Шырав
Шырав ĕçĕ:
31. Ҫавӑнпа калатӑп сире: ҫынсенӗн кирек мӗнле ҫылӑхӗ те, вӗсем кирек мӗнле хурлани те каҫарӑнӗ; Таса Сывлӑша хурлани каҫарӑнмӗ; 32. Этем Ывӑлне хирӗҫ калакана каҫарӗҫ, Таса Сывлӑша хирӗҫ калакана ку тӗнчере те, леш тӗнчере те каҫармӗҫ.
Мф 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хуйхӑ ҫитӗ ҫак тӗнчене, ҫак тӗнчере пурӑнакансене: 15. ӗнтӗ хӗҫ тата вӗсем пӗтесси ҫывӑхарчӗ, пӗр халӑх тепӗр халӑх ҫине вӑрҫӑпа ҫӗкленӗ, хӗҫ — вӗсен аллинче.
3 Езд 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эхер те эпӗ Санран ырӑлӑх илтӗм пулсассӑн, ман ҫине Таса Сывлӑша ярсамччӗ, чӑн пуҫламӑшӗнчен пуҫласа тӗнчере мӗн тунине, Санӑн саккунунта мӗн каланине ҫырса хурам эпӗ, ҫапла ҫынсем хӑйсене валли ҫул тупма пултарччӑр, юлашки вӑхӑтра пурӑнас теекенсем пурӑнма пултарччӑр, терӗм.
3 Езд 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Вара куртӑм эпӗ: темӗскер, арӑслан евӗрлӗскер, вӑрмантан ӳхӗрсе чупса тухрӗ те ӑмӑрткайӑка этем сассипе каларӗ: 38. итле эпӗ хӑвна мӗн калассине тата Ҫӳлти Турӑ мӗн калассине итле: 39. Эпӗ Хам пултарнӑ тӗнчере пуҫ пулма лартнӑ тӑватӑ чӗрчунран пӗри пулмарӑн-и-ха эсӗ?
3 Езд 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫак тӗнчере пултарнин пурин те пуҫламӑшӗ те, вӗҫӗ те пур пекех, вӗҫӗ те кӗретӗнех пулнӑ пекех, 6. юлашки вӑхӑтӑн та кӗтретсемпе, хӑватсемпе уҫӑлакан пуҫламӑшӗ тата ӗҫсемпе, паллӑсемпе курӑнакан вӗҫӗ пур.
3 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
50. Юлашки вӑхӑтра ку тӗнчере пурӑнакансене нумай инкек-синкек ҫитӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ҫав тӗрлӗ мӑнкӑмӑлланса ҫӳрерӗҫ.
3 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
74. Чӑнах та, тӗнчере пурӑнакансен тӗлӗшпе Ҫӳлти Турӑ мӗн вӑхӑтчен вӑрах тӳсӗмлӗ пулчӗ, ҫакна вӗсемшӗн мар, Хӑй малтанах палӑртса хунӑ вӑхӑт пурӑнӑҫлантӑр тесе турӗ, терӗ.
3 Езд 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Паллӑсем пирки ҫапла калатӑп: ҫӗр ҫинче пурӑнакансене нумайӑшне сехӗрленӳ ярса илӗ, ун чухне чӑнлӑх ҫулӗ хупӑнӗ, тӗнчере ӗненӳ чакӗ, 2. вара эсӗ халӗ курса тӑракан, илтессе те тахҫанах илтнӗ тӳрӗмарлӑх ӳссе кайӗ.
3 Езд 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Вӑл мана хуравласа: Ку — Турӑ Ывӑлӗ, лешӗсем вара — Ӑна ҫак тӗнчере ӗненсе пурӑннисем, терӗ.47. Он отвечал мне: Сам Сын Божий, Которого они прославляли в веке сем.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Унӑн умӗнче тусем чӗтренеҫҫӗ, сӑртсем ирӗлеҫҫӗ, Унӑн сӑнӗ умӗнче ҫӗр кисренет, тӗнче, тӗнчере пурӑнакансем пурте чӗтресе тӑраҫҫӗ.
Наум 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Эпӗ ҫут тӗнчере пуринчен те ӑслӑрах пулнӑран мар, патшана ӑнлантарса пама уҫӑлчӗ ку вӑрттӑнлӑх мана — эсӗ хӑвӑн чӗрӳне мӗн пӑлхатнине пӗлӗн.
Дан 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
64. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, хӑйсен аллисем тунӑ ӗҫӗсене кура тавӑрса парсамччӗ вӗсене; 65. вӗсен чӗрисене минретсемччӗ, вӗсем ҫине Хӑвӑн ылханна ярсамччӗ; 66. эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ вӗсене ҫиллӳпе хӑваласамччӗ, тӗнчере юлмиччен пӗтерсе тӑксамччӗ.
Хӳх 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Езекия, Иудея патши, хӑй чирленӗ чухне тата чиртен сывалса ҫитсессӗн тунӑ кӗлӗ: 10. «ӗнтӗ ҫапла шухӑшларӑм: ӗмӗрӗм варринчех ҫӗр тӗпӗн хапхинчен кӗмелле иккен манӑн; эпӗ юлашки ҫулсемсӗр юлтӑм. 11. Ҫӳлхуҫана кураймӑп, Ҫӳлхуҫана чӗррисен ҫӗрӗ ҫинче кураймӑп; ҫак тӗнчере пурӑнакан ҫынсене те эпӗ урӑх кураймӑп; 12. кӗтӳҫӗ хӳшшине куҫарнӑ пек, манӑн килӗме вырӑнӗнчен куҫараҫҫӗ, ман патӑмран илсе каяҫҫӗ; пир тӗртекенӗ пирне тӗркеленӗ пек, манӑн та пурӑнӑҫӑма тӗркелес пулать-мӗн; мана Вӑл пир кумминчен касса пӑрахӗ; Эсӗ мана вилӗм парасса кунӗн-ҫӗрӗн кӗтрӗм. 13. Ирчченех кӗтрӗм эпӗ; арӑслан пек, Вӑл манӑн пӗтӗм шӑммӑм-шаккӑма тӗпретрӗ; Эсӗ мана вилӗм парасса кунӗн-ҫӗрӗн кӗтрӗм. 14. Сассӑм тӑрна сасси, чӗкеҫ сасси евӗрлех, кӑвакарчӑн евӗр йынӑшрӑм эпӗ; куҫӑм вӗҫсӗр тӳпенелле пӑхса ӗшенчӗ: эй Турӑҫӑм! йывӑр-ҫке мана, ҫӑлсамччӗ мана. 15. Мӗнех калайӑп?
Ис 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Пӗтӗм чунӑмпа ҫӗрле Сан патна ӑнтӑлтӑм, пӗтӗм ӑшӑм-чиккӗмпе, чунӑм-чӗмӗмпе ир-ирех Сана шырама пуҫлӑп: ҫӗр ҫинче Сан сутун ӗҫӗсем пулса пынӑ чухне тӗнчере пурӑнакансем тӳрӗлӗхе вӗренӗҫ.
Ис 26 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эй эсир, тӗнчере вырӑнаҫса ҫӗр ҫинче пурӑнакансем! ту ҫинче ялав ҫӗкленсессӗн — лайӑх пӑхӑр, трупа сасси янӑраса кайсассӑн — лайӑх тӑнлӑр!
Ис 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Турӑ пултарнисенчен ҫӗр ҫинче Еноха ҫитекенни никам та пулман: ӑна ҫӗр ҫинчен тӳпене илнӗ; 17. Иосиф пек ҫын та тӗнчере пулман: вӑл — тӑванӗсен пуҫлӑхӗ, халӑх шанчӑкӗ; унӑн шӑммисене те чыс кӑтартнӑ.
Сир 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Тӗнчере куҫран выҫҫи мӗн пур? Ҫавӑнпа вӑл мӗн курать, ҫавӑншӑн куҫҫуль юхтарать.15. Что из сотворенного завистливее глаза? Потому он плачет о всем, что видит.
Сир 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Тӗрлӗ халӑх хушшинче мана асӑрхамӗҫ: вӗҫсӗр-хӗрсӗр тӗнчере манӑн чунӑм мӗнех вӑл?17. Во множестве народа меня не заметят; ибо что душа моя в неизмеримом создании?
Сир 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вилӗме Турӑ пултарман, Вӑл пурӑнакансем вилнишӗн савӑнмасть: 14. Вӑл пурне те пурӑнӑҫшӑн тунӑ, тӗнчере мӗн пултарни пурте пурӑнӑҫа упрать, ҫӗр ҫинче синкерлӗ наркӑмӑш та ҫук, тамӑк патшалӑхӗ те ҫук.
Ӑсл 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эпӗ тата ҫут тӗнчере акӑ мӗнле ӑслӑлӑх куртӑм, вӑл мана пысӑк пӗлтерӗшлӗ пек туйӑнчӗ: 14. акӑ пысӑках мар хула, унта халӑхӗ те нумаях мар; ун патне аслӑ патша ҫитсе тӑнӑ та, хӗссе хурса, вӑйлӑн хупӑрласа илнӗ; 15. анчах хулара пӗр ӑслӑ чухӑн тупӑннӑ, ҫав хулана вӑл хӑйӗн ӑслӑлӑхӗпе ҫӑлса хӑварнӑ; апла пулин те ҫак чухӑн ҫынна никам та аса илмен.
Еккл 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.