Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иксӗмӗр the word is in our database.
иксӗмӗр (тĕпĕ: иксӗмӗр) more information about the word form can be found here.
Пӗррехинче эпир, Эрнепе иксӗмӗр уҫӑлса ҫӳренӗ чухне, утравӑн хӗвелтухӑҫ енне ҫитсе тӑтӑмӑр та сӑрт тӑррине хӑпарса кайрӑмӑр.

Как-то, гуляя по острову, забрели мы с Пятницей в восточную сторону и поднялись на вершину холма.

Ҫирӗм виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Шансах калатӑп: кирлӗ пулсан вӑл маншӑн хӑйӗн пурнӑҫне те савӑнсах панӑ пулӗччӗ Юлташ тупӑнни мана телейлӗ турӗ, эпӗ ӗнтӗ ӑна усӑллӑ ӗҫсене пурне те вӗрентме пултӑм, чи малтан, иксӗмӗр хушӑра калаҫма май пултӑр тесе, хамӑн тӑван ҫӗршыв чӗлхине вӗрентес терӗм.

Я убежден, что, если бы понадобилось, он с радостью пожертвовал бы для меня своей жизнью, я был очень счастлив, что у меня наконец-то появился товарищ, и дал себе слово научить его всему, что могло принести ему пользу, а раньше всего научить его говорить на языке моей родины, чтобы мы с ним могли понимать друг друга.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫак тискер кайӑка тытнӑшӑн эпир иксӗмӗр те савӑнтӑмӑр.

Мы оба были рады этой дичи.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

— Акӑ мӗн, Ксури, — терӗм эпӗ, — ҫыран ҫине эпир иксӗмӗр те пӗрле кайӑпӑр.

— Вот что, Ксури, — сказал я, — отправимся оба.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Ҫав тискерсенчен пӗри пирӗн карап патнелле шампӑлтаттарса ишнине илтсен вара, иксӗмӗр те пушшех хытӑ хӑраса кайрӑмӑр.

Но мы оба еще больше испугались, когда услышали, что одно из чудовищ плывет к нашему судну.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Кайрантарахпа, темиҫе ҫул иртсен, анне эпир унпа иксӗмӗр мӗн калаҫни ҫинчен аттене пӗтӗмпех каласа панине эпӗ пӗлтӗм.

Потом, через много лет, я узнал, что матушка все же передала отцу весь наш разговор, от слова до слова.

Пӗрремӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

— Тӑванӑм, иксӗмӗр те телейсӗр ҫав.

— Брат, мы одинаково несчастны.

XIV. Чун патӗнчи калаҫу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Огнянов, — терӗ тухтӑр, кӑштах шӑпланса тӑнӑ хыҫҫӑн, — ҫак сехетре эпир иксӗмӗр кӑна ҫавӑн пек шухӑшлатпӑр пулмалла.

— Огнянов, — сказал доктор после короткого молчания, — сдается мне, что одни мы с тобой так думаем в этот час.

XIII. Малалли истори // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Санпа иксӗмӗр кӑна султанӑн шанчӑклӑ ҫыннисем юлатпӑр пулмалла!

— Как видно, только ты да я остаемся верными султану!

IV. Хӑтипе кӗрӳшӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ыран ирпе Смион хаджипе иксӗмӗр Юрдан пичче патӗнче пулатпӑр…

— Ну, а завтра мы с Хаджи Смионом идем к деду Юрдану…

XXI. Хур кӑтартма хӑтланни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ҫук, эпир иксӗмӗр те кайӑпӑр.

— Нет, надо пойти.

XX. Пӑшӑрхану // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Чим-ха, чим-ха, эс малтан пуҫласах йӗркипе каласа пар, хӑвӑр ушкӑнӑра аркатнӑ хыҫҫӑн, иксӗмӗр пӗр-пӗринчен уйрӑлнӑранпа эппин, мӗн-мӗн пулнине каласа пар.

— Нет, нет, рассказывай с самого начала: что произошло с тех пор, как разбили отряд и мы с тобой расстались.

XV. Кӗтмен тӗл пулу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Эпир иксӗмӗр, Верочка, Чарли вара Сашӑпа.

Мы с тобою, Верочка, а Чарли с Сашею.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Паллах, эпир иксӗмӗр пурӑнма пултарнине куратӑр эсир.

Конечно, вы увидите, что мы с вами можем жить.

XVIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

 — «Эсир хӑвӑрӑн Петербургсенче, Парижсенче, Лондонсенче пурӑннӑ пекех пурӑнаҫҫӗ, — кама мӗн ӗҫ пур унта? — Мӗнле пурӑнас килет, пурӑн ҫавӑн пек; анчах питӗ нумайӑшӗ, ҫӗр ҫынтан тӑхӑрвун тӑххӑрӑшӗ эпир йӑмӑкӑмпа иксӗмӗр кӑтартнӑ пек пурӑнаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫак пурнӑҫ вӗсене усӑллӑрах та, кӑмӑллӑрах та.

— «Живут, как вы живете в своих Петербургах, Парижах, Лондонах, — кому ж какое дело? кто станет мешать? — Каждый живи, как хочешь; только огромнейшее большинство, девяносто девять человек из ста живут так, как мы с сестрою показываем тебе, потому что это им приятнее и выгоднее.

9 // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ӑна эпир иксӗмӗр ҫеҫ вулама пултаратпӑр.

Это только мы с ним можем читать.

XV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Пӗррехинче вӑл мана ятласа пӑрахрӗ, икӗ хутчен эпӗ ӑна хӑваласа кӑлартӑм, анчах ҫапах та эпир, иксӗмӗр, пӗрне-пӗри чун патӗнчи сӑмахсене каламасӑр тӑма пултараймастпӑр; мӗн тӑвас тетӗн, чӗресем вӑрттӑн пӗр-пӗрин патнелле туртӑнаҫҫӗ.

Он раз обругал меня, я два раза выгнал его в шею, а все-таки мы с ним не можем не обмениваться нашими задушевными словами; тайное влечение сердец, что вы прикажете делать!

XIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Ун ҫинчен мӗнле лайӑх шухӑшланине эпир иксӗмӗр те пӗлетпӗр; вӑл хӑйне ҫӑмӑл пулни ҫинчен мӗн чухлӗ калатчӗ пулин те, ӑна ҫӑмӑл пулманнине те пӗлетпӗр эпир; эсӗ те хӑвӑн туйӑмусемпе кӗрешме ҫӑмӑл пулчӗ, тесе калатӑн пулмалла-ха, — ку лайӑх вӑл, суйни те мар; ҫакӑн пек ҫирӗппӗн шантарса каланисене мӗнле каланӑ, ҫавӑн пек ӑнланмалла мар-ҫке-ха, — о, тусӑмҫӑм, эсӗ мӗнле асапланнине ӑнланатӑп эпӗ…

Мы оба знаем, как высоко мы думаем о нем; знаем также, что, сколько бы он ни говорил, будто ему было легко, на самом деле было нелегко; ведь и ты, пожалуй, говоришь, что тебе было легко бороться с твоею страстью, — все это прекрасно, и не притворство; но ведь не в буквальном же смысле надобно понимать такие резкие уверения, — о мой друг, я понимаю, сколько ты страдал…

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Ҫапла, халӗ эпир иксӗмӗр те ҫакна туйма пултаратпӑр, — тинех калаҫма пуҫларӗ Вера Павловна, — халӗ ӗнтӗ эпӗ, сан пекех, манпа та, санпа та ҫак япала пулма пултараймассине питӗ лайӑх пӗлетӗп.

— Да, теперь мы оба можем это чувствовать, — заговорила наконец она, — я теперь могу, так же как и ты, наверное знать, что ни с тобою, ни со мною не может случиться ничего подобного.

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Ҫапла, савниҫӗм; юлашки вӑхӑтра эпӗ те иксӗмӗр хушӑри уйрӑмлӑхӑн пӗтӗм вӑрттӑнлӑхӗ ҫакӑнта пытанса тӑнине ӑнланса илтӗм.

— Так, мой милый; и я в последнее время поняла, что в этом был весь секрет разницы между мною и тобою.

VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed