Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуҫалӑх the word is in our database.
хуҫалӑх (тĕпĕ: хуҫалӑх) more information about the word form can be found here.
Шупашкар районӗнчи Ленин ячӗллӗ хуҫалӑх паркӗнче механизаторсем техникӑна тепӗр хут тӗрӗслеҫҫӗ, уй-хире тухма хатӗрлеҫҫӗ.

Help to translate

Хӗрӳ тапхӑра хатӗр // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

- Районта 14-ӑн сӗт пуҫтараҫҫӗ: пайтаҫӑсем, райпосем, «Ударник» ял хуҫалӑх кооперативӗ.

Help to translate

Сӗт хакӗ мӗншӗн чакать? // Лариса АЛЕКСЕЕВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Патӑрьел районӗнчи «Красное знамя» хуҫалӑх вара халӑхран «шурӑ ылтӑна» 19 тенкӗпе илнӗ.

Help to translate

Сӗт хакӗ мӗншӗн чакать? // Лариса АЛЕКСЕЕВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

«Комбайн» хуҫалӑх кӑна ӑна 1 тенкӗ ӳстерсе 18 тенке ҫитернӗ.

Help to translate

Сӗт хакӗ мӗншӗн чакать? // Лариса АЛЕКСЕЕВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

ЧР Ял хуҫалӑх министерствин кӑтартӑвӗпе пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче республикӑри районсенче халӑхран 1 литр сӗте 15-18 тенкӗпе туяннӑ.

Help to translate

Сӗт хакӗ мӗншӗн чакать? // Лариса АЛЕКСЕЕВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Ӑслӑлӑхпа тӗпчев ӗҫне вӑйлатма Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗ никӗсӗ ҫинче утарҫӑсен опытлӑ станцине йӗркелемелле, вӗренӗве тата ӑсталӑха ӳстермелли курссем уҫмалла.

Help to translate

Чӑваш пылӗпех чей ӗҫесчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Чӑваш Енри, Мари Элри, Тутарстанри ҫитмӗл ытла хурт-хӑмӑр ӑсти Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче иртнӗ регионсен хушшинчи ӑслӑлӑхпа практика конференцине хутшӑннӑ.

Help to translate

Чӑваш пылӗпех чей ӗҫесчӗ // Ирина ПАВЛОВА. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Вӗсен ашшӗ-амӑшӗ те пысӑк хуҫалӑх тытнӑ-ҫке.

Help to translate

Ачаранпах выльӑх пӑхса ӳснӗ // Ирина КОШКИНА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

2013 ҫул вӗҫӗнче Канаш районӗнчи Киров ячӗллӗ хуҫалӑх Атнашра 200 пуҫ усрамалӑх ӗне ферми хута янӑ.

Help to translate

Ҫамрӑксем тислӗк шӑршинчен йӗрӗнмеҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

2006 ҫулхи ял хуҫалӑх ҫырав ӗҫне районти 85 ҫынна явӑҫтарнӑ.

Help to translate

Ҫыравҫӑсене планшетпа тивӗҫтереҫҫӗ // Н.ВОРОНОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх ҫыравӗн автоматизациленӗ системи тӗрлӗ мелпе пухнӑ информацие шутласа пӗрлештерет.

Help to translate

Ҫыравҫӑсене планшетпа тивӗҫтереҫҫӗ // Н.ВОРОНОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Ҫавӑн пекех ял хуҫалӑх предприятийӗсем ыйтусене хуравласа хӑйсем те хутсене ҫырма пултараҫҫӗ.

Help to translate

Ҫыравҫӑсене планшетпа тивӗҫтереҫҫӗ // Н.ВОРОНОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Кӑҫалхи ял хуҫалӑх ҫыравӗнче ҫыравҫӑсем информацие тӳрех планшета кӗртсе электрон документ хатӗрлеме пултараҫҫӗ е ӑна ятарлӑ хут ҫинче ҫырсассӑн та юрать.

Help to translate

Ҫыравҫӑсене планшетпа тивӗҫтереҫҫӗ // Н.ВОРОНОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Кӑҫал Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх ҫыравне ирттерме республикӑра 565 ҫыравҫӑна явӑҫтарма палӑртнӑ.

Help to translate

Ҫыравҫӑсене планшетпа тивӗҫтереҫҫӗ // Н.ВОРОНОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Ял хуҫалӑх продукцийӗ йӳнӗ пулни ялта пурӑнакансене ура хурать.

Help to translate

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Аслӑ Ҫӗрпӳел ял тӑрӑхӗнче ӗҫчен халӑх пурӑннӑран вӗсем ял хуҫалӑх продукцийӗ ҫав тери йӳнӗ пулнипе кӑмӑлсӑр.

Help to translate

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

Ҫуракине хатӗрленсе ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ҫине тӑрсах ӗҫлеҫҫӗ: вӑрлӑх хатӗрлеҫҫӗ, минераллӑ удобрени, ҫунтармалли-сӗрмелли материал кӳрсе килеҫҫӗ, техникӑна юсаҫҫӗ.

Help to translate

Ыйтусене ял ҫыннисемпе сӳтсе явнӑ // А.ЕФРЕМОВА,Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 18

«Вӑтам Энӗш» хуҫалӑх ӗҫченӗсем чӑннипех те хисепе тивӗҫлине ӗҫӗпе ҫирӗплетрӗҫ.

Help to translate

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Ӑна эпӗ, Петр Николаевича, ҫак хуҫалӑх ӗҫченӗсене, ял паттӑрӗсене ӗмӗрлӗхе парнелетӗп.

Help to translate

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Сумлӑ юбилейре кунти ӗҫченсен, тилхепене ҫирӗп тытса пыракан хуҫалӑх пуҫлӑхӗ П.Крылов ячӗпе ырӑ сӑмахсем нумай пулчӗҫ.

Help to translate

Кӗрекене лариччен хура ҫӗре тарпа ҫумалла // Т.НИМАКОВА. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed