Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулса (тĕпĕ: пул) more information about the word form can be found here.
Штокман полк комиссарне штабра тӗл пулчӗ, урӑх пӳлӗме чӗнсе тухса, хӗрлӗармеецсемпе пулса иртнӗ хирӗҫӳ ҫинчен хумханса каласа пачӗ, вӗсене арестлеме сӗнчӗ.

Штокман застал комиссара полка в штабе, вызвал его в другую комнату, взволнованно передал о стычке с красноармейцами, предложил произвести аресты их.

XLVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ан кулянӑр! — мӑнкӑмӑллӑн ҫирӗплетсе каларӗ те Дарья кӑштах хӗстернӗ куҫӗсене выляткаласа Григорий ҫине тинкерчӗ, хӑраса ӳкенҫи пулса, пӳрт еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ.

— Будьте покойные! — горделиво подтвердила Дарья и, поглядывая на Григория поигрывающими, прижмуренными глазами, с деланным испугом оглянулась на курень.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Эпӗ хамшӑн хам хӑрушӑ пулса ҫитрӗм…

Я сам себе страшный стал…

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пушмак пӳшкӗнне хытарам пек туса, тӗрӗссипе питне Григорирен пытарасшӑн пулса, ҫӗрелле пӗшкӗнчӗ, ыйтрӗ:

Нагнувшись, будто бы для того, чтобы завязать ремешок у чирика, а на самом деле пряча от Григория лицо, спросила:

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ҫапла пулса тухать те вӑл.

— Вот оно и подходит в точку.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Йӑлтах турӑ каланӑ пек пулса пырать.

По божьему указанию все вершится.

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Анчах Лукинична хӑпмарӗ унран, Григорие кӳреннӗ пек пулса, чӗтреме пуҫланӑ тутине пӗркелентерсе хучӗ.

Но та уперлась на своем, даже будто бы обиделась на Григория и под конец в оборочку собрала дрогнувшие губы:

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗри хуйхӑпа хупланӗ амӑшӗн чӗри, куҫҫульпе шӑварӑнӗҫ унӑн сӳнӗк куҫсем, унтан кашни кунах, яланах ҫапла, вилсе выртичченех вӑл тахҫан хӑй варӗнче йӑтса ҫӳренӗ, чӗп-чӗр юн пулса тата хӗрарӑм асапӗпе асапланса ҫуратнӑ, кайран таҫти пӗлмен-туман Дон ҫӗрӗнче тӑшман аллинчен пӗтнӗ ывӑлне асӑнса пурӑнӗ…

Горючей тоской оденется материнское сердце, слезами изойдут тусклые глаза, и каждодневно, всегда, до смерти будет вспоминать того, которого некогда носила в утробе, родила в крови и бабьих муках, который пал от вражьей руки где-то в безвестной Доншине…

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Пӗр-икӗ эрне стройра, ҫапӑҫусемпе тытӑҫусенче пулса курӗ, чунӗпе хытӗ те, унтан, кур ав, тыткӑна илнӗ хӗрлӗармеец патне пырса тӑрӗ, урисене чармакласа, аяккалла чӑртлаттарса сурса, пӗр-пӗр кӑйӑк чӗреллӗ вахмистр пек, сӑмахӗсене шӑл витӗр сӑрхӑнтарма, улшӑнчӑклӑ хулӑн сасӑпа ыйтма пуҫлӗ:

Неделю-две пробудет в строю, в боях и стычках, зачерствеет сердцем, а потом, смотри еще, как-нибудь будет стоять перед пленным красноармейцем и, отставив ногу, сплевывая в сторону, подражая какому-нибудь зверюге-вахмистру, станет цедить сквозь зубы, спрашивать ломающимся баском:

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Мӗн пулса иртет кунта?

Help to translate

XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӑй хыҫӗнче мӗн пулса иртнине, ним ҫухату тӳсмен сотня мӗншӗн сасартӑках ҫапла тарма пуҫланине ӑнланас тесе, Григорий ҫеккунтлӑха кӑна утне майӗпентерех ячӗ.

Только на единую секунду Григорий укоротил бег коня, пытаясь уяснить, что же произошло позади, почему сотня, не понесши урону, неожиданно ударилась в бегство.

XLIV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӗсем курас килми пулса ҫитнӗ винтовкисене стена ҫумне сӗвӗнтерсе самантлӑха та пулин алла пуртӑ е сава тытас, шӑршлӑ хӗрлӗ хӑваран ҫатан ҫыхса е тата ҫурхи ӗҫсем тӗлне сӳре е урапа хатӗрлесе чунӗсене кантарас килнипе килӗсене кая-кая килчӗҫ.

Они ездили домой на побывку, чтобы хоть на минутку, прислонив к стене опостылевшую винтовку, взяться руками за топор или рубанок, чтобы сердцем отдохнуть, заплетая пахучим красноталом плетень или готовя борону либо арбу к весенней работе.

XLIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хӗрӗнкӗ пуҫпа позицисене каясси кулленхи йӑла пулса тӑчӗ.

Случаи выхода на позиции в пьяном виде стали обычным явлением.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫав кунсенче Григорий, усал шухӑшсенчен хӑпма тӑрӑшса, ӑстӑнне ансухлатас, йӗри-тавра пулса иртекен тата хӑй унта тӳрремӗнех хутшӑнакан ӗҫсем ҫинчен шухӑшлас мар тесе, ӗҫме тытӑнчӗ.

В эти дни Григорий, уходя от черных мыслей, пытаясь заглушить сознание, не думать о том, что творилось вокруг и чему он был видным участником, начал пить.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Каргински станица повстанецсен 1-мӗш дивизийӗн тӗп пункчӗ пулса тӑчӗ.

Станица Каргинская стала опорным пунктом для 1-й повстанческой дивизии.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Ирхине, ҫапӑҫу пӗтсен, ачасене шӑрпӑкпа пулса иртнӗ мыскара ҫинчен каласа кӑтартрӑм та, тусӑм кала хур мана: «Эсӗ зажигалкуна ҫухатрӑн-и-мӗн, Сергей?» — тет.

— Ребятам утром, после боя, рассказываю, какой у меня со спичками номер вышел, а дружок мой говорит: «А зажигалку, Сергей, разве ты потерял?»

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вӑт ҫавӑн чух вара, атте, мана чӑн та хӑрушӑ пулса килчӗ.

И вот, папаша, тогда мне стало страшно.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Ҫӗрле секретра пулса та, йӗпетрӗм урана.

Ночью в секрете был, промочил ноги.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Тепӗр ирхине 2-мӗш батальон, тревогӑпа вӑранса, винтовкӑсемпе хӑвӑрт строя йӗркеленсе тӑчӗ, перекличка пулса иртрӗ.

Наутро 2-й батальон по тревоге сбегался «в ружье», шла перекличка.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Елански, Букановски, Слащевски тата Кумылженски станицӑсенчи коммунистсемпе совет работникӗсем ҫумне хӗрлӗармеецсене хушса панӑ та, ҫак дружина вара самаях пысӑк вӑй пулса тӑнӑ.

Еланские, букановские, слащевские и кумылженские коммунисты и советские работники, пополненные красноармейцами, составляли довольно внушительную боевую единицу.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed