Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑвать (тĕпĕ: ту) more information about the word form can be found here.
Шура Кочнев ҫӗнӗрен килнӗ математик пек туса кӑтартать: вӑл доска патнелле ыткӑннӑ пек тӑвать, ерипен кӑна та мӑнкӑмӑллӑн ларанҫи пулать.

Шура Кочнев изображал нового математика: подняв руки, он бросался к воображаемой доске и медленно, с достоинством садился.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӗрӗ йӑваш, ырӑ кӑмӑллӑ, ҫав тери хӳхӗм пулнӑ, амӑш пулас текен инкесем юри ун патне кӗре-кӗре тухнӑ, ҫуралас ачисене чипер тӑвасшӑн, нумайччен ун ҫине тинкерсе ларнӑ, Палан Тӑван ҫак хӗре чунтан-вартан юратса пӑрахать, хӗрӗ хӑй те ҫак паттӑр та савӑнӑҫлӑ качча ырӑ юратупа чыс тӑвать.

Она была так добра и ласкова, так хороша собой, что женщины, которые собирались стать матерями, приходили к ней и подолгу смотрели на ее лицо, чтобы дети у них рождались такими же красивыми, Брат Указательный всем сердцем полюбил эту девушку, и она ответила сильному и веселому человеку такой же славной любовью.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Пирӗн Симочка мӗн тӑвать?..

— А Симочка наша чего делает?..

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Юрамасть, юрамасть, — хӑйӗннех тӑвать вӑл.

— Нельзя, нельзя, — твердил он.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Е вӑл унтан сухал тӑвать, е мулкач хӑлхи, е кӑтраланса тӑракан мӑйӑх тӑвать, унтан ҫав тутӑрах пуҫне чӗркет те — мавр пек пулать.

То он делал из нее бороду, то заячьи уши, то пышные усы, потом повязывал голову и превращался в мавра.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Мӗн тӑвать кунта ҫак хӗр ача?

— Что делает здесь эта девочка?

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл шӳт тӑвать пуль тесеттӗм эпӗ.

Я думал, что он шутит.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл ютран тӗрлӗрен ӗҫ илет: кӗпе-йӗм юсӑть, ӑна-кӑна тӑвать.

Она брала на дом работу, чинила белье.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл «хӑйне карьера» тӑвас тесе, тем те тӑвать, имӗш.

Он из кожи лезет вон, чтобы «сделать карьеру».

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катя «Испанцӑсемпе индейцӑсем малтанхи хут тӗл пулни» ҫинчен картинка тӑвать, мана Нина Капитоновна кухньӑра ӗҫлеме хушрӗ.

Катя рисовала «Первую встречу испанцев с индейцами» из «Столетия открытий», а меня Нина Капитоновна мобилизовала на кухню.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ку хушӑра вӑл Марья Ивановнӑна хӑй арӑмӗ тӑвать вӗт!..

— А он между тем женится на Марье Ивановне!..

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Хӑй аякранах алӑ сулса паллӑ тӑвать.

Сам делает издали мне знаки.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк. Уйӑрӑлни // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Старик ҫилӗм тӑвать.

Старик варил клей.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӑн та ҫапла пулма кирлине тата та ҫирӗпрех ӗненет, аслатиллӗ ҫумӑр пулмасан, хӗвел хӗртнипе хӑй типсе кайма пултарнине чухлать вӑл, хӑйӗн пурнӑҫӗнче вырнаҫать, — мӗн тӑвас тенине тӑвать, хӑйне хӑй, пӗчӗк ачана тивӗҫлӗн айӑпланӑ пек, айӑпласа ӗҫе кӗртет вӑл.

Она знает, что без гроз постоянный зной солнца ее иссушит; она проникается своей собственной жизнью, — лелеет и наказывает себя, как любимого ребенка.

Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

«Мӗн тӑвать халь Вера?» — тесе шухӑшлатӑп эпӗ…

«Что делает теперь Вера?» — думал я…

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Эпӗ пӗлсех тӑраттӑм вӑл ҫилхӑван иккенне, ун ҫине шанма та ҫук… хӗрхенмелле вара, чӑнах, ырӑ ятпа мар тӗп тӑвать вӑл хӑйне… урӑхла тата мӑйӗ те ҫук унӑн.

Да я всегда знал, что он ветреный человек, на которого нельзя надеяться… а, право, жаль, что он дурно кончит… да и нельзя иначе!..

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Унтан сасартӑк мотор: «чих, чих, чих», тӑвать, ку вара лётчикӑн пӗтӗм шӑмшакне ыраттарать.

И вдруг это страшное «чих, чих, чих», которое, точно острая боль, отдается во всем теле летчика…

7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Эпир ун пӗркенчӗкне ҫуртӑмӑр та суранне май ҫитнӗ таран хытӑрах туртса ҫыхрӑмӑр; Печорин кӑлӑхах унӑн сивӗннӗ тутине чуп тӑвать — Бэла тӑна кӗреймерӗ.

Мы изорвали чадру и перевязали рану как можно туже; напрасно Печорин целовал ее холодные губы — ничто не могло привести ее в себя.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Печорин ӑна асӑрхаман пек тӑвать; эпӗ сӑмаха урӑх еннелле пӑрма тӑрӑшатӑп, вӑл пур — куҫ кӗретех пирӗн сӑмаха Казбич лаши ҫинех сулӑнтарать.

а Печорин будто не замечает; я заговорю о другом, а он, смотришь, тотчас собьет разговор на лошадь Казбича.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

— Кӑштах тӑхтӑр: ун патӗнче халь сывлӑшри разведка экипажӗ доклад тӑвать.

— Обождите: у него на докладе экипаж воздушной разведки.

1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed