Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Аса Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗпе патша керменӗн мул управӑшӗсенчен ылтӑнпа кӗмӗл илсе тухнӑ та ҫакна Дамаскра пурӑнакан Сири патши Венадад патне ӑсатнӑ, ӑна ҫапла калама хушнӑ: 3. ман аттемпе сан аҫу килӗштерсе пурӑннӑ пек, санпа ман хушшӑмӑрта та килӗшӳ пултӑр; акӑ эпӗ сана ылтӑнпа кӗмӗл ярса паратӑп: кай та Израиль патшипе Ваасапа тунӑ килӗшӗвне пӑрахӑҫла, ҫапла вӑл манран хӑптӑр, тенӗ.
2 Ҫулс 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Иудейсем ҫаврӑнса пӑхнӑ та — акӑ ӗнтӗ вӗсене умран та, хыҫран та ҫапӑҫу кӗтет; вара вӗсем Ҫӳлхуҫана тархасласа чӗнме тытӑннӑ, священниксем трупасемпе кӑшкӑртса янӑ.
2 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ ӗнтӗ сӑмах вӗҫҫӗн мана ҫуррине те каламан иккен: ман хӑлхама ҫитнӗ сас-хура пӗлтернинчен нумай чаплӑрах эсӗ!
2 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Акӑ Соломон Турӑ Ҫуртне тунӑ чухне хывнӑ никӗс: унӑн тӑршшӗ, кивӗ виҫепе, утмӑл чике, сарлакӑшӗ ҫирӗм чике; 4. Ҫурт умӗнчи пӑлтӑрӑн тӑршшӗ, Ҫурт сарлакӑшне кура, ҫирӗм чике, ҫӳллӗшӗ вара ҫӗр ҫирӗм чике пулнӑ.
2 Ҫулс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Акӑ ӗнтӗ эпӗ йывӑҫ касакансене, санӑн чурусене, ӗҫме-ҫиме ҫирӗм пин кор тулӑ, ҫирӗм пин кор урпа, ҫирӗм пин бат эрех, ҫирӗм пин бат йывӑҫ ҫӑвӗ паратӑп, тенӗ Соломон патша.
2 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ ӗнтӗ манӑн чурасем санӑн чурусемпе пӗрле кайӗҫ, 9. вӗсем ман валли нумай йывӑҫ касса хатӗрлӗҫ, мӗншӗн тесессӗн эпӗ лартас Ҫурт аслӑ та чаплӑ пулмалла.
2 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Акӑ эпӗ Ҫӳлхуҫа Туррӑм ячӗпе, Ӑна халалласа, Ҫурт лартатӑп: ӗнтӗ Унӑн умӗнче ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелле пултӑр, Турӑ умне ялан парне ҫӑкӑрӗсем хурса тӑмалла пултӑр, Израиле ӗмӗрлӗхе хушнӑ пек, кашни шӑматкун ирӗн-каҫӑн тата ҫӗнӗ уйӑхсерен те, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр уявӗсенче те пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем кӳрсе тӑмалла пултӑр.
2 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Акӑ Турӑ Ҫуртӗнчи тӗрлӗрен ӗҫсене туса тӑракан священниксемпе левитсен ушкӑнӗсем.21. И вот отделы священников и левитов, для всякой службы при Доме Божием.
1 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Акӑ патшана ӗҫлесе тӑнӑ Израиль ывӑлӗсем: вӗсем — кил-йыш пуҫӗсем, пинпӳсем, ҫӗрпӳсем тата пӑхавҫӑсем.1. Вот сыны Израилевы по числу их, главы семейств, тысяченачальники и стоначальники и управители,
1 Ҫулс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Акӑ хапха хуралҫисен ушкӑнӗсем: Корей ӑрӑвӗнчен: Корей ывӑлӗ Мешелемия, вӑл — Асаф ывӑлӗсенчен.1. Вот распределение привратников: из Кореян: Мешелемия, сын Корея, из сыновей Асафовых.
1 Ҫулс 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Акӑ Аарон ывӑлӗсен ушкӑнӗсем: Аарон ывӑлӗсем: Надав, Авиуд, Елеазар тата Ифамар.1. И вот распределения сыновей Аароновых: сыновья Аарона: Надав, Авиуд, Елеазар и Ифамар.
1 Ҫулс 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Давид Соломона каланӑ: ывӑлӑм! Ҫӳлхуҫа Туррӑм ячӗпе Ҫурт тӑвас шухӑш манӑн чӗрем варринчех пулнӑ, 8. анчах мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: «эсӗ юн нумай тӑкнӑ, пысӑк вӑрҫӑсем вӑрҫнӑ; санӑн Ман ятӑмпа Ҫурт лартма тивӗҫ ҫук, мӗншӗн тесессӗн Ман умӑмра ҫӗр ҫине нумай юн юхтартӑн. 9. Акӑ санӑн ывӑл ҫуралӗ, вӑл тӑнӑҫ пурӑнасскер пулӗ; Эпӗ ӑна таврари мӗнпур тӑшманӗнчен хӳтӗлесе лӑпкӑн усрӑп: ҫавӑнпа унӑн ячӗ те Соломон пулӗ. Ун вӑхӑтӗнче Израиле тӑнӑҫлӑхпа канлӗх парӑп. 10. Вӑл Манӑн ятӑмпа Ҫурт туса лартӗ, вӑл Манӑн ывӑлӑм пулӗ, Эпӗ унӑн ашшӗ пулӑп, ӑна Израильре ӗмӗрлӗхе патшана лартӑп» терӗ, тенӗ.
1 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Орна Давида каланӑ: илех; патша хуҫамӑм хӑйне кирлӗ пек тутӑр; акӑ пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳме вӑкӑрсем парам, тӑпачӑ таврашӗ вутӑлӑх пултӑр, тулӑ та парне валли пултӑр, йӑлтах тӳлевсӗр, ахалех, паратӑп, тенӗ.
1 Ҫулс 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Хӑйӗн керменӗнче пурӑннӑ чухне Давид Нафан пророка каланӑ: акӑ эпӗ кедр ҫуртра пурӑнатӑп, Ҫӳлхуҫа халалӗн арчи вара чатӑрта ларать, тенӗ.
1 Ҫулс 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Акӑ Иерусалимра ҫуралнӑ ачисен ячӗсем: Самус, Совав, Нафан, Соломон, 5. Евеар, Елисуя, Елфалет, 6. Ногах, Нафек, Иафиа, 7. Елисама, Веелиада тата Елифалеф.
1 Ҫулс 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Акӑ ҫав паттӑрсен ячӗсем: Иоавпа пӗртӑван Асаил; Елханан — Додо ывӑлӗ, Вифлеем ҫынни; 27. Гарод ҫынни Шамма; Пелони ҫынни Херец; 28. Ира — Икеш ывӑлӗ, Фекоя ҫынни; Анафоф ҫынни Евиезер; 29. Хушат ҫынни Сивхай; Ахоха ҫынни Илай; 30. Нетофа ҫынни Магарай; Ваана ывӑлӗ Хелед, Нетофа ҫынни; 31. Рибай ывӑлӗ Иттай — Вениаминсен Гивинчен; Пирафон ҫынни Ванея; 32. Хурай — Нагале-Гаашран; Авиел — Аравӑран; 33. Бахарум ҫынни Азмавеф; Шаалбони ҫынни Елияхба.
1 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ванея — паттӑр арӑн Иодайӑн ывӑлӗ, Кавцеил ҫынни — хӑйӗн ӗҫӗсемпе чапа тухнӑ: вӑл моавсен икӗ ҫулпуҫне вӗлернӗ; вӑлах юр ӳкнӗ вӑхӑтра арӑслан шӑтӑкне анса арӑслана вӗлернӗ; 23. вӑлах Египет ҫыннине, пилӗк чике ҫӳллӗшскере, вӗлернӗ: Египет ҫыннин аллинчи сӑнӑ пир-авӑр ӑстисен хивси пек пулнӑ, Ванея вара ун патне патакпа пынӑ та, Египет ҫыннин аллинчи сӑннине туртса илсе, ӑна ҫав сӑнӑпах вӗлерсе пӑрахнӑ — 24. акӑ мӗн тума пултарнӑ Ванея, Иодай ывӑлӗ.
1 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ мӗн тунӑ ҫав виҫӗ паттӑр.
1 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Израиль ҫыннисем Давид патне Хеврона пуҫтарӑнса пынӑ та каланӑ: акӑ эпир — санӑн шӑмму, санӑн ӳтӳ, тенӗ.1. И собрались все Израильтяне к Давиду в Хеврон и сказали: вот, мы кость твоя и плоть твоя;
1 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Ацелӑн ултӑ ывӑл пулнӑ, акӑ вӗсен ячӗсем: Азрикам, Бохру, Исмаил, Шеария, Овадия тата Ханан.44. У Ацела шесть сыновей, и вот имена их: Азрикам, Бохру, Исмаил, Шеария, Овадия и Ханан.
1 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.