Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулса (тĕпĕ: пул) more information about the word form can be found here.
Вӑл ӑйӑрне мӗн чупма пултарнӑ таран ячӗ те, малта мӗн пулса иртнине уйӑрса илес тесе, тинкерсе пӑхма тытӑнчӗ.

Он выпустил жеребца во весь мах, тщетно стараясь разглядеть, что происходило впереди.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий, чӗлпӗр вӗҫне ҫавӑркаласа тип ҫырмаран тухнӑ чухне, кашкӑра самантлӑха куҫран ҫухатрӗ, утне тӗмеске ҫине сиктерсе хӑпарсассӑн ӑна татах курчӗ: — вӑл чылай аякра йӑртлатса пырать иккен; ҫеҫенхирӗн хура йӑранӗсем тӑрӑх ҫӗрпеле пӗр тӗс пулса, хыт курӑксем хушшипе йытӑсем шӑвӑнаҫҫӗ, унтан та инҫерехре, Крепышне чӗн саламат аврипе ӑшалантарса, чӑнкӑ шырлан хӗррипе ватӑ пан тӗрлеттерсе пырать.

Григорий, поднимаясь из буерака, кругообразно поводя поводьями, на минуту потерял его из виду, а когда выскочил на бугор, — волк мельтешился далеко-далеко; по черной ряднине степи, сливаясь с землей, плыли в бурьянах черные собаки, а дальше сбоку, полосуя Крепыша рукоятью арапника, обскакивал крутой яр старый пан.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Кашкӑр, нимӗн тума аптранӑ пек пулса, пӗр самант хушши вырӑнтах кускаласа тӑчӗ.

Волк на минуту замялся, словно в нерешительности.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тимӗрленӗ ҫуна пуҫӗнчен пӳрнисемпе ярсах тытнӑччӗ вӑл, — анчах ҫак самантра юхӑма парӑнасшӑн мар пулса тапкаланакан тур лаша кайри урипе мӗнпур вӑйпа тапса ячӗ.

Он уже схватил было пальцами окованный конец барка, — в этот миг Гнедой, сопротивлявшийся течению, с силой ударил его задней ногой.

17 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аксинья куҫне ҫӗклесе пӑхать те, сотник мӗне ӑмсанни ҫинчен нимӗн сӑмахсӑр каласа паракан куҫӗсемпе тӗл пулса, кӑвар пек хӗрелсе каять.

Аксинья поднимала глаза и, встречаясь с прозрачным взглядом сотника, молчаливо говорившим о его желании, вспыхивала румянцем.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лачака кӳлӗ хӗррине хӑйӑр ярӑмӗ пулса пырса тӗртӗнекен тӗмеске ҫине хӗлле, каҫсерен хура вӑрманта хӗл каҫакан кашкӑр ҫурисем тухаҫҫӗ те лашасене хӑратса ӳлеҫҫӗ.

Зимой на бугор, упиравшийся в леваду выпуклым песчаным мысом, ночами выходили волчьи выводки, зимовавшие в Черном лесу, выли, пугая лошадей.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Мӗн пирки? — тесе ыйтнӑ пан, юриех пӗлмӗш пулса, хӑйӗн сухалӗ-мӑйӑхӗсене чӗтрентерсе кулкаласа.

Чем же? — любопытствовал пан, сизея от смеха и шевеля усами и подусниками.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Сашка — ҫӳҫӗ-пуҫӗ кӑвакаричченех пурӑннӑ старик ӗнтӗ, ҫапах та Сашках пулса юлнӑ.

До сплошных седин дожил старик, но Сашкой так и остался.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аттеҫӗм, урапа айне пулса юлнӑ пек эпӗ.

Батянюшка, я как колесом перееханная!..

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Питӗ шеп пулса тухрӗҫ ҫӗввисем.

Искусный лег на рану шов.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Нимӗн тума пӗлми пулса ҫитнӗ Гетька, шап-шурӑ шурса кайса, пӳрте чупса кӗчӗ, хӑй сивчир тытнӑ чухнехи пек чӗтрет.

