Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫитменнине (тĕпĕ: ҫит) more information about the word form can be found here.
Юлашкинчен мана ҫак хам пӗлменни йӑлӑхтарса ҫитерчӗ, ҫитменнине Катьӑран та унӑн ашшӗ ӑҫта иккенне, вӑл виллипе чӗррине ыйтса пӗлме пулать.

В конце концов, мне надоело гадать, тем более, что можно было просто спросить у Кати, где ее отец и жив он или умер.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫитменнине тата ку мана тӗлӗнтерет те: ара манман-ҫке-ха эпӗ вӑл ӑна килӗштерменнине.

Но это еще и поражало меня: ведь я не забыл, как они прежде к нему относились.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫитменнине, ҫав ҫӗрӗре мӗнле асамлӑ вӑй пытанса тӑнине пӗлсен, ҫӗрре пачах йышӑнмасть.

А когда узнала, какая волшебная сила таится в кольце, то совсем не хотела брать его.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Картонран тунӑ кӗпҫерен тата икӗ лампӑран эпӗ хам тӗллӗн пӗчӗк телескоп турӑм, ӑна хамӑр отряд валли парнелерӗм тата, ҫитменнине, каникул умӗн пулнӑ юлашки сборта, хӑюланса кайсах, доклад туса патӑм: «Походра хӗвел тӑрӑх тата ҫӑлтӑрсем тӑрӑх ҫул тупасси ҫинчен».

Из картонной трубки и двух линз я соорудила небольшой телескоп для нашего отряда и, совсем расхрабрившись, на последнем перед каникулами сборе сделала даже доклад: «Как по солнцу и звездам ориентироваться в походе».

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫитменнине, ниепле те ӑнланса илейми япаласем тапранчӗҫ.

Потом начались какие-то совсем непонятные вещи.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫитменнине тата настройщик Арсений Валерианович та таҫтан пӗр хыпар илтнӗ: тепӗр кинофабрика ман пек ачанах чылай нумай тӳлет-мӗн.

А тут еще настройщик Арсений Валерианович услышал, что на другой кинофабрике какой-то девочке платили больше.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫитменнине, манӑн Тятюка хам епле чаплӑ ҫынсемпе калаҫса ларнине кӑтартас килчӗ.

Хотелось мне показать также Тате, как я запросто разговариваю со знаменитым человеком.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Стена урлӑшӗпех кӗнеке шкафӗсем, тӗрлӗрен кӗнеке — хулӑммисем, ҫӳхисем, хытӑ хупӑллисем, ҫемҫе хупӑллисем, тӗрлӗ ҫӗрте саланса выртать: чӳрече ҫинче, сӗтел ҫинче, ҫитменнине — диван ҫинче те.

Во всю стену стояли книжные шкафы; книги, толстые и тонкие, в переплетах и в мягкой обложке, лежали всюду — на окне, на столе и даже на диване.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Тата, ҫитменнине, манӑн пуҫа сасартӑк хӑрушӑ истори пырса кӗчӗ.

Я сразу представила себе страшную историю.

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫитменнине хыҫалти баллон та халь-халь анса ларас пек.

Да, того и жди, задний баллон спустит.

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫитменнине тата хамӑн характер ҫинчен те ҫырмалла иккен — мӗнле вӑл ман (питӗ путсӗр), мӗн лайӑхрах — тӳррӗн калани е ҫынтан пытарни (юлашки), мӗне чун туртать (пӗлместӗп-ха), кампа тус пулӑттӑн (Тятюкпа), тӑшману пур-и (Пур! Ромка кам пултӑр?..), кама чун савать (ҫук ха), пурнӑҫ килӗшет-и сана (хамӑн пурнӑҫ питех мар), мӗн ҫинчен ӗмӗтленетӗн (ҫынсемшӗн мӗнле те пулин паттӑр ӗҫ тӑвасчӗ тата Тятюкӑнни пек мамӑк берет илесчӗ).

Потом надо было еще написать, каков у меня характер (отвратительный!), что лучше — откровенность или скрытность (скрытность), чем увлекаюсь (еще не знаю), с кем я хочу дружить (с Татой), есть ли у меня враги (Ого! А Ромка?..), кто моя симпатия (нет еще), довольна ли я жизнью (своей — не совсем) и о чем я мечтаю (совершить какой-нибудь подвиг для людей и купить пуховый берет, как у Таты).

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ман шутпа вара ҫавӑн пек паттӑр пулас тесен куҫкӗски умӗнче темӗнччен тӑма кирлех те мар пек, ҫитменнине тата никам пурӑнман утравра куҫкӗски те пулмасть, Катька вара темӗнччен куҫкӗскирен пӑхатчӗ.

Но, по-моему, готовясь к такой необыкновенной судьбе, не следовало так подолгу торчать перед зеркалом — тем более, что на необитаемых островах зеркал не бывает. А Катька торчала.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫитменнине тата каҫ пулсан сӑнчӑрти йытӑсене те вӗҫертсе яраҫҫӗ.

собаки по всему берегу на ночь спускались с цепей.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку ӗнтӗ, тӗлӗнмелле ырӑ сӑмах, анчах та укҫи ҫукки касать, ҫитменнине тата хулара ҫӑмарта та, ҫу та ҫук.

Это был прекрасный совет, но у нас не было денег, а в городе не было ни яиц, ни масла.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл хӗрӗх ҫула ҫитменнине пӗлсен, эпӗ тӗлӗнсе кайрӑм!

С удивлением я узнал, что ей нет еще и сорока лет!

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та пирӗн эрехе апат ҫинӗ чухне кӑна паратчӗҫ, ӑна та пулин пӗрер черкке ҫеҫ, ҫитменнине тата тӑтӑшах учитӗле памасӑр хӑваркаланӑ пирки, манӑн Бопре часах вырӑс настойкине хӑнӑхрӗ те, вар-хырӑмшӑн сиплӗрех пулӗ тесе, ӑна хӑйӗн тӑван ҫӗршывӗнчи эрехсенчен те мала хума пуҫларӗ.

Но как вино подавалось у нас только за обедом, и то по рюмочке, причем учителя обыкновенно и обносили, то мой Бопре очень скоро привык к русской настойке и даже стал предпочитать ее винам своего отечества, как не в пример более полезную для желудка.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ҫитменнине тата вӑл (хӑй калашле) бутылка тӑшманӗ те пулман, урӑхла каласан, ытларах сыпма юрататчӗ.

К тому же не был он (по его выражению) и врагом бутылки, т. е. (говоря по-русски) любил хлебнуть лишнее.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

«Мухтав турра», — тесе мӑкӑртататчӗ вара вӑл хӑйне-хӑй, — «ачана ҫуса тасатнӑ, тураса якатнӑ, ӗҫтернӗ-ҫитернӗ. Мӗн ытлашши укҫа тӑкмалла-ши, ҫитменнине тата, хамӑрӑн ҫынсем ҫук пек, мусье тытмалла!» — тетчӗ.

«Слава богу, — ворчал он про себя, — кажется, дитя умыт, причесан, накормлен. Куда как нужно тратить лишние деньги и нанимать мусье, как будто и своих людей не стало!»

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Симӗс сӗтел хушшинче вӑл пурин ҫинчен те манса каять; ҫитменнине, ялан тенӗ пекех, выляса ярать; анчах выляса яни унӑн выляс кӑмӑлне хӗтӗртет кӑна.

За зеленым столом он забывал все, и обыкновенно проигрывал; но постоянные неудачи только раздражали его упрямство.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ӗнтӗ куратӑр пулӗ, эпӗ сирӗн умӑрта чи мӗскӗн те чи ирсӗр ӗҫ тӑватӑп, ҫитменнине тата тунмастӑп та ун пирки; ҫакна ҫеҫ тума пултаратӑп эпӗ сирӗншӗн…

Вы видите, я играю в ваших глазах самую жалкую и гадкую роль, и даже в этом признаюсь; вот все, что я могу для вас сделать.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed