Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тӳрленсе ларсан, вӑл, куҫӗсене питӗ хӑраса ӳкнӗ чухнехи пек чарса, учительница ҫине пӑхма тата хӗрелнӗ ҫамкине сӑтӑрма тытӑнчӗ, Давыдов вара, ӑшӗнче кулнипе чӗтресе, пуҫне айккинелле пӑрчӗ, питне, яланхи пек, аллипе хупларӗ.
XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Поляницӑн сӑн-пичӗ яланхи пекех кӑмӑллӑн ҫиҫет, тутисем лӑпкӑн йӑл кулаҫҫӗ.
XV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Давыдов васкаса пӗр кружка ӑшӑ сӗт ӗҫрӗ, хыт ҫӑкӑр таткине чӑмласа пӗтернӗ чух Нагульновӑн хӑла лаши ҫине утланнӑ, ҫӗнӗ кӗпе тӑхӑннӑ, яланхи пек мар йӳрӗк Устин калинкке умне чуптарса ҫитнине курчӗ.
XIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Вӗсем халӗ ӗнтӗ мирлӗн калаҫма пуҫларӗҫ, чӑрсӑр Устин кӑштах сивӗнсе пычӗ, унӑн тути ҫинче, яланхи пекех, йӗкӗлтевлӗ кулӑ та палӑрчӗ.
XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Концерт чӳкӗн 22-мӗшӗнче иртӗ, пуҫламӑшӗ яланхи пекех каҫхине — 18 сехет ҫурӑра.Концерт состоится 22 ноября, начало, как обычно вечером — в 18:30.
Анне кунне халалласа концертпа савӑнтарӗҫ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/23599.html
Унӑн чӗринче сасартӑк халиччен пулман мӑнкӑмӑллӑх тата, яланхи пекех, хӑйпе мухтанса илес шухӑш вӑранать: вӑл та акӑ, Щукарь мучи те, халӗ чухӑнлӑхран тухнӑскер, хӑйӗн лаши ҫинче ларса пынине кӑтартас килет.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Давыдов, яланхи пекех, тавлашсан-тавлашсан, хӑйне тытса чарайми пулса ҫитрӗ, кӑшкӑрса ячӗ:
30-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Халӗ, правлени парне панипе, парнине тата ҫакӑн пек чаплӑ пухура чыс туса алла тыттарнипе, Ипполит хӑйӗн яланхи лӑпкӑлӑх картӗнчен пӗтӗмпех тухса ӳкрӗ.
26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Унпа пур ҫӗрте те кӗрсе тухма пулать! — ҫапла каларӗ те, яланхи пекех савӑнӑҫлӑн йӑл кулса, катрашкаланса таракан ӳт-тир хутланчӑкӗ хыҫне пытаннӑ пӗр хускалми куҫӗпе сӗмсӗррӗн пӑхса, хӗвӗнчен тӗксӗммӗн йӑлтӑртатакан хура маузерне кӑларса кӑтартрӗ.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Половцев Островнова малалла заданисем парассинчен вӑхӑтлӑха тытӑнса тӑчӗ, мӗншӗн тесен унӑн урӑххипе чӑрманмалла пулчӗ: ун патне, яланхи пекех, ҫӗрле ҫӗнӗ ҫын килчӗ.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Шӑпланать, унтан каллех ҫӑматӑ тӑхӑннӑ урисене ҫемҫен пускаласа утса ҫӳреме тытӑнать, пӳрнисемпе ҫан-ҫурӑмне кӑтӑртаттарни, яланхи хӑнӑхупа кӑкрине хыҫкалани илтӗнет, вара каллех уҫӑмсӑр сассипе: — Касса вакламалла! Касса вакламалла!.. — тесе тулашкалать те, ҫавӑнтах йӑвашраххӑн, карланкине уҫӑмсӑррӑн лӑкӑртаттарса, тархаслама тытӑнать:
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
— Эпӗ, тӑванӑмсем, акӑ мӗн каланӑ пулӑттӑм: ӗҫ выльӑхӗсене, яланхи пекех, акана тухиччен пӗр уйӑх малтан лайӑх апатпа тӑрантарма пуҫламалла: лайӑх утӑпа, кукурузӑпа, урпапа тӑрантармалла.
21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Давыдовӑн сасси яланхи пек сиввӗн илтӗнмест; вӑл ҫакӑн пек нимӗн тума пӗлми телейлӗ пулнине Андрей пуҫласа курать.
15-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Анчах, яланхи пекех, чи ӗнентерӳллӗ сӑмахсем унӑн кайран тин пуҫа килсе кӗреҫҫӗ.
2-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Анчах, пурӑнан урамсенче вӑл пӗлменни, ҫӗнни нумай пулин те, пурте яланхи пекех, вӑл тек юхать, хӗлӗх пек туртӑнса тӑракан курайманлӑха, такама тытса ҫапса лапчӑтас кӑмӑла тӗкӗнмесӗр, ҫумран вӗлтлетсе иртсе каять.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Яланхи пекех ывӑннӑ та ҫывӑрма выртнӑ, паян вара — вӑраннӑ та пушӑ куна мӗнпе те пулин тултарма хушакан ӗҫсӗрлӗх, тем ыйтса, куҫран пӑхать…
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Яланхи вӑхӑтра, сехет ҫитсен, вӑраннӑ, фабрикӑсене, конторӑсене кайнӑ, урама тухнӑ.В обычный час проснулись, пошли на фабрику, в конторы, на улицы.
«Мов» // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 684–692 стр.
Сар тутӑрли, яланхи пекех, чӗнмесӗр, мӑйне тӑсса, хӑй хырӑмне тинкерсе пӑхса ларатчӗ, анчах тепӗр чухне сасартӑк, кӗтмен ҫӗртенех, ӳркевлӗ те хулӑн, хӑйӑлти арҫын сассипе хурлӑхлӑн сӑвӑласа юрлама тытӑнатчӗ:
Этем ҫурални // Александр Артемьев. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 156–165 стр.
Вӑл яланхи пекех — мӑйӑхне чӗтретсе, аллисене кӗсйине чиксе, картиш тӑрӑх ерипен утса кайрӗ.Он пошел по двору медленно, шевеля усами, засунув руки в карманы, — такой же, как всегда.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Вӑл пирӗн пата кашни ир тӑтӑшах кӗлентӗр илме пыратчӗ, пӑхсассӑн — яланхи пекехчӗ.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.