Шырав
Шырав ĕçĕ:
Тепӗр чухне ҫӗр варринчех калаҫса каятчӗҫ те, унччен епле-ха иккӗшӗн, кӳршӗ ялсенче пурӑнаканскерсен, тӗл пулма тӳр килменнинчен шалт тӗлӗнетчӗҫ…
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тӗрмери ҫынна саккун тӗлӗшпе канаш пани вӑл шаритленӗ кӑвакала пурӑнма вӗрентнӗ пекех те-ха, ҫапах тепӗр чухне кунта ҫынпа ӗретлӗ калаҫса ларни теме тӑрать, чуна кӑштах уҫӑлтарать, тунсӑха пусарать.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Уяв уявах, ара, пӑртак шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса лараттӑмӑр, курманни нумай пулать-иҫ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ун пек чухне пуйса ырлӑхра какӑрса кӑна пурӑнасси ҫинчен калаҫса, паллах, ҫӑвар тутине сая яма та кирлӗ мар…
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫавӑн хыҫҫӑнах Крапивин хурахсем ҫӳрекен тӑрӑхри милици уйрӑмӗсен начальникӗсемпе телефонпа калаҫса илчӗ, хӑй часах пурин патне те пырса каясси ҫинчен пӗлтерчӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кая юлчӗ пулин те, вӑл кӳршипе паян пулла кайса килме калаҫса килӗшесшӗнччӗ.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Хӗвелтухӑҫ шупкалма тытӑннӑ тӗлелле Улька килӗ патне ҫитрӗҫ те калинкке умӗнче калаҫса тӑмасӑрах уйрӑлчӗҫ.
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Эй, вӗсен халӗ ҫапла пули-пулми ҫинчен калаҫса пымалла мар та ҫавӑ!
1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
— Кунта халь анчах тепӗр ҫар ҫынни пирӗнпе калаҫса тӑчӗ.
«Курма» килсен // Алексей Резапкин. «Капкӑн», 1935, 2№, 2 с.
Лейтенант еннелле ҫаврӑнкаласа капитан ун ҫине кроликӑнни пек хӗрлӗ куҫӗсемпе саланкӑрлӑн пӑхкалать те хӑйӗнпе хӑй калаҫса картсене шакӑртаттарать:
I. Пӗри ҫук // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Ассоль хӑй ӑнланакан, куракан пур япалапа та калаҫса пырать.
IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Вӑл тӑна кӗнӗ чухне тул ҫутӑлнӑ, ӗнер ярмӑркӑна, ҫирӗк тӑррисене тытма илсе кайма, тилӗ кӑтартма пулакан сасӑ ун ҫывӑхӗнче калаҫса тӑрать.
Таркӑн // Николай Степанов. Чехов А. П. Таркӑн: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 16 с.
3. Ун пек укҫашӑн никам та калаҫса тӑрас ҫук.
Ҫӗнҫӗпӗрти пӗр шкулта спортзал урайне улӑштарма мӗн хака ларнӑ? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/5939.html
Ҫавна май Чӑваш Ен Транспорт министерствин маларах калаҫса татӑлнӑ ӗҫсене пурнӑҫлассине вӗҫне ҫитермелле тата асӑннӑ проект шайӗнче ҫулсен нормӑпа палӑртнӑ кӑтартӑвӗсене тивӗҫтерес тӗлӗшпе Чӑваш Республики хальлӗхе юлса пынине пӗтермелле.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Федераци шайӗнче маларах калаҫса татӑлни пире «Хӑрушлӑхсӑр лайӑх пахалӑхлӑ ҫулсем» наци проекчӗ шайӗнче 1 миллиард тенке яхӑн хушма укҫа-тенкӗ илме шанӑҫ парать.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Эпир сирӗнпе вӑрҫӑ ачисем ҫинчен калакан саккуна йышӑнтӑмӑр тата ӑна пулӑшу памалли конкретлӑ майсемпе тултарса пыма калаҫса татӑлтӑмӑр, палӑртнине халӗ йӗркеллӗн пурнӑҫласа пыратпӑр.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру // Олег Николаев. https://cap.ru/action/activity/sobitiya- ... darstven-1
Анчах лешӗ, лутрарах сарӑ хӗрарӑмпа кулса калаҫса пыраканскер, асӑрхамарӗ-ха ӑна.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Ачисемпе калаҫса ҫеҫ йӑпанӑҫне тупрӗ вӑл.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Пырӑр ман пата каҫхине, калаҫса ларӑпӑр.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.
Халӗ ҫулсем иртнӗҫемӗн кампа та пулин калаҫса чуна йӑпатас, ӑнӑҫусемпе ҫитӗнӳсене пӗрле сӳтсе явас килет.
Саншӑн чунӑм та шел мар // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 166–199 c.