Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫуралнӑ (тĕпĕ: ҫурал) more information about the word form can be found here.
Глеб — 2013 ҫулхи, Тимур тепӗр ҫулталӑкран ҫуралнӑ, иккӗшӗ те пӗрремӗш номерлӗ шкулчченхи учрежденине юлташӗсемпе пушӑ вӑхӑтне ирттерме ҫӳреҫҫӗ.

Help to translate

Туслӑ кил-йышра ӳсеҫҫӗ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.10.18

Хальхинче тин хӗрарӑмӑн иккӗленӳ ҫуралнӑ, тек укҫа куҫарман.

Только на этот раз у женщины зародилось сомнение, и денег не перевела.

Паллашу сайтӗнчи виҫӗ савнине укҫа куҫарса панӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/23422.html

Халь вара вӗсем (пӗри 1936 ҫулта ҫуралнӑ, тепри 1942 ҫулта) вырӑнтисене хӑйсен чӗлхине шкулта вӗрентеҫҫӗ.

Help to translate

Тӗнчери чӗлхесен кӑсӑк енӗсем // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/23415.html

Акӑ вӑл, ҫуралнӑ ҫӗршыв!

Вот она, родная земля!

33-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Утӑ ҫулакансем хӑҫан ҫуралнӑ сирӗн?

Когда же у вас косари народились?

19-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ашшӗ тек-текех калатчӗ: «Эсӗ, Саня, кипкере ҫуралнӑ. Халӗ ӗнтӗ тепре ҫураличчен вӗренӗн» тетчӗ.

Отец часто твердил: «Ты, Саня, в сорочке родился. Теперь до второго пришествия учиться у меня будешь».

13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хам пекех тасамарскерсем, — тет вӑл тиркерех: — вӗсем тасамарлӑхра ҫуралнӑ, ку вара, — хушса хурать вӑл, Андрее хисеплесе, те именӳллӗн, те асӑрхануллӑн ачашласа: — ку вара улпут ачи!

Такие же замарашки, как я сама, — небрежно говорила она, — они родились в черном теле, а этот, — прибавляла она почти с уважением об Андрюше и с некоторою если не робостью, то осторожностью лаская его, — этот — барчонок!

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вара ӑна хӑй ҫуралнӑ килӗнче хӑна пӳлӗмӗ курӑнать, вӑл пысӑк та тӗттӗм, унта пӗр ҫурта ҫеҫ ҫунать; ҫаврака сӗтел тавра унӑн вилнӗ амӑшӗпе хӑнисем лараҫҫӗ: вӗсем ним чӗнмесӗр ҫӗлеҫҫӗ; ашшӗ чӗнмесӗр уткалать.

И видится ему большая темная, освещенная сальной свечкой гостиная в родительском доме, сидящая за круглым столом покойная мать и ее гости: они шьют молча; отец ходит молча.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Акӑ мӗнле философи ҫуралнӑ обломовла Платонӑн, вӑл ӑна пурнӑҫри мӗнпур пӑшӑрханӑҫ туйӑмсемпе шухӑшсенчен лӑплантарнӑ!

Вот какая философия выработалась у обломовского Платона и убаюкивала его среди вопросов и строгих требований долга и назначения!

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хушӑран, Ольга питӗ ӑслӑ шухӑшлама, ӑнланма пултарнине, вӑл суйманнине, пурне те юрасшӑн тӑрӑшманнине, унӑн туйӑмӗсем мӗнле ҫуралнӑ, ҫавнашкалах ирӗклӗн сӳрӗлнине, вӑл никам евӗрлӗ те мар, хӑй евӗрлӗ, хӑюллӑ, ҫирӗп, таса пулнине курсан — Штольц вӑл ҫапла пулнинчен тӗлӗннӗ кӑна, хӑй вӗрентсе каланисене астуса та илеймен.

А по временам, видя, что в ней мелькают не совсем обыкновенные черты ума, взгляды, что нет в ней лжи, не ищет она общего поклонения, что чувства в ней приходят и уходят просто и свободно, что нет ничего чужого, а все свое, и это свое так смело, свежо и прочно — он недоумевал, откуда далось ей это, не узнавал своих летучих уроков и заметок.

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Паллах, килӗшнӗ: ҫак хисеп унӑн хур пулнӑ кӑмӑлне тултарнӑ, ӑна, хур пулнӑскере, пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн каллех ҫӳле ҫӗкленӗ; пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн унӑн мӑнкӑмӑллӑхӗ ҫуралнӑ.

Конечно, нравилось: это поклонение восстановляло ее оскорбленное самолюбие и мало-помалу опять ставило ее на тот пьедестал, с которого она упала; мало-помалу возрождалась ее гордость.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫапах та унӑн лӑпкӑн юратас килет; ҫав туйӑм малтан, ҫуралнӑ чухне, вӗресе тӑтӑрччӗ — унпа киленмелӗх пултӑр, кайран вара ҫав телей ҫӑлкуҫӗ ӑҫтан тапса тӑнине ӗмӗрех пӗлсе тӑрасчӗ…

Но ему хотелось бы, однако, чтоб чувство потекло по ровной колее, вскипев сначала горячо у источника, чтобы черпнуть и упиться в нем и потом всю жизнь знать, откуда бьет этот ключ счастья…

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Этем хӑй пурнӑҫне хай тума ҫуралнӑ, вӑл пурнӑҫа улӑштарма та пултарать, эсӗ пур — хырӑм ӳстерсе янӑ та, ҫакӑн пек йывӑрлӑха ҫутҫанталӑк ячӗ ман ҫине, тесе шухӑшлатӑн.

Человек создан сам устроивать себя и даже менять свою природу, а он отрастил брюхо да и думает, что природа послала ему эту ношу!

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Кунта ҫуралнӑ, кунтах ӗмӗр ирттернӗ, кунтах вилес пулать.

— Здесь родились, век жили, здесь и умереть надо.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

(Пытармастӑп, карчӑк пирки ҫуралнӑ шухӑш самаях кӑмӑлсӑрлантарчӗ мана.)

(Признаться, мысль о бабушке меня сильно покоробила.)

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Кашни кунах хытӑран хытӑ, вӑйлӑран вӑйлӑ тӗлӗнсе пытӑм эпӗ: Олеся — вӑрман хушшинче ӳснӗ, вулама та пӗлмен ҫак хӗрупраҫ — пурнӑҫӑн нумай-нумай самантӗнче сисӗмлӗ сӑпайлӑхпа та хӑйне уйрӑм, виҫеллӗ пахматлӑхпа (ҫуралассах ҫапла ҫуралнӑ вӑл) палӑрса тӑрать.

Каждый день я все с бо́́льшим удивлением находил, что Олеся — эта выросшая среди леса, не умеющая даже читать девушка — во многих случаях жизни проявляет чуткую деликатность и особенный, врожденный такт.

XI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

Ача ҫуралсанах ашшӗ-амӑшӗсен пирвайхи ӗҫӗ — тивӗҫлӗ йӗркесене май килнӗ таран тӗрӗсрех, йӑла тӑрӑх мӗн кирлине пӗрне те сиктерсе хӑвармасӑр туса ирттересси, тепӗр майлӑ каласан, ачана тӗне кӗртнӗ хыҫҫӑн вӑйлӑ ӗҫкӗ-ҫикӗ тӑвасси пулать; унтан ҫуралнӑ ачана тӑрӑшса пӑхасси пуҫланать.

Как только рождался ребенок, первою заботою родителей было как можно точнее, без малейших упущений, справить над ним все требуемые приличием обряды, то есть задать после крестин пир; затем начиналось заботливое ухаживанье за ним.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Унӑн сасартӑках юратас, телей курас, сасартӑках хӑй ҫуралнӑ ҫӗршыври уйсемпе тусене, хӑйӗн ҫуртне, арӑмӗпе ачисене курас килсе кайрӗ…

Он вдруг почувствовал смутное желание любви, тихого счастья, вдруг зажаждал полей и холмов своей родины, своего дома, жены и детей…

VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫакна пула унӑн чунне салхулӑх ҫавӑрса илнӗ, йӑлинче вара йывӑр сӑмах каласси тата хытӑ кӑмӑлӑхпа хаярлӑх ҫуралнӑ; ҫавӑнпа та улпут сасси ӑна сак ҫинчен тӑратмассеренех вӑл кӑмӑлсӑррӑн мӑкӑртатнӑ.

От всего этого в душу его залегла угрюмость, а в нраве проявилась грубость и жесткость; от этого он ворчал всякий раз, когда голос барина заставлял его покидать лежанку.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Унӑн ҫак енӗпе нимле теори те ҫук, хӑй Илья Ильич ҫине мӗнле пӑхнине тӗпчесе пӗлес шухӑш ун пуҫне пӗрре те пырса кӗмен; улпута юратассине хӑй шухӑшласа кӑларман вӑл, ҫак туйам ӑна ашшӗнчен, аслашшӗнчен, пиччӗшӗсенчен, улпут ҫыннисенчен куҫнӑ, вӑл вӗсем хушшинче ҫуралнӑ, вӗсемпе пӗрле пурӑнса вӗсен йӑли-паллисене вӗреннӗ.

Теорий у него на этот предмет не было никаких. Ему никогда не приходило в голову подвергать анализу свои чувства и отношения к Илье Ильичу; он не сам выдумал их; они перешли от отца, деда, братьев, дворни, среди которой он родился и воспитался, и обратились в плоть и кровь.

VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed