Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

акӑ the word is in our database.
акӑ (тĕпĕ: акӑ) more information about the word form can be found here.
Иртнӗ ҫул, акӑ, чӗре чирӗсене хирӗҫ кӗрешмелли ҫулталӑк пулчӗ.

Help to translate

Чунтан парӑннӑ ӗҫ курӑмлӑ // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

10-мӗш класри Анна Серебрякова, 11-мӗшӗнчи Ксения Родионова И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑван патшалӑх педагогика университечӗ Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне тата Тӑван чӗлхе кунӗ тӗлне ирттернӗ олимпиадӑра, акӑ, иккӗшӗ те иккӗмӗш вырӑнсене йышӑннӑ.

Help to translate

Чӑрӑшкасси ачисем иккӗмӗш вырӑнта // Галина Никитина. http://chuvash.org/news/11804.html

Акӑ иртнӗ кунсенче кооператив йӗркелесе янӑранпа 15 ҫул ҫитнине халалласа «Новый путь» кооперативӗн Кубокне ҫӗнсе илессишӗн шахматла хӑвӑрт выляссипе турнир иртрӗ.

Help to translate

Кубок Элӗксенчен Ехремкассине куҫрӗ // П.ЕФИМОВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Акӑ, Надеждӑпа Николай Волковсем, Алексей Самаркин йӗлтӗр сырса старта тухма ӳркенмеҫҫӗ.

Help to translate

Йӗлтӗрпе чупса савӑнчӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Акӑ, февралӗн 2-мӗшӗнче ҫӗрле Ҫӗнӗ Сӗнтӗрте «хӗрлӗ автан» алхаснӑ.

Например, 2 февраля ночью «красный петух» бушевал в Новом Сундыре.

Эрехе пула - пушар // В.КИРИЛЛОВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

- Акӑ, Есения Любимова ҫав тери маттур.

Help to translate

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Акӑ, нумаях пулмасть 7-мӗш класра пӗлӳ пухакан хӗрсем районти наукӑпа практика конференцийӗ валли чӑваш халӑх йӑли-йӗркине, эрешӗсене тӗпе хурса ҫӗленӗ кӗпепе 2-мӗш вырӑна тухнӑ.

Help to translate

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Акӑ Куславкка хулинче пурӑнакансем урампа юрласа-ташласа утнӑ, ҫынсене тӗрлӗ ҫимӗҫпе хӑналанӑ.

Help to translate

Эй, Çăварни, Çăварни, килсе çитрĕ уяв эрни! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Акӑ Ҫӑварни мастерскойӗ ҫамрӑк ӑстасене хапӑл тӑвать.

Help to translate

Эй, Çăварни, Çăварни, килсе çитрĕ уяв эрни! // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Кӗркунне кӑна акӑ коопераци организацийӗсем хуласенче 50 тонна ҫӗрулми, 25 тонна пахчаҫимӗҫ, ял халӑхне ҫулталӑкра 7,5 пин тонна тырӑ, 297 тонна вӑрлӑх ҫӗрулмипе сухан, 375 тонна удобрени, 83 пин кайӑк-кӗшӗк чӗппи сутнӑ.

Help to translate

Чăвашпотребсоюз ырă ята çĕнĕ ÿсĕмсемпе çирĕплетет // Алина ЛУКИЯНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

- Чемпионатра пирӗн ытти спортсменсем те намӑс курмарӗҫ, - каласа парать Олимп резервӗсен ятарлӑ 8-мӗш спорт шкулӗн директорӗн заместителӗ Олег Андреев. - Акӑ Роман Георгиев.

Help to translate

Пӗрисем — Мускавра, теприсем — Сочире // Юрий ПЛОТНИКОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Сания Келимулловна, акӑ, шкул хыҫҫӑнах Улатӑрти ял хуҫалӑх техникумӗнче пӗлӗвне малалла тӑснӑ.

Сания Келимулловна, вот, после школы продолжила учиться в Алатырском сельскохозяйственном техникуме.

Нумай ача — нумай савăнăç // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

Румие, акӑ, хӗрлӗ дипломлӑ, паянхи кун страховани системинче менеджер пулса ӗҫлет.

Румие, к примеру, с красным дипломом, сегодня работает менеджером в страховой системе.

Нумай ача — нумай савăнăç // А. АСТРАХАНЦЕВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

Акӑ, тӗслӗхрен, 2014 ҫулта вӑл республикӑри «НАНОГРАД-Ч» ҫуллахи лагерьте тӑрӑшнӑ.

Help to translate

Тăрăшуллисенчен пĕри - Люба // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Акӑ, 2015 ҫулта вӑл «Чувашия - территория будущего» эссе конкурсӗнче I-мӗш степенлӗ Диплома тивӗҫнӗ.

Help to translate

Тăрăшуллисенчен пĕри - Люба // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Акӑ, ялти хӗрарӑмсен 80,1 проценчӗ ытларах аш-какай кӑмӑллать.

Help to translate

Мĕнлерех вăл паянхи хĕрарăм? // Хаҫат редакцийӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Акӑ, Василий Белов «Лад» кӗнекинче ҫапла ҫырнӑ: «Мӗн ӗлӗкрен килти хуҫалӑха хӗрарӑм - анне, мӑшӑр - тытса пынӑ. Хуҫалӑхри пур ҫӑра та унӑн аллинче, вӑл хӑҫан тата мӗн кирлине лайӑх пӗлет. Праҫниксене уявлассине, типӗ тытассине те хӗрарӑмах йӗркелесе пынӑ. Ҫитӗнекен ачасене те тӗрлӗ ӗҫе вӑлах хӑнӑхтарнӑ. Ҫулсем иртнӗ май ҫемьери хӗрарӑм хӑйӗн ӗҫӗсене ывӑлӗн мӑшӑрне, кинне, шанса панӑ».

Help to translate

Мĕнлерех вăл паянхи хĕрарăм? // Хаҫат редакцийӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Акӑ нумаях пулмасть музейре таврапӗлӳҫӗсене явӑҫтарса «ҫавра сӗтел» ирттерчӗҫ, унта хутшӑннӑ Виталий Станьял ӑсчах, таврапӗлӳҫӗсен республикӑри пӗрлӗхӗн ытти хастарӗ Йӗпреҫри уҫӑ тӳпе айӗнчи музей пурнӑҫлакан мероприятисемпе ӗҫсене лайӑх хак пачӗҫ.

Help to translate

Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Акӑ «Вӑл Йӗпреҫре «иккӗмӗш ҫунат» туяннӑ анлӑ экспозициех илер.

Help to translate

Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет // Геннадий КУЗНЕЦОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Акӑ, кану кунӗсем тӗрлӗ ӑмӑртусемпе тата мероприятисемпе тулли пулчӗҫ.

Прошедшие выходные дни оказались богатыми разными соревнованиями и мероприятиями.

Волейболла, футболла вылярĕç // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed