Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Ҫыннӑн (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ваня кашӑка ҫулла ҫулла ҫинӗ, салтаксен ҫемҫе ҫӑкӑрне пысӑккӑн ҫырта-ҫырта илнӗ, ӑна ӗнтӗ вӑл ҫак икӗ пысӑк ҫыннӑн палаткинче нумайранпа пурӑннӑ пек туйӑннӑ.

Ваня ел, облизывал ложку, клал в рот большие куски мягкого солдатского хлеба с кисленькой каштановой корочкой, и ему казалось, что он уже давно живёт в палатке у этих добрых великанов.

4-мӗш сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Кун пек чухне Чӑваш Республикин референдумне хутшӑнакан ҫынна пулӑшакан ҫыннӑн хушаматне, ятне, ашшӗ ятне, унӑн паспорчӗн е паспорт вырӑнне усӑ куракан докуменчӗн серине тата номерне алӑ пусмалли йӗркере кӑтартмалла.

При этом фамилия, имя, отчество, серия и номер паспорта или документа, заменяющего паспорт гражданина, лица, оказывающего помощь участнику референдума Чувашской Республики, должны быть указаны в графе, где проставляется подпись.

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин референдумӗ ҫинчен» саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №24 от 28 апреля 2018 г.

Кун пек чухне суйлавҫӑна пулӑшакан ҫыннӑн хушаматне, ятне, ашшӗ ятне, унӑн паспорчӗн е паспорт вырӑнне усӑ куракан докуменчӗн серине тата номерне алӑ пусмалли йӗркере кӑтартмалла.

При этом фамилия, имя, отчество, серия и номер паспорта или документа, заменяющего паспорт гражданина, лица, оказывающего помощь избирателю, должны быть указаны в графе, где проставляется подпись.

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен суйлавӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №23 от 28 апреля 2018 г.

Кун пек чухне сасӑлавҫӑна пулӑшакан ҫыннӑн хушаматне, ятне, ашшӗ ятне, унӑн паспорчӗн е паспорт вырӑнне усӑ куракан докуменчӗн серине тата номерне алӑ пусмалли йӗркере кӑтартмалла.

При этом фамилия, имя, отчество, серия и номер паспорта или документа, заменяющего паспорт гражданина, лица, оказывающего помощь участнику голосования, должны быть указаны в графе, где проставляется подпись.

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн суйлавӗ ҫинчен" саккунне тата Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин Пуҫлӑхне каялла чӗнсе илесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №13 от 30 марта 2018 г.

Кашни ҫыннӑн чӗринчех ӑшӑ туйӑм ҫуратаҫҫӗ ҫак сӑмахсем.

В сердце каждого человека эти слова рождают теплые чувства.

Урам уявне ҫулленех ирттересчӗ // Ял ӗҫченӗ. «Ял ӗҫченӗ», 2019.07.19

Ара, мӗнле калас та, ӗҫре чапа тухнӑ ҫыннӑн савнӑ мӑшӑрӗ пулас тесен, хӑвӑн та ӗҫе хавас пулмалла.

Help to translate

Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№

Камӑн мӗн шухӑш, пыйтлӑ ҫыннӑн мунча шухӑш…

Кто про что, а вшивый про баню…

Саккӑрмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Ман шутпа, кун пек смс илсен шутласа тӑма вӑхӑт пулмастех-ха ҫыннӑн.

Одна надежда, что после получения такой смс-ки они не станут думать, а сразу побегут действовать.

Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Ывӑлӗсен ячӗсене асӑнмассерен ватӑ ҫыннӑн пырне хуйхӑ хытӑ аллисемпе тӑвӑнтара-тӑвӑнтара килнӗ, сывлама кансӗрленсе ҫитнӗ…

Всегда у старика, когда зачитывали его сынов, горе жесткими сильными пальцами сдавливало горло, дышать было трудно.

Намӑссӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 36–46 стр.

Автор ҫак ҫыннӑн тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхне уҫнӑ.

Help to translate

Йӑх тымарӗ ҫирӗп-ха // Хыпар. «Хыпар», 2017.11.20

— Урӑх ҫыннӑн кирек камӑн та пилӗк миля каймалла пулатчӗ, анчах эпӗ сана чи кӗске ҫулпа илсе каятӑп, вӑл ҫула мансӑр пуҫне урӑх никам та пӗлмест.

— Если идти, как все ходят, то миль пять; а я знаю другую дорогу, короче, там никто не ходит.

33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Джо индеец ҫав паллакан ҫыннӑн юлашки сӑмахӗсене хирӗҫ чӗнме ӗлкӗриччен ҫав шухӑшсемпе пӗрле урӑх шухӑшсем те Гекӑн вӗриленнӗ пуҫне нумай пыра-пыра кӗрсе тухрӗҫ.

Все это, и не только это, промелькнуло у него в голове за короткий миг между словами бродяги и ответом индейца Джо.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ку сасӑ, ҫав хайхи палламан ҫыннӑн, тухатса хунӑ ҫуртра ачасем илтнӗ сасӑ пулчӗ.

Теперь говорил тот оборванец, бродяга из старого дома.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Тепӗр свидетелӗ: «Эпӗ ҫӗҫҫине вӗлернӗ ҫыннӑн ӳчӗ ҫумӗнчех тупрӑм», — тесе каларӗ.

Следующий свидетель показал, что нож был найден возле тела.

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Анчах ҫыннӑн типӗтнӗ какайне, ҫыннӑн сысна ашне тата ытти ҫавӑн пек хаклӑ япалисене илни вӑл чӑнахах вӑрлани пекех туйӑнчӗ, ҫав вӑрланине хиреҫ библире те уйрӑм заповедь пур.

Взять же кусок грудинки, окорок или другие ценности — значит, просто-напросто украсть; а на этот счет имеется заповедь в Библии.

13-мӗш сыпӑк. Пиратсен шайкки парӑссем карать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫак тапхӑртах метис, ҫавӑнпа усӑ курса, ҫамрӑк ҫыннӑн кӑкӑрне ҫӗҫӗпе яшт чикрӗ те аври таранах кӗртсе лартрӗ.

и в то же мгновение метис вонзил нож по самую рукоятку в грудь доктора.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫав тапхӑрта пӗлӗтсем хыҫӗнчен уйӑх тухрӗ те вилнӗ ҫыннӑн кӑвак сӑнне ҫутатрӗ.

Луна вышла из-за облаков и осветила бледное лицо покойника.

9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ют ҫыннӑн сӑвӑсне яланах хурлама пӑхаҫҫӗ.

Чужого клеща охаять ничего не стоит.

6-мӗш сыпӑк. Том Беккипе паллашать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫак мӗнпурри хушшинче вара ҫемҫе пукан ҫинче ларакан аслӑ ҫыннӑн кӗлетки ӑраснах ҫӳллӗ курӑнса тӑчӗ.

И над всем этим восседал великий человек.

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Доре художник ӳкернӗ картинӑллӑ библи паратпӑр тесен те, икӗ пин ҫаврана пӑхмасӑр калама вӗренмешкӗн ман вулакансем хушшинче миҫе ҫыннӑн вӑй-хал, тӳсӗмлӗх ҫитӗччӗ-ши?

У многих ли из моих читателей найдется столько усердия и прилежания, чтобы заучить наизусть две тысячи стихов, даже за Библию с рисунками Доре?

4-мӗш сыпӑк. Вырсарникунхи шкулта «Мухтанса хӑтланни» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed