Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӗсенчен пӗри уншӑн каснӑ-лартнӑ ашшӗ евӗрлӗ туйӑнчӗ.
III // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Миҫе шахтӑна ҫитмерӗ пуль, пур ҫӗрте те уншӑн пӗр ят: сутӑнчӑк…Сколько шахт переменил, все равно везде его ожидала слава предателя…
II // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.
Час-часах пӗр евӗрлӗн илтӗнекен — мӗн тумалла-ши? — тенӗ ыйту уншӑн ҫывӑх ыйту, ҫавӑ ӗнтӗ халӗ ӑна ҫак кӗтесре сӑнчӑрти йытӑлла тытса тӑрать.Часто повторяемый вопрос — что делать? — был близок ему и держал его в углу, как собаку на цепи.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Алӑка тайса хӑварса, вӑл васкамасӑр коридор тӑрӑх утса кайрӗ, ҫулӗ уншӑн пӗлнӗ ҫул.Притворив дверь, он, не торопясь, пошёл по коридору, дорога была ему известна.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Уншӑн айӑплама пултараймастӑп эпӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Хӑйӗн умӗнче мӗн пурри пурте вырӑнтан тапранса куҫкалама тытӑнчӗ уншӑн: хут таврашӗсем хурса, чей савӑчӗсем тата кӗленчесем лартса тултарнӑ шкаф куҫ умне килсе тухать акӑ, пакетсем пӑрахса тултарнӑ ҫырмалли сӗтел, конторка, пледпала витнӗ, минтер хунӑ диван тухса тӑрать тата — икӗ ҫав тери пысӑк куҫ — вилӗ тӗс ҫапнӑ кӗленчеллӗ икӗ кантӑк куҫкалаҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Вӑл кӗпер патнелле васкаса утрӗ, уншӑн ӗнтӗ Жуков патне ҫӗр ҫывӑрма кайни — чи ӑслӑ тунӑ ӗҫ пек туйӑнма пуҫларӗ: Жуков килне Вавила пырса кӗме хӑяс ҫук, полици те пулин — шырас-тӑвас пулсан — паллӑ ҫынна ҫӗрхута пырса чӑрмантармашкӑн хӑюлӑх ҫитереймӗ-ха.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫамрӑк йӗкӗт салхуллӑн пӳлӗм йӗри-тавра пӑхкаласа ларать — кунта мӗнпурне курнӑ, пӗлет вӑл, анчах нимӗн те килӗшмест ӑна: шупка хӗрлӗ шпалер ҫыпӑҫтарса тухнӑ стенасем, хучӗ ҫуркаланса пӗтнӗ шап-шурӑ йӑлтӑркка мачча, тӗкӗр лартнӑ сӗтел, пит ҫумалли савӑт, кровате хирӗҫ мӑнкӑмӑллӑн каҫӑрӑлса тухса ларнӑ кивӗ, пысӑк хырӑмлӑ комод, кӗтесре тата, чӗркелесе шӑйӑрса пӗтернӗ, тӗтӗм-хӑрӑмпа хуралса кайнӑ кӑмака — ҫаксем пӗри те килӗшӳллӗ мар уншӑн.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
— Уншӑн пулсан — пурте пӗр пекех, нимӗнрен те хӑрамасть вӑл!
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Вӑл пурне те тӑрӑхламалли ятсем парса тухнӑ: Жуков уншӑн — Ушат Помоевич, исправник помощникӗ кичем-усал Немцев — Уксус Умирайлыч.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫавӑнпа пӗрлех хӑй полицие хирӗҫ иртӗнсе алхаснисене, пуҫлӑхсене куҫранах, тем те пӗр усал каласа тӑкнисене, хӑйне городовойсемпе пушар команди хӗненисене аса илет, — ҫаксене пурне те вӑл герой ятне илтсе чапа тухасшӑн пулнипе ҫапла хӑтланнӑ, ҫав ят питӗ хакла ларнӑ ӑна, уншӑн вӑл аяк пӗрчисене те шутлаттарнӑ, юнне те юхтарнӑ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Слободашӑн пулсан, паллах ӗнтӗ, унӑн ӑсталӑхӗ кирлех пулман, хӑш-пӗр чухне, ытах ӑна кирек епле ӗҫ сӗнкелеҫҫӗ пулсан та, уншӑн ӗҫкӗ-ҫикӗпе тӳлеҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Кунти йӑласене хӑнӑхнӑ, вӗреннӗ, ӗҫленӗ вӑхӑтра пурте лайӑх пулса пынӑ-ха, анчах ӑна Иисус тӑванлӑхне йышӑннӑранпа авалхи тӑшман — скептицизм каллех вӑраннӑ; католизмӑн ҫав тери чаплӑ та темле ӑнланмалла мар пурнӑҫӗ ҫине вӑл кулисӑсем хыҫӗнчен мӗн тери ытларах пӑхнӑ, унӑн ӗненӗвӗ ҫав тери сахалтарах пулса пынӑ, вара каллех уншӑн ҫӗнӗ асапсем пуҫланса кайнӑ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Анчах тӗн, религи хушнӑ пек воспитани парасси питех те сарӑлман пулсан та, цивически воспитани ларасси кашни кунах йывӑрланса пынӑ; уншӑн Кавказа ссылкӑна янӑ, ҫамкасене хырнӑ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Дворовӑй ҫынсем уншӑн калама та ҫук савӑннӑ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Ҫапах та — ӑнланӑр-ха эсир этем чӗрине, — ҫав ача пирки Настасьӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ тӳсмелле мар йывӑр пулнӑ пулин те, уншӑн ҫав тери нумай асап курма тивнӗ пулин те — ӑна вӑл ӑнран тухса каймаллах юратнӑ.
V // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Чӑнах та ӗнтӗ, ку ҫын уншӑн ӑнсӑртран тупӑннӑ пуянлӑхпа пӗрех.
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Киле ҫитсенех вырӑн ҫине кӗрсе выртнӑ, хӑйне темле тизана ярса пама хушнӑ та пӗрремӗш хут тӗрӗссине каласа панӑ: эпӗ халь Нева шывӗн тискер, анчах лӑпкӑ ҫыранӗсенче пулас пулсан, уншӑн питӗ хаклӑ тӳленӗ пулӑттӑм, тенӗ.
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Княҫпа Столыгин ҫулҫӳревӗ хӑйсем шутланинчен малтарахран вӗҫленнӗ, уншӑн Дрейяк айӑплӑ пулнӑ.Путешествие князя и Столыгина окончилось прежде, нежели они предполагали, виною этого был Дрейяк.
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Уншӑн пулсан, таврара вӗресе тӑракан пурнӑҫ Сезострис ҫинчен каласа панисем чухлӗ ҫеҫ интереслӗ.Для него жизнь, кипящая возле, имеет тот же интерес, как сказания о Сезострисе.
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.