Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ак халь ӗнтӗ, шалти иккӗленӳллӗ туйӑм ҫумне мӗн ӑнланса илни пӗрлешет те каять вара пӗр йӗрпе.А теперь к инстинкту присоединилось сознание, и оба пойдут в одном направлении.
IV // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
— Халӑх кӗввин чӑн-чӑн паха уйрӑмлӑхне тӗлӗнмелле лайӑх ӑнланса илме пултарнӑ эсир.
XII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Студент сӑмахӗсем, тен, малтанах ҫапла шутласа хуман пулин те, тӳрех хӑйне пырса тивнине ӑнланса илсен, ҫамрӑк хӗр хыпӑнса ӳкрӗ.
VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Хӑй чӑлахне пула ҫакнашкал мӗскӗнлӗхе вӑл пуҫласа тӳссе курать; ҫынсене унӑн суккӑрлӑхӗ шеллеттерме кӑна мар, хӑратма та пултарассине пуҫласа ӑнланса илчӗ вӑл.
V // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ара, хӑҫан та пулин хӑвах ӑнланса илӗн-ха, анчах халӗ, — хушса хучӗ вӑл тарӑн шухӑшлӑн, — урӑххинчен шикленетӗп…Ну, да ты поймешь это когда-нибудь, а теперь, — прибавил он задумчиво, — боюсь я другого…
XI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Анчах каярахпа ҫамрӑк хӗрарӑм кӑмӑл-туйӑмӗ ҫав сасӑсенчех туллиреххӗн те уҫӑмлӑраххӑн палӑра пуҫларӗ; хохол урокӗсем ахалех харама каймарӗҫ; амӑшӗн хӗрӳ юратӑвӗ тата ача чӗрине мӗн ҫав териех тыткӑна илнине ӑнланса ҫитни ҫав уроксене хӑвӑртрах тӗшмӗртме май пачӗ.
IX // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ку каҫхине амӑшӗ, ҫав тӗлӗнмелле ыйтӑва ӑнланса илес тесе, ача вырӑнӗ патӗнче ытларах ларма шут тытрӗ.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Паллах, кунашкал вӑхӑтсенче вӑл чӑн-чӑн ача амӑшӗ пек, ывӑлӗн асапне чунӗпе ӑнланса, малашне ӑна тӳсейми йывӑр пуласлӑх кӗтнине туйса, хурланса асапланнӑ; ҫак туйӑмсемсӗр пуҫне ҫамрӑк хӗрарӑмӑн чӗри тӗпӗнче тепӗр шухӑш та амаланнӑ: тен, инкекӗн сӑлтавӗ ӑна пурнӑҫ паракансен никам ӑнланайми хӑрушӑ пулма пултараслӑхӗнче мар-ши?..
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Эсир ӑнланса илӗр-ха пӗреххут: ачасем ҫунса вилнӗ пулсан, Хӗрлӗ Ҫӗлӗк батальонӗ намӑса тухатчӗ вӗт.Вы только подумайте: ведь если б крошки погибли, батальон Красный Колпак был бы опозорен.
III. Сасӑлани // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ҫакӑн пек пысӑк ӗҫре иккӗшӗнчен пӗри, ӗҫе тӑваканни мар, ӗҫе тума ирӗк параканни начар ҫын иккенне те вӑл ӑнланса илеймест!
II. Говэнӑн иккӗленуллӗ шухӑшӗсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Пулса тӑнӑ ӗҫе ӑнланса илме ҫӑмӑлах мар.
II. Говэнӑн иккӗленуллӗ шухӑшӗсем // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Пурте ҫунакан замок ҫине, кӗперӗн ҫӳллӗ лӗккисем ҫине, пырса перӗнмелле мар чӳречесем ҫине чунӗсемпе тарӑхса, халех ӗҫе тытӑнма кирлине ӑнланса пӑхаҫҫӗ.
III. Ачасем вӑранаҫҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ачасем, хӑйсене кам чӗннине ӑнланса илесшӗн пулса, йӗри-тавра пӑхкаларӗҫ.
III. Ачасем вӑранаҫҫӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ним тума май ҫуккине ӑнланса, ҫынсем хӑрушӑ алӑк ҫине шӑппӑн та салхуллӑн пӑхса тӑчӗҫ.Молча, безнадежно, как побежденные, смотрели они на эту страшную железную дверь.
II. Чул алӑк патӗнчен — тимӗр алӑк патне // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Апла пулсан та унӑн куҫӗсем шӑпах ҫуртӑн ҫунакан пайӗнчи урайӗнче выртакан ҫав ӑнланса илмелле мар япаласен хура купи ҫине тинкерсе пӑхрӗҫ.
I. Тупнӑ, анчах ҫухатнӑ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
— Ун чухне вара кӑваккисем никама тупайман, нимӗн те ӑнланса илеймен пулӗччӗҫ: эсир тӗтӗм сирӗлнӗ пекех ҫухалнӑ пулӑттӑр.
XII. Ҫӑлакан // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Вӑл чӗркуҫҫийӗсем хутланнине туйса илчӗ, ҫак хӑрушӑ та чӗрчунсӑр ирӗклӗхре хӑй пулӑшусӑр иккенне ӑнланса, шанӑҫ ҫухатнӑ мӗскӗн хӗрарӑм пачах ӑсран кайрӗ те пушхирте тӗлӗнмелле янӑраса каймалла кӑшкӑрчӗ:
V. Ҫул вӗҫленчӗ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Мишель Флешар тӗлӗнмелле япаласем тиенӗ лав иртсе кайнине курчӗ, анчах ку мӗн иккенне ӑнланаймарӗ, ӑнланса илесшӗн те тӑрӑшмарӗ: унӑн куҫӗсем умӗнче урӑххи — хӑйӗн ҫухалнӑ ачисем тӑчӗҫ.
II. Вилӗм калаҫать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Старик те вара, ҫакнашкал йывӑр хурлӑх умӗнче сӑмах вӑйсӑр пулнине ӑнланса, шарламарӗ.И старик тоже молчал, он понял, как бессильны перед такой смертельной тоской все людские слова.
VI. Суран тӳрленнӗ, анчах чӗререн юн сӑрхӑнать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Вӑл хӑй ӑнланса илме пултарайманнипе килӗшнӗ пек туйӑнать.
VI. Суран тӳрленнӗ, анчах чӗререн юн сӑрхӑнать // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.