Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑйне (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Вара хӑйне ҫӗлен сӑхнӑ пек сиксе илчӗ, аяккарах кайрӗ, унтан каллех Алюнов вилли патне ҫывхарса тӑчӗ.

Help to translate

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Мӗн тесессӗн те Пугачев патӗнче те вӑл, офицер пулнӑ салтак ачи, хӑйне шурӑ курак пек туйрӗ.

Help to translate

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапла каласа, Алюнов хӑйне ҫеҫ мар, юратуне те, савнӑ Укаслуне те вилӗмрен ҫӑлать тесе шухӑшларӗ.

Help to translate

Сутӑнчӑк шӑпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тимофей-хусах каллех учӗ ҫине сиксе ларчӗ, анчах хӑйне кӗтекен ылтӑн пакунлӑ тӑшмана асӑрхаса ӗлкӗреймерӗ пуль ҫав.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хресченсен ҫарӗсене ҫӗмӗрсе тӑкса, драгунсем ним хускалми тӑракан хусахсене пырса ҫапрӗҫ, халь тин ҫапӑҫу йӗркине патька-патша хӑйне кирлӗ пек улӑштарма пултараймарӗ ӗнтӗ…

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Атакӑла! — кӑшкӑрса ячӗ Пӑкачав генерал-поручик хӑйне илтеймессине пӗлетӑркачах.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Дон хусахӗсем — хӑйне ҫуратса ӳстернӗ ирӗк Дон хусахӗсем — пулӑшмарӗҫ ӑна.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Малтанах Пӑкачав савӑннӑччӗ — ҫумӑр вӑйлӑн лашлаттарса янӑ пулсан, лӳшкенчӗк ҫулсемпе хӑйне хыҫалтанах хӑваласа пыракан Михельсон пит малаллах каяйман пулӗччӗ.

Help to translate

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапах та чӗри тапми пуличчен «тӑшмансем» сӑмаха йӑлтах калайманшӑн хӑйне хӑй ӳпкелеме ӗлкӗрчӗ вӑл…

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ишмук сасартӑк пур вӑйне пухрӗ те, хӑйне мӗн пуласси пирки шухӑшламасӑр, кӑшкӑрса ячӗ:

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйне шалкӑм ҫапнӑ чухнехи пек, Ишмук хускалма хӑраса тӑчӗ, ӑна халь-халь сивӗ хурҫӑ витӗрех чиксе шӑтарассӑн туйӑнчӗ.

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл, хӑйне хӑй хавхалантарас тесе, хулен юрлама тытӑнчӗ:

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Ярӑр, — терӗ хӑйне тытса тӑракансене, унтан ҫӗр ҫине ларчӗ те мӗн пулса иртнине каласа пама тытӑнчӗ…

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйне хупӑрласа илнӗ ҫынсене тӗрте-тӗрте, мӗнпур юлнӑ вӑйне пухса, ури ҫине тӑчӗ те вӑл урса кайнӑн кӑшкӑрашма тытӑнчӗ:

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Салтаксем хӑйне ярсассӑн вӑл, юлашки вӑйне пухрӗ те, стена ҫумне тӗрӗнсе, ури ҫине тӑчӗ.

Help to translate

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйне епле йывӑр пулсассӑн та Асмантей тӑнне ҫухатмарӗ.

Help to translate

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл пӗрре Асмантей, тепре вырӑс ҫине пӑха-пӑха илчӗ, юлашкинчен, хӑйне «пӳтсӗр ҫын» теме хӑйнӑ хресчен енне аллипе сулчӗ:

Help to translate

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Тыткӑнрисем ҫапла нимрен те хӑрамасӑр хӑйне хирӗҫ тӑни ӑна чӑнласах та аптратма тытӑнчӗ пулас.

Help to translate

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑйне этем теекен тӗнче ылханчӑкӗ — офицер ӑна ан ҫӗнтертӗрччӗ.

Help to translate

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Кашни этем — хӑйне евӗр тӗнче.

Help to translate

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed