Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пулаҫҫӗ-ҫке ҫынсем, пурте ҫавӑн пек вӗсем: ӗҫӗн усал енӗсене малтанах пӗлсе тӑраҫҫӗ, урӑх май ҫуккине кура, пулӑшаҫҫӗ те, канаш та параҫҫӗ, ырлаҫҫӗ те-ха ӑна, кайран вара хӑйсем ҫинчен хываҫҫӗ те ответ тытма хӑяканнинчен тарӑхса пӑрӑнаҫҫӗ.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Грушницкий пуҫне кӑкӑрӗ ҫине ӳсрӗ те, тарӑхса, кичеммӗн пӑхса тӑрать.Грушницкий стоял, опустив голову на грудь, смущенный и мрачный.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Грушницкий мӗн калассине эпӗ чӑтма ҫук кӗтетӗп; ҫакӑнта ӑнсӑртран килсе тухман пулсан, ҫак ухмахсем манран кулма пултарни ҫинчен шухӑшласанах эпӗ ҫав тери тарӑхса кайрӑм.
Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӗсем ҫинчен ҫапла тарӑхса калани вырӑнлах та пулмӗ, эпӗ вӗт тӗнчере вӗсемсӗр пуҫне ниме те юратман, вӗсемшӗн канӑҫлӑха та, хисеплӗхе те, пурнӑҫӑма та пама хатӗр пулнӑ…
Июнӗн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Юнӑм вӗресе хускалчӗ манӑн, кулкаласа ҫеҫ пуҫланӑскере чӗререн тарӑхса пӗтермелле пулчӗ.Желчь моя взволновалась, я начал шутя — и кончил искренней злостью.
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хула варринелле ансан, бульвар тӑрӑх утрӑм, унта эпӗ салхуллӑ ушкӑнсене тӗл пултӑм, вӗсем майӗпен кӑна ту ҫинелле улӑхатчӗҫ; кунта пуринчен ытла ҫеҫен хир улпучӗсен ҫемйисем: ҫавсем иккеннче часах тавҫӑрса илме те пулать, упӑшкисем вӗсен модӑран туха пуҫланӑ кивӗ сюртуксем тӑхӑннӑ, майрисемпе хӗрӗсем вара питӗ хитре тумланнӑ: шывпа сывалма пынӑ ҫамрӑксене вӗсем йӑлтах шута илсе пӗтернӗ пулас, мӗншӗн тесен вӗсем ман ҫине те питех ӑшӑ кӑмӑлпа пӑха-пӑха илчӗҫ: Петербургра ҫӗлетнӗ сюртукӑм улталарӗ вӗсене, анчах, ҫийӗмре ҫар эполечӗсене курсанах вӗсем тарӑхса, аяккалла пӑхса иртрӗҫ.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Максим Максимыч тарӑхса кайрӗ: хисеплеме пӗлмен ҫынна хул пуҫҫийӗнчен тытрӗ те вӑл: «эпӗ санран ыйтатӑп, тӑванӑм…» — терӗ.Максим Максимыч рассердился; он тронул неучтивца по плечу и сказал: — Я тебе говорю, любезный…
Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Тарӑхса ҫитнипе, ӗҫместӗп тесе, сӑмах панӑ эпӗ.
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Наумов, пӗчӗк те питӗ вашават, пысӑк пуҫлӑ та вӑрӑм алӑллӑ ҫын, «Т» районӗнче чупкаласа, пӗчӗк кӑна «урка» вӗҫекен пӗлӗтелле пӑхса, самолёта тытса пыракан ҫынна тарӑхса кайсах ятлаҫнӑ:
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мересьев ӑна хӑй канцелярисем тӑрӑх усӑсӑр сулланса ҫӳрени ҫинчен каласа парсан, ҫамрӑк сӑнлӑ пулин те аппарат ӗҫӗсене лайӑх пӗлекен ҫын пулнӑ капитан тарӑхса кӑшкӑрса ячӗ:
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Пӑх-ха, епле ҫӗмӗрсе кӗрет! — тарӑхса калаҫса тӑчӗ ҫӗнӗ шинель тӑхӑннӑ, ӑшӑпа тарласа кайнӑ ҫамрӑк салтак.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
«Эсӗ, граф, шуйттан пек телейлӗ», — терӗ Силвио тарӑхса.«Ты, граф, дьявольски счастлив», — сказал Сильвио с усмешкою.
II // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Хӑй пӗчӗккӗ пулнӑшӑн тарӑхса асапланма мӗн тери мӗскӗн чунлӑ пулас пулать!Сколько нужно душевного ничтожества, чтобы терзаться из-за своего малого роста!
«Вӑл» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Мересьев тинех юлашки кунсенче Стручков мӗн пирки тӗлӗнтермӗшле хӑтланнине — сасартӑк вӗресе кайнине, пӳлӗме сестра пырса кӗрсен пӑлханма тытӑннине, халь кӑна савӑнӑҫлӑ пулнӑ ҫӗртенех урнӑ пек тарӑхса кайнине ӑнланса илчӗ.
15 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тен, ку кӑштах тӗрӗс те пулнӑ-и, анчах та Мересьев ҫакна асӑрханӑ: майор ҫакӑн пек тарӑхса, пӑлханса каясси яланах вӑл Мускав ҫийӗпе вӗҫсе иртекен самолётсене курсан, радиопа итлесе, хаҫатсем вуласа сывлӑшри пӗр-пӗр интереслӗ ҫапӑҫу ҫинчен е хӑй палланӑ лётчикӑн ӑнӑҫлӑ ӗҫӗсем ҫинчен пӗлсен, пуҫланса кайнӑ.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫавӑн пек кӑмӑлсӑр мӑкӑртатса пурӑннӑ май, вӑл юлашкинчен чарусӑр тарӑхса каякан пулчӗ.
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унтан вара, тарӑхса ҫитсе, урса кайнӑ пек мӗкӗре-мӗкӗре, упа пичке ҫине сикме тытӑннӑ.Он входил в совершенное бешенство, с ревом бросался на бочку.
VIII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Владимир, тарӑхса ҫитнипе, вӗресе кӑна тӑрать.
V сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Чирлӗ ҫын питӗ хӑранипе тата ҫилӗпе тарӑхса ҫитнӗскер, аллипе картишнелле кӑтартрӗ.
IV сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Кирила Петрович, ӗҫкеленипе яланхи пекех хӗрсе кайнӑскер, тарӑхса, ҫав тарҫах Андрей Гаврилович патне тепӗр хут ярать.
I сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949