Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулса (тĕпĕ: пул) more information about the word form can be found here.
Кунтан-кун вӑл чӑтма ҫук пулса пырать.

С каждым днем она становится нетерпимей.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тем шуйттанне пула, ура пӳрнисене йӑшӑлтаттарас йӑла пирки акӑ мӗн пулса тӑчӗ: вӑл утияла сирсе пӑрахрӗ те, нумайччен ман урасем ҫине сӑнаса пӑхрӗ.

Проклятая привычка шевелить пальцами ног привела к следующим результатам: она открыла одеяло и долго рассматривала мою ступню.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл нимӗн те ӑнланмӑш пулса итлесе ларчӗ, калаҫӑва урӑх майлӑ пӑрса яма пикенчӗ.

Делала вид, что не понимает, и пыталась свести разговор на другие рельсы.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Унтан галантерейнӑй приказчик пек яп-яка пулса тухрӑм.

Вышел оттуда свежим галантерейным приказчиком.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫавӑнпа та, эсӗ ӑна Семипалатинскра аллуна илсе вуланӑ чух пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен тӗплӗн те татӑклӑнах пӗлсе тӑмалла пултӑр тесе, юриех слогсене тикӗслесе, вырӑнӗ-вырӑнӗпе сӑнлӑхсемпе илемлетсе ҫыратӑп.

Я сознательно ровняю слог, прибегаю даже к образности, с тем чтобы в свое время, когда сей «дневник» попадет к тебе в Семипалатинск, ты имел бы точное представление о происходившем.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫак самантра вӑл ӗлӗкхи пекех ҫивӗч пуҫтах йӗкӗт пулса кайрӗ — ҫав хыпарсемпе кӑна пурӑнать темелле.

Жил эти минуты ими, похожий на прежнего норовистого и простого парня.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий сотньӑри хӑйӗн юлташӗсен пурнӑҫӗнче мӗнле улшӑнусем пулса иртнине интересленсех сӑнаса пурӑнать.

Григорий с интересом наблюдал за изменениями, происходившими с товарищами по сотне.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Лере, ҫапӑҫусем пулса иртнӗ вырӑнсенче, ҫӗрӗн ӑмӑрлӑ тӳремлӗхне снарядсем шатра чирӗ пек шӑтӑк-путӑклантарса хӑварнӑ; унта этем юнӗшӗн тунсӑхласа, чугунпа хурҫӑ катӑкӗсем тутӑхса выртаҫҫӗ.

Там, где шли бои, хмурое лицо земли оспой взрыли снаряды: ржавели в ней, тоскуя по человеческой крови, осколки чугуна и стали.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫапӑҫӑва татса паракан самант ҫакӑ пулса тӑчӗ те вара.

Это и послужило переломным моментом в схватке.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Казаксемпе нимӗҫсем, хӑранипе тискер кайӑк пек пулса ҫитнӗскерсем, ӑҫтан килчӗ унтан пӗр-пӗрне касаҫҫӗ, чикеҫҫӗ: ҫурӑмран, алӑсенчен, учӗсене, хӗҫпӑшалсене…

Озверев от страха, казаки и немцы кололи и рубили по чем попало: по спинам, по рукам, по лошадям и оружию…

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чылаях хӗрӗнкӗ пулса тухрӗҫ.

Вышли полупьяные.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Янӑравлӑ юрӑ оркестр сассине хупласа хучӗ те, оркестрӗ ҫурма ҫула ҫитсен, вӑтаннӑ пек пулса, пачах шӑпланчӗ.

Заглушили оркестр, и на полпути он конфузливо умолк.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Тепӗр эрнерен полк вӗр-ҫӗнӗ ҫирӗм пуслӑх кӗмӗл укҫа пек йӑлтӑртатакан пулса тӑчӗ.

Через неделю полк блестел свеженьким двугривенным.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий куҫӗсенче вӗсен пичӗсем, тӑм тӗслӗн нимӗрленсе тӑракан пӗр лаптӑк пулса, хутшӑнса кайрӗҫ.

Лица их слились в глазах Григория в студенистое, глиняного цвета пятно.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Григорий, йӗри-тавра пулса иртекен хӑрушла ӑссӑрлӑхпа хӗрӳленсе кайнӑскер, хӗҫне ҫӗклерӗ.

Распаленный безумием, творившимся кругом, Григорий занес шашку.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗлми пулса ларнӑ аллипе вӑл хӗҫ аврине ҫатӑртаттарса ярса илчӗ.

Разжав пальцы, он въелся занемевшей рукой в эфес шашки.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Шӑвӑнса килекен чӑмакка пӗр вара ӳкрӗ, унтан кӑткӑ кӗлетки пек курӑнакан пулса тухрӗ.

Комочек упал в лощину, выбрался оттуда, увеличенный до размеров муравья.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑйӗн хӗвел пӗҫертнипе пӑхӑр тӗслӗ пулса кайнӑ кӑкӑрӗсем хушшинчи лупашкана пӑрҫа пек шултра тар пӗрчисем пӑчӑртатса тухнӑ.

В ложбинке меж побуревших грудей копился серый зернистый пот.

3 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗр самантран Франя тайкаланса ури ҫине тӑчӗ те, тӑрмаланса пӗтсе пачах та палламан ют ҫын пек пулса кайнӑскер, вите чӳречисем ҫине нумайччен-нумайччен пӑхса тӑчӗ.

Качаясь, Франя поднялась на ноги и, растрепанная, чужая и незнакомая, обвела окошки долгим-долгим взглядом.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫак асар-писер ҫуйхашупа кӑштах тӗлӗннӗ пек пулса, вӑл утсен станӗсен ҫумӗпе малалла утса кайрӗ.

Он пошел мимо станков, слегка изумленный необычным шумом.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed