Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Инкек the word is in our database.
Инкек (тĕпĕ: инкек) more information about the word form can be found here.
Кунта пӗр инкек ҫеҫ пӗтерет: ман карчӑк йытӑ ҫӑмне арласа, ман валли чӑлха ҫыхасшӑн мар кутӑнлашать.

Беда только в том, что моя старуха отказывается прясть собачью шерсть и вязать из нее мне чулки.

XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пӗтӗм инкек ҫакӑнпа пулать те.

Отсюда и все лихо.

X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хам та, ухмах, асӑрхаймарӑм, вӑт инкек!

И я-то, дура набитая, недоглядела, вот горюшко!

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Ай, мӗнле инкек килсе тухрӗ! — хуйхӑрма пуҫларӗ Куприяновна.

— Да головушка ты моя горькая! — сокрушалась Куприяновна.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

— Мур пӗлет-и ӑна, сухаран кая юлса таврӑнчӗ, вара темле инкек ӑна пӗччен хуҫалӑхпа пурӑннӑ чухнех акнӑ кӗрхи тырӑсене пӑхма илсе кайрӗ.

— Чума его знает, тут-таки с пахоты вернулся поздно, а тут нужда его носила озимые хлеба глядеть, какие ишо при единоличной жизни посеянные.

VIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Анчах килӗнче ӑна тепӗр ҫӗнӗ инкек, нимӗнпе те танлаштарма ҫук йывӑр хыпар кӗтсе тӑнӑ-мӗн.

А дома ждала его новая и несравнимо горшая неприятность…

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тупӑнчӗ те иккен инкек ҫукран синкек!» — шухӑшларӗ вӑл Лушкӑн уйӑх ҫуттинче симӗсрех тӗслӗн курӑнакан сӑнӗ-пичӗ ҫине куҫ хӗррипе пӑхса.

Вот не было печали, так черти накачали!» — думал он, искоса поглядывая на зеленоватое при лунном свете лицо Лушки.

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Половцевпа Лятьевский чикӗ урлах каҫса кайрӗҫ пулмалла», — шухӑшларӗ Яков Лукич, ҫакӑн хыҫҫӑн вара совет влаҫне сирсе ывӑтма май килменшӗн калама ҫук хытӑ тарӑхни ҫумне чуна лӑплантаракан савӑнӑҫ, канлӗ туйӑм килсе хутшӑнчӗ: ҫак вӑхӑтран пуҫласа Яков Лукичӑн пӗр хуйхӑ-суйхӑсӑр пурӑнас пурнӑҫне нимӗнле инкек те хӑратмасть.

«Видно, Половцев и Лятьевский махнули через границу», — думал Яков Лукич, и к острому сожалению о том, что не пришлось стряхнуть Советскую власть, примешивалась спокоящая радость, довольство: отныне уж ничто не грозило благополучному существованию Якова Лукича.

38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Шӑпах ҫак самантра, хайхискер, Щукарӗн повар пулас карьерине ӗмӗрлӗхех пӑчлантарса лартакан пӗр инкек сиксе тухнӑ…

В этот-то момент и случилось то, что навек испортило поварскую карьеру Щукаря…

36-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

— Ҫичӗ инкек — пӗр ответ!

— Семь бед — один ответ!

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эсӗ кайса пытан, Давыдов юлташ, унсӑрӑн инкек килсе тухма пултарать…

Ты прихоронись, товарищ Давыдов, а то как бы греха не вышло…

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Нагульновран хӑйӗнчен тата Гремячий Лог хуторӗнчи унӑн ӗҫӗсене пула инкек курнӑ колхозниксемпе уйрӑм хуҫалӑхлӑ хресченсенчен ыйтса пӗлнӗ тӑрӑх, ҫавӑн пекех тата свидетельсем кӑтартса панӑ тӑрӑх, эпӗ ҫакна тупса палӑртрӑм: пӗр иккӗленмесӗр каламалла, Нагульнов юлташ парти ӑна шанса тӑнине тӳрре кӑларайман, хӑйӗн айӑплӑ ӗҫӗсемпе партие ҫав тери пысӑк сиен кӳнӗ.

Путем опроса самого Нагульнова, потерпевших от его действий колхозников и единоличников Гремячего Лога, а также на основании свидетельских показаний мною установлено следующее: товарищ Нагульнов безусловно не оправдал доверия партии и своими поступками принес ей огромный вред.

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ӑна хирӗҫ Половцев хулӑн сассипе ҫилӗллӗн темскер калама пуҫларӗ, ҫав хушӑра Яков Лукич, темӗнле инкек ҫывхарса килнине туйнипе асапланса, алӑка хуллен пырса шаккарӗ.

В ответ что-то сурово забасил Половцев, и Яков Лукич, томимый предчувствием какой-то беды, тихо постучался.

27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Тин кӑна унтан арӑмпа уйӑрӑлни ҫинчен каласа ан пар, тесе йӑлӑннӑ Нагульнов, «ҫичӗ инкек — пӗр ответ», тесе шутласа пулас, ҫапла персе ячӗ:

Нагульнов, только что просивший его не говорить о разводе, брякнул, видимо решив, что «семь бед — один ответ»:

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Инкек кӑна курмалла санпа, факт!

Одно несчастье с тобой, факт!

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

«Сӑтӑрҫӑ пулас пулсан, ҫакӑн пекех тӑрӑшса ӗҫлемен пулӗччӗ, ҫитменнипе тата, хӑйӑр сапнине пула унӑн хӑйӗн те икӗ вӑкӑрӗ инкек курнӑ, — тесе шухӑшларӗ Давыдов. — Ҫук, Островнов — чӗрипе те, чунӗпе те пире парӑннӑ колхозник, ҫавӑнпа та хӑйӑрпа пулса иртнӗ ӗҫ вӑл — чуна пӑшӑрхантаракан ахаль йӑнӑш кӑна, факт!»

«Если б он был вредителем, то не работал бы так ударно, и потом ведь пара его быков тоже пострадала от этого, — думал Давыдов. — Нет, Островнов — преданный нам колхозник, и случай с песком — просто печальная ошибка, факт!»

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Шухӑшларӗ-шухӑшларӗ те Давыдов, юлашкинчен ҫапла татрӗ: вӑкӑрсемпе инкек пулнишӗн Яков Лукич айаплӑ мар, вӑкӑр витисене вӑл таса тытас тенипе тата кӑштах, тен, хӑй яланах ҫӗнӗлӗхсем кӗртме тӑрӑшнипе хӑйӑр саптарнӑ пуль, терӗ.

Подумал-подумал Давыдов и пришел к выводу, что Яков Лукич не виновен в несчастном случае с быками, что присыпать воловню песком он заставил, движимый желанием установить чистоту и отчасти, может быть, своим постоянным стремлением к новшествам.

23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ҫавӑнпа та ӗнтӗ чухӑнсен ҫухӑрма юрамасть, кӑшкӑрса хӑвна хӑвах инкек кӳрӗн…

Стало быть, кричать бедным никак нельзя, а то накричишь на свою шею…

19-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Эпӗ совет влаҫӗшӗн инкек куртӑм пулин те мана нимӗн те памалла мар-и?

Я же страдалец за Советскую власть, и мне, значится, не надо?

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Титока раскулачить тунӑ чухне кам инкек курчӗ-ха?

А кто пострадал, когда Титка раскулачивали?

18-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed