Шырав
Шырав ĕçĕ:
Казначейӗ Дорошенко штабс-капитанччӗ, — тӗксӗм те хаяр ҫын, пуринчен ытла «фендриксем» тӗлӗшпеле.Казначеем был штабс-капитан Дорошенко — человек мрачный и суровый, особенно к «фендрикам».
XII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Шевчук тӗксӗм сӑнпа ҫӗкленет те, баспала сӑмса витӗр уҫӑмсӑррӑн нӑрласа, кашни ҫаврӑнӑш хыҫҫӑнах пӑнчӑ лартать тейӗн, васкамасӑр калать:
XI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ромашов ҫав-ҫавах картсем, кӗмӗл тата хут укҫасен куписем, пурӑпа ҫырса тултарнӑ симӗс пустав ҫине пӑхнӑччӗ, унӑн йывӑрланса, тӗтреленсе ларнӑ пуҫӗнче, вара ҫаплах пӗрешкел шухӑшсем ӳркевлӗн пӑтрашӑнчӗҫ: хӑй анса, пӗтсе пыни те кичем, тӗксӗм пурнӑҫӑн тасамарлӑхӗ ҫинчен.
IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Темле хӗсӗк, тӗксӗм, вараланчӑкскер…
IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ромашов, Петерсонӑн ырхан, пӗркеленнӗ, тӗксӗм ӗнси ҫине пӑхнӑччӗ те, нимӗн шарламарӗ.Ромашов молчал, смущенно глядя на худую, темную и морщинистую шею Петерсона.
IX // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Анчах капӑррӑн хӗпӗртесе ялкӑшакан ҫав тӗнче хӗрринче, таҫта, аякри-аякри горизонтра, тӗттӗм, тискер пӑнчӑ тӑрса юлнӑ: унта йывӑр та кичем службӑллӑ, рота шкулӗсемлӗ, пухури ӗҫкӗсемлӗ, хӗн-тертлӗ те йӗрӗнчӗк юрату ҫыхӑнӑвӗсемлӗ, юншӑхлӑ та пӗчченлӗхлӗ сӑрӑ, тӗксӗм хула ластанки пытарӑнса ларнӑ.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Нимӗнле пылчӑк, салхулӑх, пурнӑҫӑн тӗксӗм пӗрешкеллӗхӗ ҫукчӗ, ӳт-пӳре хаваслӑхчӗ, чун-чӗре таса та ҫутӑ, вӑл ним шухӑшсӑр савӑнӑҫпа вылять.
V // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Унӑн тӗк мӑйӑхлӑ, вӑрҫӑнма хатӗр, ырӑ пичӗ хӗрелсе кайрӗ, вӑкӑрӑнни евӗр, пысӑк, тӗксӗм куҫӗсем ҫилӗллӗн йӑлкӑшса илчӗҫ.
IV // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Тӗсне ҫухатнӑ, ватӑлла тӗксӗм, хаяр куҫӗсем унӑн шӑтарасла тӳп-тӳррӗн тӑрӑнни, гипноз тӑвать тейӗн, салтаксене вырӑнтах хытара-хытара лартнӑ, лешсем вара, хӑранӑран, ун ҫине пӗтӗм кӗлеткипе туртӑнса, аран ҫех сывласа, пач мӑчлатмасӑр пӑхнӑ.
I // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ку ҫӗрпӳрт чӑнах та тӗксӗм тӗрме пекех.Пещера и в самом деле могла сойти за довольно-таки мрачную темницу.
Ҫирӗм саккӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Лампа питӗ тӗксӗм ҫунатчӗ, ӑвӑс ҫуртаран тем чухлех начарччӗ.Светильник горел очень тускло, гораздо хуже, чем восковая свеча.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Вӑл вара Егорушкӑна икӗ хутлӑ пысӑк ҫурт патнелле илсе кайрӗ; ҫурчӗ тӗксӗм те тӗттӗм, N хулинчи турӑ заведенийӗ пек туйӑнать.
VIII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
— Егорий, ме, тыт! — аялтан темле пысӑк тӗксӗм япала тӑсса кӑшкӑрчӗ Пантелей.— Егорий, возьми! — крикнул Пантелей, подавая снизу что-то большое и темное.
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Манса кайнӑ пуль ун ҫинчен, хуть те мӗн пултӑр тесе пӑрахнӑ пуль ӑна текен чӑтма ҫук хӑрушӑ та тискер шухӑша чӑтаймасӑр, вӑл темиҫе хутчен те лав ҫинчен сиксе анса пӗр ҫаврӑнса пӑхмасӑр ҫулпа каялла ыткӑнас патнех ҫитрӗ, анчах ҫул хӗрринчи тӗксӗм те чӗмсӗр хӗрессене аса илни — вӗсене вӑл, шутламалли те ҫук, тӗл пулатех — тата аякра ҫиҫӗм ялтӑртатни кашнинчех ӑна ҫапла тумашкӑн чарса тӑчӗҫ…
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Сасартӑк Вася тӳрленсе тӑчӗ те, тӗксӗм куҫӗсемпе таҫта пӗр пӑнча тӗллесе, хӑлхине тӑратрӗ.Вдруг среди тишины Вася выпрямился и, устремив свои тусклые глаза в одну точку, навострил уши.
VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Лавккинче икӗ пысӑк та тӗксӗм пӳлӗм: пӗринче лайӑх таварсемех сутаҫҫӗ, тепӗр пӳлӗмне тикӗт пички, хӑмӑт-йӗнерчӗк тата ытти ҫавнашкал япала тултарнӑ; унтан сӑранпа тикӗт шӑрши тутлӑн кӗрет.
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Васьӑн ҫаврака янахӗ, унӑн тӗксӗм те калама ҫук ҫивчӗ куҫӗсем, ҫӑварӗнчи пулӑ хӳри, ырашпӑтрине вӑл мӗнле ачашшӑн чӑмлани — ҫаксем пурте ӑна пӗр-пӗр чӗрчун евӗр кӑтартрӗҫ.
V // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Витрине аяла антарсан, хура сухаллӑ Кирюха хырӑмӗпе пус пури ҫине выртрӗ те, лӑсканчӑк пуҫне, хулпуҫҫийӗсене тата кӑкӑрне ҫурри таран тӗксӗм шӑтӑкалла чикрӗ, Егорушкӑна ӗнтӗ унӑн ҫӗре аран-аран перӗнсе тӑракан кӗске урисем ҫеҫ курӑнчӗҫ: пус тӗпӗнче аякра хӑй пуҫӗн мӗлкине асӑрхасан, Кирюха савӑнса кайрӗ те ухмахла хулӑн сасӑпа ахӑлтатма тытӑнчӗ, пус тӗпӗнчен ҫав сасӑсемех ӑна тепре ҫаврӑнса килсе хирӗҫ илтӗнчӗҫ; вӑл тӳрленсе тӑрсан, унӑн пичӗпе мӑйӗ хӑмач пек хӗрелсе ларни курӑнчӗ.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Графиня кунта ҫапла килсе кӗни пурне те питӗ хытӑ пӑлхантарса янӑ пулас, мӗншӗн тесен Дениска та пулин пӑшӑлтатса кӑна калаҫрӗ, тур лашисене те вӑл пӗр чӗрӗк ҫухрӑм кайсан тин, иртен-ҫӳренсен ҫурчӗ вырӑнне тӗксӗм ҫутӑ пӑнчӑ курӑнма тытӑнсан ҫеҫ, кӑшкӑрса туртса ҫапрӗ.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Пӳлӗмӗнче питӗ тӗксӗм, сивлек.
III // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.