчӗҫ) взводӑн ҫӗнӗ командирӗ Дубровка аслӑ сержант Андрея апат вӑхӑтӗнче салтаксене вуласа пама хушрӗ.

Этот номер газеты дошел до частей передовой линии только сегодня утром (в те дни часто запаздывали газеты), и тут же новый командир взвода, старший сержант Дубровка, поручил Андрею прочитать статью солдатам во время обеда.

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ҫапла, Степан Егорыч, — терӗ Воронин калаҫма пуҫласа, — сан боевой сводкуна вуласа тухрӑм.

— Да, Степан Егорыч, — заговорил Воронин, — я прочел твою боевую сводку.

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Сталин халь календарь ниме тӗ кирлӗ мар листине сулахай енне сирсе хурас шутпа сӗтел ҫине ӳпӗнчӗ, анчах кӗтмен ҫӗртен листа ҫинче ҫакна вуласа илчӗ:

Сталин нагнулся к столу, чтобы отложить влево ненужный лист календаря, но неожиданно прочел на листе:

XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫырӑва халь эпӗ сире вуласа пама пултараймастӑп, мӗншӗн тесен вӑл генералта…

Сейчас я не могу вам прочитать письмо, потому что оно у генерала…

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Дубровка хаҫат вуласа пӗтерсенех, пӳртре шӑв-шав пуҫланчӗ: нумай пулмасть тӳссе ирттерни ҫинчен пурте пӗр харӑс калаҫма тапратрӗҫ…

Как только Дубровка дочитал газету, в доме поднялся гомон: все разом заговорили о произошедшем недавно.

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Заметкӑсенчен нумайӑшӗнче озеровецсен хушамачӗсене те асӑннӑ, — унта, халь пӳртре ларакансен хушамачӗсем те пур; ҫав тӗле вуласа ҫитсен, итлекенсем хаваслӑн шавлакаласа илчӗҫ.

Во многих из заметок упоминались и фамилии озеровцев — там были и фамилии сидящих сейчас в доме; когда дочитали до этого места, слушавшие радостно зашумели.

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ачсем шухӑша кайрӗҫ ӗнтӗ, анчах пӗри хучӗ ҫинче мӗн ҫырнине вуласа кӑларчӗ те: «Вырӑсла куҫарсан — ку эрех, сӑмах паратӑп!» тет.

Ребята призадумались было, но тут один все же прочитал наклейку и говорит: «В переводе на русский язык — вино, даю слово!»

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

… Пурне те вуласа пӗтернӗ.

…Все прочитано.

XVIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Связистсем вырнаҫнӑ ҫуртӑн крыльци ҫинче ларса, Озеров телеграммӑсене вуласа тухрӗ, унтан тем ҫинчен шухӑшласа, е шухӑшлама тытӑнса пӑхса, нумайччен вӗсене ывӑннипе усӑннӑ сылтӑм аллинче тытса тӑчӗ.

Присев на крыльце крестьянской избы, занятой связистами, Озеров прочитал телеграммы и затем, думая о чем-то или пытаясь думать, долго держал их в правой, устало опущенной руке.

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ҫак хута вуласа тухнӑ хыҫҫӑн Дубровка, тем ыратнӑ пек, пит-куҫне пӗркелентерсе илчӗ те Юргина хирӗҫлесе темӗн кӑшкӑркаларӗ, чӑмӑрне сывлӑшра сулкаларӗ.

Прочитав записку, Дубровка болезненно сморщился я, что-то крича, отрицательно замахал в воздухе рукой.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Анчах Андрей, пӗр иккӗленсе тӑмасӑрах, мӗн ҫырни пӗтӗмпех унӑн тӑван Ольховкинче пулса иртнӗ, тесе шутларӗ, вара аран-аран вуласа пӗтерчӗ.

Но Андрей сразу, без всяких сомнений, решил, что все описанное произошло именно в его родной Ольховке, и с большим трудом, едва сдерживая себя, закончил чтение газеты.

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ачасене вуласа пар!

— Прочитай ребятам.

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Юлашки кунсенче, взвод командирӗн помощникӗ пулма лартнӑ аслӑ сержант, кӗреш пек тӗреклӗ, анчах нумаях та пулмасть аманнипе шурса кайнӑ сарӑ ҫӳҫлӗ Дубровка, взводра ир те, каҫ та тӗрлӗрен калаҫусем ирттерет, хаҫатсем вуласа парать.

В последние дни недавно назначенный помощник командира взвода старший сержант Дубровка, белокурый крепыш, еще бледный после недавнего ранения, аккуратно, утром и вечером, проводил во взводе различные беседы и читки газет.

III // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Приказӑн тексчӗ патне вуласа ҫитсен, унӑн сасси сасартӑк темле тӗлӗнмелле янӑрама пуҫланипе, генералсен хускалман пит-куҫӗсем майӗпен туртӑнкаласа илчӗҫ.

Дочитав до текста приказа, его голос вдруг начал как-то звенеть, неподвижные лица генералов дернулись.

I // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Чи кирли, — эпӗ сана хӑвӑн аслӑ юлташу пулса канаш паратӑп, — Сталин томӗсене вуласа тухасси, татах вуласси.

Самое важное, — я даю тебе совет, как твой старший товарищ, — прочитать и еще раз прочитать тома Сталина.

XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Апла пулсан, ҫитес занятиччен Златковскипе Шустов ҫырнӑ кӗнекене тимлӗрех вуласа тухма сӗнетӗп, вӑл сирӗн пур…

Тогда советую до следующего нашего занятия повнимательнее прочитать книжку Златковского и Шустова, — она у вас есть…

XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed