Шырав
Шырав ĕçĕ:
5. Вӗсен амӑшӗ асса пурӑннӑ, вӗсем варта чухнех амӑшӗ хӑйне намӑса кӑларнӑ; вӑл каланӑ: «еркӗнӗмсем хыҫҫӑн кайӑп, вӗсем мана ҫӑкӑр та, шыв та, ҫӑмпа йӗтӗн те, йывӑҫ ҫӑвӗ те, ӗҫмелли те параҫҫӗ» тенӗ.
Ос 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Аскӑн арӑмсене пурне те парне параҫҫӗ, эсӗ вара хӑвӑн пӗтӗм еркӗнне ху парне параттӑн, пур ҫӗртен те санпа асма килччӗр тесе, вӗсене ху майлӑ ҫавӑраттӑн.
Иез 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӑл мана каларӗ: этем ывӑлӗ! акӑ ҫак ҫынсен пуҫӗнче йӗркесӗр ӗҫсем ҫеҫ, тата вӗсем ҫак хулара усал канашсем параҫҫӗ, 3. вӗсем: «часах мар-ха; ҫуртсем лартӑпӑр; вӑл — хуран, эпир — ашӗ» теҫҫӗ.
Иез 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Тепӗр чухне тата апӑссем хӑйсен туррисен ылтӑн-кӗмӗлне вӑрлаҫҫӗ те унпа хӑйсем усӑ кураҫҫӗ; 10. аскӑн арӑмсен килне пыраҫҫӗ те ҫавсене вӑрланинчен уйӑрса параҫҫӗ; ылтӑн, кӗмӗл, йывӑҫ турӑсене, ҫынна капӑрлатнӑ пек, тумтирпе капӑрлантараҫҫӗ.
Иер ҫыру 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вӗсене Эсӗ хунаттарнӑ — вӗсем тымар янӑ, ӳссе ҫитнӗ те ҫимӗҫ параҫҫӗ.2. Ты насадил их, и они укоренились, выросли и приносят плод.
Иер 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫумӑрпа юр тӳперен анаҫҫӗ, каялла таврӑнмаҫҫӗ, ҫӗре шӑварса, ӑна вӑй параҫҫӗ: ҫӗр вара ҫуратать, ӳстерет, акакана вӑрлӑх, ҫиекене ҫӑкӑр парать.
Ис 55 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Кӗнекине вара вулама пӗлменнине параҫҫӗ: «ҫакна вула» теҫҫӗ; лешӗ: «эпӗ вулама пӗлместӗп» тет.
Ис 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Пророкла каланӑ кирек хӑш сӑмах та сирӗншӗн — пичет лартнӑ кӗнекери сӑмахсем пекех, ҫав кӗнекене ӗнтӗ вулама пӗлекене параҫҫӗ те: «ҫакна вула» теҫҫӗ; лешӗ вара: «пултараймастӑп, мӗншӗн тесессӗн пичет лартнӑ» тесе хуравлать.
Ис 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вӗсем мӗнлереххи вӗсен пичӗ-куҫӗнченех курӑнать, хӑйсен ҫылӑхӗсене вӗсем уҫҫӑнах, Содом ҫыннисем пекех, каласа параҫҫӗ, пытарса тӑмаҫҫӗ: вӗсен чунне хуйхӑ ҫитӗ! вӗсем хӑйсене хӑйсемех усал тӑваҫҫӗ.
Ис 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Тинӗсре ҫӳрекенсем унти хӑрушлӑх ҫинчен кала-кала параҫҫӗ, эпир хамӑр мӗн илтнинчен тӗлӗнетпӗр: 27. унта темӗн тӗрлӗ, тӗлӗнмелле ӗҫсем пулаҫҫӗ иккен, унта тӗрлӗ чӗрчун, тинӗс ҫамӗсем пур иккен.
Сир 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ҫапла пани пур — сана вӑл нимӗнле усӑ та кӳмест, ҫапла пани те пур — тавӑрса панӑ чухне икӗ хут хушса параҫҫӗ.
Сир 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Сӑмаха шухӑшласа калакансем хӑйсем те ӑслӑланаҫҫӗ, ытарӑшӗсене шыв юхнӑ пек каласа параҫҫӗ.29. Рассудительные в словах и сами умудряются, и источают основательные притчи.
Сир 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Эсӗ Хӑвӑн ӑслӑлӑхун ӗҫӗсем кӑлӑх ан пулччӑр тесе тӑрӑшатӑн; ҫавӑнпа та ҫынсем хумсем ҫийӗн кимӗпе ҫӳренӗ чухне хӑйсен пурӑнӑҫне ҫак пӗчӗкҫеҫҫӗ йывӑҫа шанса параҫҫӗ те — ҫӑлӑнаҫҫӗ.
Ӑсл 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Питлевпе хулӑ ӑс параҫҫӗ; анчах япӑх пӑхнӑ ача кайран амӑшне намӑс кӑтартать.15. Розга и обличение дают мудрость; но отрок, оставленный в небрежении, делает стыд своей матери.
Ытар 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Хӑйсен ҫӗрне хӑйсен ятне параҫҫӗ пулин те, вӗсен ӗмӗрхи ҫурчӗ, сыпӑкран сыпӑка пыракан килӗ виле шӑтӑкӗ пулӗ.
Пс 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анчах этеме ӑшӗнчи чӗрӗлӗх сывлӑшӗпе Пурне те Тытса Тӑраканӑн Сывлӑшӗ ӑстӑн параҫҫӗ иккен.8. Но дух в человеке и дыхание Вседержителя дает ему разумение.
Иов 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫавӑнпа та ялсенче, уҫӑ вырӑнсенче пурӑнакан иудейсем адар уйӑхӗн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче уяв тӑваҫҫӗ, ӗҫкӗ-ҫикӗ туса савӑнаҫҫӗ, пӗр-пӗрне парне параҫҫӗ; [хуласенче пурӑнакансем вара адар уйӑхӗн вунпиллӗкмӗш кунӗнче те савӑнаҫҫӗ, уяв тӑваҫҫӗ; ҫывӑх ҫыннисене парне параҫҫӗ].
Эсф 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑрҫа ҫӳременнисем, ҫапӑҫманнисем ҫӗр ӗҫлеҫҫӗ, акнӑ хыҫҫӑн пуҫтарса илнине каллех патшана кӳрсе параҫҫӗ, 7. пӗри тепӗрне хисте-хисте патшана хырҫӑ парса тӑраҫҫӗ.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Пӗр-пӗрне хирӗҫ тапӑнса тухма каласассӑн та, ҫавна тӑваҫҫӗ вӗсем; вӗсене тӑшмансене хирӗҫ ярать пулсассӑн, вӗсем каяҫҫӗ, тусене, хӳмесене, пашнесене аркатаҫҫӗ, 5. вӗлереҫҫӗ, хӑйсем те вилеҫҫӗ, анчах патша сӑмахӗнчен иртмеҫҫӗ; ҫӗнтерес пулсассӑн, туртса илнӗ тупӑша та, ыттине те пӗтӗмпех патшана килсе параҫҫӗ.
2 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Ун ҫумӗнчи хӗрарӑмсем, ӑслисем, ӑна хуравлаҫҫӗ, вӑл та хӑйне хӑех хуравлать: 30. «Ахӑртнех, вӗсем тупнӑ тупӑша уйӑраҫҫӗ пулӗ, ҫар ҫыннисене кашнине — пӗрер хӗр, икшер хӗр; Сисарӑна вара тӗрлӗ тӗслӗ хӳхӗм тум параҫҫӗ — тыткӑна лекнӗ ҫын ҫинчен сӳсе илнӗ, икӗ енчен те тӗрленӗ тӗрлӗ тӗслӗ хӳхӗм тум параҫҫӗ».
Тӳре 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.