Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ав the word is in our database.
ав (тĕпĕ: ав) more information about the word form can be found here.
Амӑшӗ те, ав, Хвеччисӗ, вӗсен килӗнче ҫав ҫын хӑналанма тытӑннӑранпа лара-тӑра пӗлмест.

Help to translate

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Вӑл, ав, бал-маскарадӑн — Динӑсен хапхи умӗн янах икерчи ҫисе ҫӳрерӗ.

Help to translate

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӗрес тенӗччӗ те пӳртелле — эс, ав, янраттарса пыран…

Help to translate

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Йытӑсем те, ав, сана кӗтсе, ӳлеме те пӑрахрӗҫ.

Help to translate

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

 — «Дина, килӗштеретӗп эпӗ сана. Килӗштеретӗп кӑна-и? Юрататӑп. Хытӑ-хытӑ, ҫав тери, калама ҫук хытӑ юрататӑп, сансӑр минут та, ҫеккунт та пурӑнма пултараймастӑп…» — тесе каласшӑнччӗ те ӗнтӗ каччӑ, сӑмаххи, ав, кӑварли, пыр айӗнчен тухса вӑркӑнмалли, пыр анинчех катрамланса-хытса ларнӑ иккен хӑйӗн; тухмасть, вӑркӑнмасть, чукмарпа тӑрӑслаттарсан та.

Help to translate

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Тӑнларӑм та паян (ну, паян мар ӗнтӗ — ҫӗркаҫ, у-у-у, вӑхӑчӗ те тӗпӗртеттерет кӑна иккен — ав, паҫӑрах ҫур ҫӗр иртсе иккӗмӗш сехет енне сулӑннӑ), бал-маскарадра сана, ну, пирӗн хушшӑмӑртан та поэт тухать иккен, тесе шухӑшласа илсеттӗм.

Help to translate

7 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Халь ӗне пушанасса та тепӗр икӗ уйӑх кӗтмелле-ха, ав.

Help to translate

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Ара, кӗтӗмӗр те, ав, сельмага…

Help to translate

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

— Хӑв та, ав, канман-ҫывӑрман…

Help to translate

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Васкатма, сисӗмлетме те кирлех пулманччӗ пулмалла та лашине, лаши, ав, анаталла май ахаль те юрттине хӑвӑртлатнӑскер, тилхепе тимлӗхӗпе пушшех те чӗрӗлсе, ҫӑмӑлланса кайрӗ, ҫырма тӗпнелле вӑйлӑн, сулӑмлӑн вашкӑртма тапратрӗ.

Help to translate

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ав, икӗ хӗрарӑм витрисемпе кунталла килеҫҫӗ мар-и?

Help to translate

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Каҫарманни, ав, каҫӑ урлах каҫарса янӑ иккен ӑна: телейлӗ Матви, иккӗленӳсӗр, ятне мӑшӑрлӑ.

Help to translate

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Матви, ав, кайрӗ те пӗрре, каласа, картса хунӑ пекех шат та пат улӑштармарӗ кӑмӑлне.

Help to translate

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Асли, ав, Чулхулара, систерсе хума та ӗлкӗрнӗ, пӗлтерет: чипер хӗр тупӑннӑ иккен ун тӗлне, авланма шухӑш тытнӑ, килйышланать — часах туйне йыхравлама пулать.

Help to translate

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

«Уйӑхшӑн-хӗвелшӗн» тесе те каланӑччӗ те вӑл ун чухне — кӑчӑр-кӑчӑр каҫранпа уйӑхӗ те, хӗвелӗ те пайтах ҫавра турӑҫ пуль хӑй, еккипе — Елькка пурнӑҫӗ, ав, сирмен ҫивитти пекех нимӗн те улшӑнмарӗ, чӑлт-шурӑ.

Help to translate

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Пурӑнни, кӗтни, ӗненни, ав, шанни — кӗтни-ӗненнипех, шаннипе-ҫемҫелменнипех, йӑшманнипех юлчӗ.

Help to translate

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Хӗр чухнехи хушамат хӗрӗхре те улшӑнмарӗ, тени, ав, шӑп та лӑп Елькка тӗлнех синкерленсе анчӗ.

Help to translate

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

«Ай, ав епле япала иккен вӑл каччӑ ӑшши!

Help to translate

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Ия, миҫе хӗл те миҫе ҫу иртрӗ ӗнтӗ унтанпа, сасси иккен, ав, халӗ те чӗререх.

Help to translate

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Кӗркунне те, Турчӑка Кули ачипе ҫыхлашса, ав, веҫ аптӑраса пӗтрӗ.

Help to translate

6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed