Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл, Иван Игнатьича чӗнсе илсе, хӑйне канӑҫ паман вӑрттӑн ӗҫ ҫинчен ҫине тӑрсах ыйтса пӗлме шут тытнӑ.
Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Вӑл мана сӑмах пачӗ те, эпӗ унтан пӑрӑнма шут тытрӑм.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Савельич кӑмака ҫине хӗсӗнме шут тытрӗ; кил хуҫи урайне выртрӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Пӗрре прачка Палашка, мӑнтӑр та шатра питлӗ хӗр, тата ӗне пӑхакан Кулине, хӑрах куҫлӑскер, пӗрле шут туса, иккӗшӗ те пӗр вӑхӑтрах анне ури умне ӳкнӗ те, хӑйсем ҫирӗп тӑма пултараймасӑр айӑпа кӗнӗшӗн ӳкӗнсе, хӑйсене мусье илӗртсе улталани ҫинчен йӗре-йӗре каласа панӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
— Малтанах туйса тӑратӑп, акӑ, эсир Грушницкие тапӑнма шут тытнине, — терӗ доктор.— Я предчувствую, — сказал доктор, — что бедный Грушницкий будет вашей жертвой…
Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Хӑмла ҫырлинчен хурӑн тураттисенчен, урайне сарнӑ утӑпа чӑрӑш тураттисенчен ҫав тери кӑмӑллӑ, чуна хавхалантаракан ҫӑра шӑршӑ тухса тӑчӗ, ҫӗрпӳртре шӑмшакка кантармалла нӳрлӗх пулчӗ, ҫырмара шӑрчӑксем ыйхӑ килмелле янратса чӗриклетрӗҫ, ҫавӑнпа та эпир хамӑр пуҫланӑ калаҫӑва та, ҫиме тытӑннӑ хӑмла ҫырлине те ирччен хӑварас, тесе шут турӑмӑр.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑхӑта сая ярас мар тесе, эпӗ халех унпа калаҫма шут турӑм.Чтобы не терять попусту вечера, я решил сейчас же поговорить с ним.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Паян ӗнтӗ пӗтӗмпех каласа пама шут турӑм…»
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл халех ҫӗр пӳрте кӗрсе ун патне пурин ҫинчен те тӗрӗссипе ҫырса ярасшӑн пулчӗ: ан тив, татӑклӑн шут туса ответ патӑр.Он хотел было сейчас же спуститься в землянку, чтобы честно и откровенно написать ей обо всем.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тӑххӑрпа иккӗ, — машинӑсем пирки калаҫас пулсан, — лайӑх шут, анчах икӗ юлташа ҫухатни ҫӗнтерӳ савӑнӑҫне тӗксӗмлетрӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Чеслов тӑшмана аялтан атакӑлама шут турӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах сывпуллашмалли самант ҫитсен, кашнинчех тата тепӗр хут ҫаврӑнса килме шут турӗҫ.Но когда наступало время прощаться, каждый раз решали обернуться еще раз.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мересьевпа Петров тулта, уҫӑ сывлӑшра, плащ-палаткӑсем сарса выртма шут турӗҫ.Мересьев и Петров решили лечь на воздухе, на расстеленных плащ-палатках.
3 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫар ҫынни ӑнланмалла пулнӑ паллӑсем тӑрӑх: хӑйсем арми штабӗнчен «сасӑлас» меслетпе, машина ҫинчен машина ҫине куҫса ларса килнӗ ҫулсем тулса ларнинчен, ҫӗрле ҫул ҫинче часовойсем тӗллӗн маскировка тума хушнинчен, маскировкӑна пӑсакансене машина кустӑрми шинисенчен перессипе хӑратнинчен, фронт ҫулӗсенчен аякра тӑракан ращасенче танксем, грузовиксем, артиллери пухӑннипе шавлӑ та тӑвӑр пулнинчен тата уйри пушӑ ҫул ҫинче вӗсене паян нимӗҫсен «ухатникӗсем» атакӑлани тӑрӑх та — Мересьев фронтра лӑпкӑ вӑхӑт иртнине, шӑп ҫак вырӑнсенче нимӗҫсем пирӗн ҫине вӑйлӑн тапӑнма шут тытнине, ҫав тапӑну часах пулмаллине, анчах Хӗрлӗ Ҫар командованийӗ ун ҫинчен пӗлнине, тӑшмана тивӗҫлӗ ответ пама хатӗрленсе ҫитнине ӑнланчӗ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кӗрешекен халӑхӑн генийӗ ҫуратнӑ ҫӗнӗ техника сывлӑшри ҫапӑҫӑва ҫав тери кӑткӑслантарнӑ, лётчикшӗн халӗ хӑйӗн машинне пӗлни кӑна, хӑюллӑ пулни кӑна ҫителӗксӗр пулнӑ, унӑн халӗ ҫапӑҫу хирӗ ҫинче мӗн тумаллине хӑвӑрт чухласа илмелле, сывлӑшри ҫапӑҫӑва хӑй шут тунипех, команда парасса кӗтсе тӑмасӑрах пайӑн-пайӑн татма пӗлмелле пулнӑ.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кам пӗлет, темле ҫын!» шут турӗ Наумов хӑйӗн ӑшӗнче.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Майор Мересьев ҫине пӑхрӗ те, вӑл ҫав тери кӳреннине, ывӑнчӑк сӑнлине курса, ҫавӑнтах урӑхла шут турӗ:
7 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсем уксус пек кӑвасак кӗселе пӗрер тарелка тултарса ҫирӗҫ те, ҫав хушӑрах шӑкӑлтатса калаҫса ларчӗҫ, анчах, юри шут тунӑ пекех, икӗ темӑна: Гвоздев пурнӑҫне тата Мересьев ӗҫӗсене тӗкӗнмерӗҫ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анюта киле пымаллине пӗлсе, вӑл мӗнле те пулсан укҫа тупма шут турӗ.Зная, что должна прийти Анюта, он решил во что бы то ни стало найти деньги.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӗсем ҫакӑн пек шут турӗҫ: паллах, танкистсем аван ҫынсем, анчах лётчиксем те вӗсенчен кайра тӑмаҫҫӗ, вӗсем ҫине лайӑхрах пӑхсан, вӗсем сывлӑшри ҫынсем пулсан та — хуҫалӑха, ҫемьене тытса усрама пултаракан паха ҫынсемех пулма пултарни курӑнать.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950