Шырав
Шырав ĕçĕ:
9. Унтан Вӑл халӑха ҫак ытарӑша каласа панӑ: пӗр ҫын иҫӗм ҫырли пахчи лартнӑ та, ӑна пахчаҫӑсене парса хӑварса, хӑй нумай вӑхӑта тухса кайнӑ; 10. вӑхӑт ҫитсен вӑл хӑйӗн чурине пахчаҫӑсем патне янӑ — пахчаҫӑсенчен иҫӗм ҫырли илсе килме хушнӑ; анчах пахчаҫӑсем ӑна хӗнесе пӗтерсе пуш алӑпах кӑларса янӑ.
Лк 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Пӗррехинче, Иисус Турӑ Ҫуртӗнче халӑха Ырӑ Хыпар каласа вӗрентнӗ кунсенче, аслӑ священниксем, кӗнекеҫӗсемпе аслӑ ҫынсем пынӑ та 2. каланӑ Ӑна: кала-ха пире, Эсӗ ҫакна мӗнле тивӗҫпе тӑватӑн? ку ирӗке Сана кам панӑ? тенӗ.
Лк 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Елеон теекен ту тайлӑмӗнче ларакан Виффагипе Вифани патне ҫывӑхарсассӑн, Иисус Хӑйӗн икӗ вӗренекенне ҫапла каласа янӑ: 30. ҫак хамӑр умри яла кайӑр; унта кӗрсенех кӑкарса хунӑ, халиччен пӗр ҫын та утланман ҫамрӑк ашака куратӑр; ҫавна вӗҫертсе ҫавӑтса килӗр; 31. кам та пулин сире: «мӗншӗн вӗҫертетӗр»? тесе ыйтсассӑн, эсир ӑна ҫапла калӑр: «вӑл Ҫӳлхуҫана кирлӗ» тейӗр, тенӗ.
Лк 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫакна итлесе тӑракансене Вӑл тата пӗр ытарӑш каласа панӑ, мӗншӗн тесессӗн Вӑл Иерусалим патне ҫывӑхарса пынӑ, ҫавӑнпа ӗнтӗ Ӑна итлекенсем Турӑ Патшалӑхӗ те часах ҫитӗ тесе шухӑшланӑ.
Лк 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Фарисейӗ кӗлтума тӑрсан хӑй ӑшӗнче ҫапла каласа кӗлтунӑ: «эй Турӑ! тав тӑватӑп Сана: эпӗ ытти ҫынсем пек ҫаратаканскер, хур тӑваканскер, аскӑнланса ҫӳрекенскер мар, ҫакӑ куланай пухакан пек те мар: 12. эрнере икӗ хут типӗ тытатӑп, мӗнпур ӗҫлесе тунинчен вуннӑмӗш пайне Турра паратӑп» тенӗ.
Лк 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Тата хӑшӗ-пӗрисене — хӑйсене хӑйсем сӑваплӑ тесе шутлакансене, ыттисене хурлакансене — ҫак ытарӑша каласа панӑ: 10. икӗ ҫын Турӑ Ҫуртне кӗлтума кӗнӗ, пӗри фарисей, тепӗри куланай пухакан пулнӑ.
Лк 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вӗсене тата яланах кӗлтума кирли ҫинчен, хавшаса ӳкме юраманни ҫинчен ытарлӑн ҫапла каласа панӑ: 2. пӗр хулара Турӑран та хӑраман, ҫынран та вӑтанман тӳре пулнӑ.
Лк 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Лешӗ вара каланӑ: «эй аттем! тархаслатӑп сана, эппин, ӑна манӑн атте килне ярсам: 28. манпа пӗртӑван тата пилӗк ывӑл; вӑл вӗсене каласа пӗлтертӗрччӗ: вӗсен те ҫак асапланмалли вырӑна килмелле ан пултӑрччӗ» тенӗ.
Лк 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Тата Хӑйӗн вӗренекенӗсене те каланӑ: пӗр пуян ҫын пулнӑ; унӑн кил-ҫурт пӑхаканни пулнӑ; ҫавӑн ҫинчен ӑна «вӑл санӑн пурлӑхна салатса пӗтерет» тесе хыпар ҫитернӗ; 2. хуҫи ӑна чӗнсе илнӗ те каланӑ: «сан ҫинчен мӗн илтетӗп эпӗ капла? пурлӑхӑма епле пӑхса-упраса тӑни ҫинчен тӗппипе каласа пар — текех эсӗ манӑн кил-ҫуртӑма пӑхса тӑраймастӑн» тенӗ.
Лк 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вӑл вара вӗсене ҫак ытарӑша каласа панӑ: 4. сирӗн хӑшӗн те пулин ҫӗр пуҫ сурӑх пулсан, вӑл вӗсенчен пӗрне ҫухатсан, тӑхӑрвунӑ тӑххӑрӗшне пушхире хӑварса, ҫухалнӑ сурӑхне мӗн тупичченех шыраса ҫӳремӗ-и?
Лк 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Чури таврӑннӑ та ҫакна хуҫине каласа панӑ.
Лк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Чӗннӗ хӑнасем малти вырӑнсене суйласа ларнине курсассӑн, вӗсене Вӑл ытарӑш каласа панӑ: 8. сана пӗр-пӗр ҫын туя чӗнсен, эсӗ малти вырӑна кӗрсе ан лар: унӑн чӗннӗ хӑнисем хушшинче, тен, санран хисеплӗреххи пулӗ, 9. вара сана та, ӑна та чӗнекен хуҫа сан патна пырӗ те: «ху вырӑнна ҫакна ларт-ха» тейӗ; ун чухне санӑн намӑсланса чи кайри вырӑна кайса лармалла пулӗ.
Лк 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Унтан ҫак ытарӑша каласа панӑ: пӗр ҫыннӑн хӑйӗн иҫӗм ҫырли пахчине лартнӑ смоква йывӑҫӗ пулнӑ; вӑл ун ҫимӗҫне шырама пынӑ, анчах тупайман; 7. вара пахчаҫӑна каланӑ: «акӑ эпӗ ку смоква йывӑҫӗн ҫимӗҫне шырама виҫҫӗмӗш ҫул килетӗп ӗнтӗ, анчах тупаймастӑп; касса пӑрах ӑна: мӗн вӑл ахалех ҫӗр йышӑнса ларать?» тенӗ.
Лк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫав вӑхӑтра пӗрисем пынӑ та Ӑна Галилея ҫыннисем ҫинчен — Пилат вӗсенӗн юнне хӑйсем парне кӳме илсе килнӗ выльӑхсен юнӗпе хутӑштарни ҫинчен — каласа кӑтартнӑ.
Лк 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Унтан вӗсене ытарӑш каласа панӑ: пӗр пуян ҫыннӑн хирӗнче тырри ӑнса пулнӑ; 17. вӑл вара хӑй ӑшӗнче ҫапла шухӑшланӑ: «мӗн тӑвас-ши манӑн? тыррӑма пуҫтарса хума вырӑн ҫук» тенӗ.
Лк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Калатӑп сире: кам хӑй Мана ӗненни ҫинчен ҫынсен умӗнче каласа пӗлтерет, ун ҫинчен Этем Ывӑлӗ те Турӑ ангелӗсен умӗнче каласа пӗлтерӗ; 9. кам ҫынсен умӗнче Манран тунать, унран хӑйӗнчен Турӑ ангелӗсен умӗнче тунӗҫ.
Лк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Сире, Хамӑн тусӑмсене, калатӑп: ӳте вӗлерекеннисенчен, унтан ытла нимӗн те тума пултарайманнисенчен ан хӑрӑр; 5. акӑ камран хӑрамаллине каласа парам сире: камӑн вӗлерсен тамӑка пӑрахма ирӗкӗ пур, ҫавӑнтан хӑрӑр; чӑн калатӑп сире, ҫавӑнтан хӑрӑр.
Лк 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Саккунҫӑсенчен пӗри Ӑна каланӑ: Вӗрентекен! ҫапла каласа Эсӗ пире те кӳрентеретӗн, тенӗ.45. На это некто из законников сказал Ему: Учитель! говоря это, Ты и нас обижаешь.
Лк 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Вӑл ҫапла каласа тӑнӑ хушӑрах пӗр пӗлӗт курӑннӑ, ҫавӑ вӗсене хупӑрласа илнӗ; пӗлӗт ӑшне пулсан, вӗсем хӑраса ӳкнӗ.34. Когда же он говорил это, явилось облако и осенило их; и устрашились, когда вошли в облако.
Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Апостолсем таврӑннӑ та хӑйсем мӗн-мӗн туни ҫинчен Иисуса каласа кӑтартнӑ; Вӑл вара Хӑйпе пӗрле вӗсене анчах илсе Вифсаида ятлӑ хула ҫывӑхӗнчи пушӑ ҫӗре кайнӑ.
Лк 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.