Шырав
Шырав ĕçĕ:
22. Израиль патши патне пророк пырса ҫапла каланӑ: таврӑн та вӑй пух, мӗн тумаллине астусах тӑр: ҫулталӑк иртсессӗн, Сири патши татах сана хирӗҫ килӗ, тенӗ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Турӑ каланӑ: тух та ту ҫине Ҫӳлхуҫа умне тӑр; акӑ Ҫӳлхуҫа иртсе кайӗ, Ҫӳлхуҫа умӗнчен тусене кисретекен, ту чакӑлӗсене аркатакан вирлӗ те вӑйлӑ ҫил пырӗ, анчах Ҫӳлхуҫа — ҫилре мар; ҫил хыҫҫӑн ҫӗр чӗтренӗ, анчах Ҫӳлхуҫа — ҫӗр чӗтренинче мар; 12. ҫӗр чӗтренӗ хыҫҫӑн вут-ҫулӑм тухӗ, анчах Ҫӳлхуҫа — вут-ҫулӑмра мар; вут-ҫулӑм сӳнсессӗн, лӑпкӑ ҫил вӗрӗ, [Турӑ — ҫавӑнта], тенӗ.
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Ҫӳлхуҫа Ангелӗ иккӗмӗш хут пынӑ, ӑна сӗртӗнсе каланӑ: тӑр, ҫи [те ӗҫ]: инҫе ҫул выртать сан умӑнта, тенӗ.
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ Ангел пырса сӗртӗннӗ ӑна, каланӑ: тӑр, ҫи [те ӗҫ], тенӗ.И вот, Ангел коснулся его и сказал ему: встань, ешь [и пей].
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Патша ӑна ҫын ярса чӗнтерсе илнӗ те ҫапла каланӑ: эпӗ Ҫӳлхуҫана асӑнса тупа туманччӗ-и сана: «пӗлсе тӑр, ӑҫта та пулин тухса кайнӑ кун эсӗ вилетӗнех» тесе каламанччӗ-и? эсӗ мана: «юрӗ» тенӗччӗ; 43. мӗншӗн-ха, эппин, эпӗ сана Ҫӳлхуҫа умӗнче тупа туса хушнине итлемерӗн? тенӗ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ӗнтӗ патша Семее чӗнтерсе илнӗ те каланӑ ӑна: Иерусалимра ҫурт ларт та ҫакӑнтах пурӑн, кунтан ниҫта та тухса ан ҫӳре; 37. пӗлсе тӑр: унтан тухса Кедрон юхӑмӗ урлӑ каҫнӑ кун эсӗ вилетӗнех; юну хӑвӑн пуҫу ҫине пулӗ, тенӗ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Давидӑн вилес вӑхӑчӗ ҫывӑхарса ҫитнӗ, вара вӑл хӑй ывӑлне Соломона ҫапла каласа пехил парса хӑварнӑ: 2. акӑ ӗнтӗ эпӗ пӗтӗм ҫӗр ҫулӗпе уйӑрӑлса каятӑп, эсӗ вара тӗреклӗ пул, ҫирӗп пул; 3. пӗтӗм тытас-тӑвас ӗҫӳнте — пур тӗлӗшрен те, кирек ӑҫта кайсан-пырсан та — пур ҫӗрте те ӑслӑ-тӑнлӑ пулас тесессӗн, эсӗ, Моисей саккунӗнче ҫырнӑ пек, Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫулӗпе ҫӳресе, Вӑл панӑ йӗркесемпе Унӑн ӳкӗчӗсене, Вӑл кӑтартнӑ йӗркесемпе Вӑл хунӑ йӗркесене тытса пырса, хӑвӑн Турру хывнӑ халала астуса тӑр; 4. ҫапла вара Ҫӳлхуҫа мана мӗн каланине, «эхер те санӑн ывӑлусем Манӑн умра хӑйсен пӗтӗм чунӗ-чӗринчен килекен чӑнлӑхпа ҫӳресессӗн, хӑйсен ҫулӗнчен аташмасассӑн, Израилӗн аслӑ пуканӗ ҫинче сан йӑхунтан ҫуралнисем ларасси татӑлмӗ» тесе каланӑ Хӑйӗн сӑмахне, вырӑна килтерӗ.
3 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
35. Унта санпа пӗрле Садокпа Авиафар священниксем пулӗҫ, патша ҫуртӗнчен тухакан кирек мӗнле сӑмаха та Садокпа Авиафар священниксене пӗлтерсе тӑр.
2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ҫавӑн хыҫҫӑн Амнон ӑна хӑрушла курайми пулнӑ, унӑн курайманлӑхӗ малтанхи юратӑвӗнчен те вӑйлӑрах пулнӑ; вара Амнон ӑна: тӑр та тухса кай, тенӗ.
2 Пат 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Анхус Давида ҫапла хуравланӑ: шансах тӑр, эсӗ манӑн куҫӑм умӗнче Турӑ Ангелӗ пекех лайӑх; анчах Филисти ҫулпуҫӗсем: «вӑл пирӗнпе пӗрле вӑрҫа ан пытӑр» теҫҫӗ.
1 Пат 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анхус Давида каланӑ: пӗлсех тӑр, эсӗ ху та, санӑн ҫыннусем те манӑн ҫарпа пӗрле пыратӑр, тенӗ.И сказал Анхус Давиду: да будет тебе известно, что ты пойдешь со мною в ополчение, ты и люди твои.
1 Пат 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Аттеҫӗм! манӑн аллӑмри тумтирӳн арки вӗҫне пӑх-ха; эпӗ сан тумтирӳн аркине касса илтӗм, хӑвна вӗлермерӗм; пӗлсе-ӗненсе тӑр: манра усаллӑх та, каварлӑх та ҫук; эпӗ, сана хирӗҫле ӗҫ туса, ҫылӑха кӗмен; эсӗ вара манӑн чунӑма шыратӑн, эсӗ ӑна пӗтересшӗн.
1 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Давид каллех Ҫӳлхуҫаран тархасласа ыйтнӑ та, Ҫӳлхуҫа ӑна хуравласа каланӑ: тӑр та Кеиле кай — Эпӗ филистимсене санӑн аллуна парӑп, тенӗ.
1 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Вӑл тарҫи хыҫӗнчен тата тепре те кӑшкӑрса каланӑ: хӑвӑртрах чуп, чарӑнса ан тӑр! тенӗ.38. И опять кричал Ионафан вслед отроку: скорей беги, не останавливайся.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эхер те, ҫакӑнпа килӗшсе, вӑл: «юрать» тесессӗн, санӑн чуру тӑнӑҫлӑ ҫӳрӗ; эхер те тарӑхса кайсассӑн, пӗлсех тӑр, вӑл усал ӗҫ тума шутласа хунӑ.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Давид Ионафана каланӑ: ыран акӑ ҫӗнӗ уйӑх уявӗ, манӑн патшапа юнашар сӗтел хушшинче лармалла; мана тытса ан тӑр, каям, эпӗ виҫминехи каҫчен хирте пытанса пурӑнӑп.
1 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Каланӑ вара Ҫӳлхуҫа: тӑр та ӑна ҫу сӗрсе яр, мӗншӗн тесессӗн ку шӑпах ҫавӑ пулать, тенӗ.
1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Хула хӗррине ҫитнӗ чухне Самуил Саула ҫапла каланӑ: тарҫуна кала-ха, вӑл пирӗнтен маларах утса пытӑр, — тарҫи вара мала кайнӑ; — эсӗ халӗ чарӑнса тӑр, эпӗ сана Турӑ мӗн каланине пӗлтерӗп, тенӗ.
1 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Хуҫи ӑна: тӑр, каятпӑр, тенӗ.
Тӳре 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Зевейпе Салман каланӑ: тӑр та ху вӗлер пире, мӗншӗн тесессӗн ҫынна кура вӑйӗ, тенӗ.21. И сказали Зевей и Салман: встань сам и порази нас, потому что по человеку и сила его.
Тӳре 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.