Шырав
Шырав ĕçĕ:
Лури хӑйӗн пушӑ вӑхӑчӗ вунпилӗк минутран та ытла мар тесе «тупа турӗ» пулин те Розалия Наумовна кофе лартма чупрӗ; иксӗмӗр ҫеҫ тӑрса юлсан, эп унтан аран хӑшпӗр хыпарсем пӗлкелерӗм: таҫта — ӑҫта иккенӗ паллӑ мар — хӑйне уйрӑм ӗҫсем тумалли полк пулать иккен, унта пуринчен ытла ГВФ летчикӗсене илеҫҫӗ имӗш, халиччен пин ҫурӑ та икӗ пин сехет хушши вӗҫнисене, тет, вӗсене халь ҫӗнӗ машинӑсемпе вӗҫме вӗрентеҫҫӗ пулать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Нимӗҫсем вӗсене хыпӑнса ӳксе сӗве-сӗве илеҫҫӗ, тет.
26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Атте ячӗ ҫӗкленнӗҫемӗн унпа пӗр тӑванӑн ятне те час-часах аса илеҫҫӗ, вӑл полярник-ученӑй, «Св. Марийӑна» хатӗрлес майпа вӑл хӑйӗн пӗтӗм пурлӑхне хӗрхенмесӗр панӑ, пӗтӗм пурнӑҫне аслӑ ҫыннӑн биографине пӗлес ӗҫе панӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Витя! — кӑшкӑраҫҫӗ хӗрсем, маларах тӑраканнисен пуҫӗ урлӑ героя, ҫар пурнӑҫӗпе пурӑнакан Мускавӑн юратнӑ паттӑрне, лайӑхрах курас тесе, чӗвен тӑрса пӑхаҫҫӗ, сике-сике илеҫҫӗ.
10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ыр шӑршлӑ симӗс ҫырансен анлӑхне, тутлӑн тӗлӗрсе кайнӑ шыва шухӑша яракан лӑпкӑлӑх карса илчӗ, никамӑн калаҫас килмест, никам та ним те шарламасть, кӗсмен тӗпсисем анчах хуллен чӑнкӑртатса илеҫҫӗ, тата кимӗ аякӗ тӑрӑх шыв шӑпӑлтатса чӳхенни илтӗнет.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Шухӑшласа кӑлартӑм: акӑ эпир таврӑнатпӑр, тейӗпӗр, пире 1933-мӗш ҫулхине челюскинецсене ҫӑлакансене кӗтсе илнӗ пек кӗтсе илеҫҫӗ, ҫавсене пӗтӗм халӑх юратса тӑнӑ-ҫке, пурте вӗсем ҫинчен калаҫнӑ, вӗсем пыракан машинӑсем чечекре пытаннӑ, пӗтем Мускав чечекре те листовкӑсемпе, геройсене курма пынӑ хӗрсен платйисемпе шуралса тӑнӑ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Пӗр сӑмахпа каласан, мӗнле ҫын вӑл, теҫҫӗ, темле пӗр журналта ӑна Поляр ӗҫӗнче чапа тухнӑ Н. А. Татаринова, капитан ашшӗпе пӗр тӑванӗн ывӑлне, элеклет тесе ятланӑ тесе те аса илеҫҫӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӗсем ана тимлӗн итлеҫҫӗ, ӑнланнӑ пек пулса, пуҫӗсене пӗшкӗрте-пӗшкӗрте илеҫҫӗ.Они внимательно слушали его и с понимающим видом кивали головами.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Гусарсем вӗсене хӑваласа ҫитсе хӑшне касса пӑрахаҫҫӗ, хӑшне тыткӑна илеҫҫӗ.
Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Хӗрачасем пудрӑпа писев камран илеҫҫӗ? — Ромашовран.У кого девчонки достают пудру и губную помаду? — У Ромашова!
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ытти ачасем пурне те критиксенчен ҫырса илеҫҫӗ, ун пек ӗҫе кӑмӑллать вӑл.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Водохранилище енчен ҫӑмӑллӑн ҫеҫ ҫил вӗрсе тӑрать; чӑлт шурӑ гидросамолетсем, шӑрчӑк пек вӗҫкелесе, шыв ҫине пырса лараҫҫӗ, чарӑниччен малтан ҫап-ҫутӑ тӗкӗр ҫийӗпе, ылтӑн ҫӑлтӑрне пӗлӗте ҫити ҫӗкленӗ вокзал-дворецӑн ҫӑп-ҫӑмӑл шурӑ кӗлеткинче хӑй ҫине ӳкернӗ тӗкӗр ҫийӗпе шӑвӑнса илеҫҫӗ.
15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Таврара казаксем, партизансем явӑнаҫҫӗ, обозсене турта-турта илеҫҫӗ, юлакансене ҫитсе тураҫҫӗ.Казаки и партизаны вьются вокруг, отбивают обозы, рубят отстающих…
10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Машина ӑҫта чарӑнать — ҫавӑнта ӑна, ҫитнӗ-ҫитменех хупӑрласа илеҫҫӗ.И там, где появлялась машина, люди вскакивали с земли, окружали ее.
7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Унӑн ҫутисем горизонт патӗнчех йӑмӑхаҫҫӗ: ҫуртсем ҫийӗн, башньӑсемпе мӑрьесем тӑррипе кӗрленӗ сасӑ илтӗнет, ҫул кукрисен тӗлӗнче трамвайсем кӗриклетсе илеҫҫӗ, машинӑсем хуллен кӗмсӗртетеҫҫӗ, таҫта аякран уҫӑ шӑршлӑ ҫурхи ҫилӗн аран ҫеҫ палӑракан юхӑмӗпе пӗрле паровоз сассисем килеҫҫӗ.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Мана тыткӑна илеҫҫӗ, вӗлерме пӑхаҫҫӗ, анчах эп хама паттӑр тытатӑп, тарса хӑтӑлатӑп, унтан хамӑн юлташсене, тантӑш хӗрсене хамӑра чура тума тӑрӑшакан вӑрӑ-хураха хирӗҫ ҫапӑҫӑва ҫӗклетӗп.
6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Иван Павлыч, — терӗм эп, коридорта вӑрӑм мӑштукпа туртакан Кораблева курсан, — лётчике вӗренме миҫе ҫултисене илеҫҫӗ?
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Утсем пуҫа чиксе тӑраҫҫӗ, хушӑран кӑна чӗтренсе илеҫҫӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Таврари тусен тӳписенче йывӑр та сивӗ пӗлӗтсем выртаҫҫӗ: сайра хутра кӑна рестораци тавра ларакан тополь тӑррисем ҫилпе шавласа илеҫҫӗ; рестораци чӳречисем патӗнче халӑх тӗпӗртетет.
Июнӗн 15-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пурин те хӑйӗн йӗрки пур-ҫке; нумайӑшне сӑмахпа каламаҫҫӗ, тавҫӑрса кӑна илеҫҫӗ…
Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964