Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫынни (тĕпĕ: ҫынна) more information about the word form can be found here.
Сӑмах май каласан, мана часах хӑйсен ҫынни вырӑнне йышӑнчӗҫ, эпӗ кунта мӗнле лекни ҫинчен ыйтса пӗлчӗҫ…

Впрочем, меня сразу признали, так сказать, за своего человека и спросили, как я попал сюда…

XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

«Эсӗ килни пит аван-ха, ку кӳршӗ ҫынни мана чылай йӑлӑхтарчӗ ӗнтӗ…»

«Вот хорошо, что ты приехал, а то этот сосед изрядно мне надоел…»

XIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Тӑванӗсем патне Сергей Иринӑпа кайма хатӗрленнӗччӗ, анчах ҫак каҫ шӑпах Ирина электростанцире дежурствӑра пулчӗ, ӑна улӑштарма ҫынни те тупӑнмарӗ.

Сергей собирался ехать к родным с Ириной, но как раз случилось так, что в этот вечер Ирина дежурила на электростанции и подменить ее было некому…

XVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Унӑн хӗрӗ Ирина Сергее качча тухнӑранпа Марфа Игнатьевна хӑтисем патне час-часах килет, Тутариновсен ҫуртӗнче ӑна хӑйсен ҫынни вырӑнне шутлаҫҫӗ.

С тех пор, как ее дочь Ирина вышла замуж за Сергея, Марфа Игнатьевна часто навещала сватов и считалась своей в доме Тутариновых.

XV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Пирӗн район пуҫлӑхӗ Хохлаковччӗ, пӑхма вӑл ҫынни чипер ҫынах, анчах ӗҫӗсем унӑн япӑхланса кайнӑ пулнӑ.

Был у нас глава района Хохлаков, на вид человек как человек, а дела-то у него были плохие.

VII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Ҫанталӑкӗ сивӗ-ҫке-ха, ҫынни ҫамрӑках мар…

Ведь погода холодная, а человек не молод…

XXIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫынни мӗнлеччӗ!

А какой человек был!

XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

— Курӑнсах тӑратчӗ вӗт-ха мӗнле ҫынни.

— Его же видать было.

XIX // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫынни шыраман та сана — ҫапах та тупнӑ!

Не искал тебя человек — и то нашел!

XVII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Тепӗр икӗ кадровикӗ — белорусс ҫынни Ковальчукпа Урал тӑрӑхӗнчи Медведев — вӑрҫӑра сахалтарах пулнӑ; иккӗшӗ те аманнӑ та Мускав патӗнчи госпитальте юсанса пурӑннӑ-мӗн.

Два других кадровика — белорус Ковальчук и уралец Медведев — воевали меньше, оба были ранены и лечились в госпитале под Москвой.

XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Яхно комиссар кадровӑй ҫар ҫынни пулман.

Комиссар Яхно не был кадровым военным.

XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫынни мӗнлеччӗ…

Какой человек был…

XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫар ҫынни пек ҫӳресси ҫинчен манса кайса, вӗсем хӑйсен ҫӳхе шинелӗсен усӑнчӑк та лутӑрканчӑк аркийӗсене сӗтӗрсе ял тӑрӑх салхуллӑн уткаласа ҫӳреҫҫӗ.

Забывая о воинской выправке, они бродили по деревне уныло, волоча отвислые, измятые полы своих тонких шинелей.

VII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Халь акӑ, куратӑн, ҫар ҫынни пулас ӗмӗт те пӗтсе ларчӗ.

Сейчас вот, видишь, и мечта стать военным пропала.

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫара лексен, пуҫа тепӗр шухӑш пырса кӗчӗ: манӑн никам та мар, ҫар ҫынни пулмалла, терӗм.

А когда попал в армию, в голову пришла другая мысль: не нужно быть не кем иным, только военным.

XIII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫынни ҫар тумтирӗ тӑхӑннӑ, анчах ҫара уран, пиҫҫиххийӗ те, пилотки те ҫук.

Человек был в военной форме, но босый, без пояса и пилотки.

VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Ҫынни вилӗ иккен.

Человек был мертв.

V // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Матвей Юргин ҫамрӑк командир, анчах, апла пулин те, пилӗк ҫул хушши ҫарта служить тунӑ хушӑра вӑл ҫар ҫынни мӗн иккенне лайӑх ӑнланса илнӗ.

За пять лет службы в армии Матвей Юргин, хотя и был молодым командиром, хорошо понял, что значит быть воином.

XIV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Сержанчӗ ҫӳллӗскер, кӑшт курпунтарах, хурарах сӑнлӑ, вӑрман ҫынни майлӑскер, — ун пеккин тайгара тискер кайӑк тытса ҫеҫ ҫӳремелле, е ҫын пӗлмен-илтмен сӗм вӑрмансенче ылтӑн кӑлармалла.

Сержант был высокого роста, немного сутулый, угрюмого лесного вида, — такому только бродить за зверем по тайге.

XI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Отделени командирӗ — Матвей Юргин сержант, ҫӳлӗ те хура сӑнлӑскер, салху Ҫӗпӗр ҫынни, Андрей мӗн ҫинчен ыйтнине лайӑхах ӑнланса илчӗ пулин те, ӑна хирӗҫ хурлӑхлӑн ҫапла каларӗ:

Отделенный командир сержант Матвей Юргин, высокий, смуглый и угрюмый сибиряк, хорошо поняв, о чем спршивает Андрей, с горечью ответил:

I // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed