Шырав
Шырав ĕçĕ:
2. Халӗ те акӑ санӑн халӑху, ту-сӑртлӑ ҫӗршывра пурӑнаканскер, мана хисеплеме пӗлнӗ пулсан, эпӗ ӑна хирӗҫ сӑннӑма ҫӗклеместӗмччӗ; хӑйсем валли хӑйсем ҫапла турӗҫ вӗсем.
Иудифь 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Акӑ ӗнтӗ пӗтӗм тапӑр йӑшӑлтатма пуҫланӑ, мӗншӗн тесессӗн Иудифь ҫинчен пур чатӑра та хыпар ҫитнӗ; чупса тухнӑ халӑх ӑна пур енчен те ҫавӑрса илнӗ, вӑл вара хӑйӗн ҫинчен Олоферна пӗлтерессе кӗтсе ун чатӑрӗ тулашӗнче тӑнӑ; 19. пурте ун илемӗнчен тӗлӗннӗ, ӑна пула Израиль ывӑлӗсенчен те тӗлӗннӗ, кашнийӗ тепӗрне каланӑ: ҫав халӑхӑн арӑмӗсем ҫакӑн пек пулсан, унран кам йӗрӗнме пултартӑр?
Иудифь 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Вӗсем айлӑмпа тӳррӗн кайнӑ, акӑ Иудифе Ассири ҫарӗн малти хуралӗ тӗл пулнӑ, 12. вӗсем ӑна ярса тытнӑ та ҫапла ыйтнӑ: эсӗ кам йӑхӗнчен пулатӑн, ӑҫтан килетӗн, ӑҫта каятӑн?
Иудифь 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Акӑ ӗнтӗ Ассири халӑхӗ хӑватланчӗ, учӗпе, юланутҫипе мӑнаҫланаҫҫӗ; ҫуран ҫарӗн вӑйӗпе мухтанаҫҫӗ, хулканне, сӑннине, уххине, чулравне шанаҫҫӗ, хӑйсем вара Эсӗ вӑрҫа-харҫа аркатакан Ҫӳлхуҫа пулнине пӗлмеҫҫӗ.
Иудифь 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Акӑ халӗ эсир Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫана сӑнатӑр, анчах нихӑҫан та нимӗн те пӗлеймӗр, 14. мӗншӗн тесессӗн эсир этем чӗрине витӗрех пӗлсе ҫитереймӗр, унӑн шухӑшӗн сӑмахӗсене те ӑнланса пӗтереймӗр: ара, ҫакна пултарнӑ Турра мӗнле сӑнама пултараятӑр эсир, Унӑн ӑсне, Унӑн шухӑшне мӗнле ӑнланаятӑр? Ҫук, тӑванӑмсем, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑра ан ҫиллентерӗр!
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Акӑ тӳпепе ҫӗр курса тӑтӑр — Туррӑмӑр, аттемӗрсен Ҫӳлхуҫи, пире хамӑрӑн ҫылӑхсемшӗн, аттемӗрсен ҫылӑхӗсемшӗн тавӑракан Турӑ, курса тӑтӑр, Вӑл паян эпир тархасланӑ пек тутӑрччӗ.
Иудифь 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эпир акӑ, унӑн тарҫисем, ҫав халӑха пӗр ҫынна пӗтернӗ пек пӗтерсе тӑкӑпӑр, вӗсем пирӗн утсен хӑватне чӑтса тӑраймӗҫ.3. Но мы, рабы его, поразим их, как одного человека, и не устоять им против силы наших коней.
Иудифь 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ вӑл хӑйӗн вӑйне ярӗ те, ҫӗр ҫинче вӗсен йӗрӗ те юлмӗ — Турри ҫӑлаймӗ вӗсене.Он пошлет свою силу и сотрет их с лица земли,-- и Бог их не избавит их.
Иудифь 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Акӑ пирӗн хуласем, унта пурӑнакансем вара — санӑн чурусем; куҫу мӗн кӑмӑллать, вӗсене ҫавӑн пек ту.
Иудифь 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Акӑ пурте санӑн умӑнта: пирӗн ялсем те, пирӗн ҫӗрсем те, пӗтӗм тулӑ уйӗсем те, сурӑх тата ӗне кӗтӗвӗсем те, пирӗн пӗтӗм кил-ҫурт та; вӗсемпе мӗнле усӑ курас тетӗн, ҫавӑн пек ту.
Иудифь 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вара Олоферн патне ҫакӑн пек килӗшӳ сӗнсе хыпарҫӑсем янӑ: 2. акӑ эпир, аслӑ Навуходоносор патша чурисем, сан уру умне ӳкетпӗр — пире мӗн тӑвас тетӗн, ҫавна ту.
Иудифь 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Канашлӑвӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн Ассири патши Навуходоносор хӑй хыҫҫӑн иккӗмӗш ҫын шутланакана, хӑй ҫарӗн тӗп ҫулпуҫне Олоферна, чӗнсе илнӗ те каланӑ ӑна: 5. аслӑ патша, пӗтӗм ҫӗр хуҫи ҫапла калать: акӑ ман умӑмран каятӑн та хӑй вӑйне шанакан арсене суйласа илетӗн, — ҫуран ҫын ҫӗр ҫирӗм пин пултӑр, нумай ут, вуникӗ пин юланутҫӑ пултӑр, — 6. унтан анӑҫ енчи пӗтӗм ҫӗре вӑрҫӑпа каятӑн, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ман сӑмахӑма пӑхӑнмарӗҫ.
Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ эпӗ Товия ывӑлӑма куратӑп, тенӗ.
Тов 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Акӑ хӗрӗме санӑн аллуна паратӑп, упра ӑна, ан кӳрентер, тенӗ.
Тов 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Товия вара акӑ ҫапла каласа кӗлтунӑ: эй аттемӗрсенӗн Турри, Эсӗ мухтавлӑ, Санӑн сӑваплӑ яту та мухтавлӑ, вӑл ӗмӗр-ӗмӗрех чаплӑ!
Тов 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Вара хӑй хӗрне Саррӑна чӗнсе илнӗ те, аллинчен тытса, ӑна арӑмлӑха Товияна парса ҫапла каланӑ: акӑ Моисей саккунӗ тӑрӑх ил те ман хӗрӗме аҫу кил-ҫуртне ертсе кай, тенӗ.
Тов 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Халь ӗнтӗ сана акӑ мӗн калам: Миди ҫӗрӗнчи Рага хулинче Гаваил, Гаврий ывӑлӗ, пурӑнать, ҫав ҫынна эпӗ вунӑ талант кӗмӗл упрама парсаттӑм.
Тов 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Эй Ҫӳлхуҫамӑм, халӗ акӑ эпӗ Сан еннелле пӑхса йӑлӑнатӑп; 13. Сана тархаслатӑп, ҫак ҫӗр ҫинчен манӑн чунӑма илсем, текех ӳпкевлӗ сӑмах илтмелле ан ту мана!
Тов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эпӗ хурланса йӗрсе ятӑм, чунтан хуйхӑрса, акӑ ҫапла каласа кӗлтурӑм: 2. эй Ҫӳлхуҫамӑм, Эсӗ тӳрӗ, Санӑн ӗҫӳсем, Санӑн ҫулусем пурте — ырӑлӑх та чӑнлӑх, Эсӗ ӗмӗрех тӗрӗс те тӳрӗ сутупа сут тӑватӑн!
Тов 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
89. Вара Иехония — Израиль йӑхӗнчен тухнӑ Иоиль ывӑлӗ — кӑшкӑрса ярса каланӑ: эй Ездра! эпир, ҫак вырӑнти ют халӑхсен хӗрӗсене качча илсе, Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫылӑха кӗтӗмӗр; акӑ кунта халӗ пӗтӗм Израиль: 90. Ҫӳлхуҫа умӗнче тупа тӑвар: санӑн тата Турӑ саккунне пӑхӑнса тӑракансенӗн шухӑшӗпе пӗр килсе, эпир хамӑрӑн ют халӑхсенчен илнӗ арӑмсене пурне те ачисемпе пӗрле каялла ярӑпӑр.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.