Гетько прибежал в курень белый, растерянный, била его трясучка.

13 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Анкарти хыҫӗсемпе вӑл Кошевойсен килӗ тӗлне ҫитрӗ — халтан кайрӗ, чугун пек йывӑрланнӑ урисене аран-аран илсе пусакан пулса ҫитрӗ.

Дошла задами до двора Кошевых — обессилела, с трудом переставляла зачугуневшие ноги.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пурӑнтӑр ачасем пулса — ашкӑнтӑр, ҫулсем ҫине чурбаксем сӗтӗртӗр пулӗ, халӗ ӗнтӗ малашнехи служба ҫинчен шухӑшлас пулать.

Были ребятами — дураковали, небось на дорогу чурбаки тягали, а посля этого должны подумать о дальнеющей службе.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чапрас Лукешкӑн лӑкӑш-лакӑш пӳртӗнче, пайтахчен алланса суйланнӑ хыҫҫӑн, вун-вуник казакран пӗр чӑмӑр пулса тӑчӗ.

В завалюхе Лукешки-косой после долгого отсева и отбора образовалось ядро человек в десять казаков.

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗрре, акӑ мӗн, ҫакӑн пек пулса иртрӗ, — калама тытӑнчӗ Христоня, акӑ сӑмахра «а» сасӑ ҫине ударени туса.

Был, стал быть, такой случа́й, — говорил Христоня, в последнем слове делая ударение на «а».

9 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хутортан атаман полкне пуринчен малтан вӑл лекнӗ, вара ҫав казакпала тӗлӗнмелле улшӑну пулса тӑнӑ; ӳсессе вӑл пур каччӑ пекех ӳснӗ; мӗн пӗчӗкренпех кӑшт ухмахланасси пулнӑ унӑн, анчах та службӑран таврӑнсан, ҫав ухмахлӑх сӑрталла кустарса янӑ кӑстӑрмачӑ пекех ҫаврӑнма тытӑнчӗ; Брех хӑй патша керменӗнче службӑра пурӑнни ҫинчен тата Петербургра тӗлӗнмелле мыскарасем курса ҫӳрени ҫинчен ӗненмелле мар историсем каласа кӑтартма пуҫланӑ.

Он первый из хутора попал в Атаманский полк, и диковинное поделалось с казаком: рос парнем, как и все; водилась за ним с малых лет малая придурь, а со службы пришел — и пошло колесом под гору; с первого же дня, как только вернулся, начал рассказывать диковинные истории про службу свою при царском дворце и про свои необыкновеннейшие в Петербурге приключения.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Брех пулса таврӑннӑ.

Брёхом вернулся.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӑшӑ ҫанталӑк Арханьччен тӑчӗ, унтан сасартӑк сивӗтсе пӑрахрӗ, юр ҫуса лартрӗ; кунран-кун сивӗтсе пычӗ, юр тата тепӗр шит хулӑмӑш ҫурӗ, вара Дон хӗрринчи пахчасенче, пӗтӗмӗшлех юр айне пулса юлнӑ ҫатан картасем урлӑ, хӗрсем тӗрленӗ тӗрӗ евӗр, мулкач йӗрӗсем тӗрленсе юлчӗҫ.

Ростепель держалась до Михайлова дня, потом даванул мороз, вывалил снег; день ото дня холод крепчал, подпало еще на четверть снегу, и на опустевших обдонских огородах, через занесенные по маковки плетни, девичьей прошивной мережкой легли петлистые стежки заячьих следов.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Мӗн ҫинчен калаҫрӑр эсир ҫапӑҫу пулса иртнӗ кун кунти казаксемпе?

— О чем вы имели беседу с местными казаками в день драки на мельнице?

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Арманта пулса иртнӗ ҫапӑҫу хыҫҫӑн пӗр эрнерен хутора становой приставпа следователь килчӗҫ.

Через неделю после драки на мельнице в хутор приехали становой пристав и следователь.

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed