Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иксӗмӗр the word is in our database.
иксӗмӗр (тĕпĕ: иксӗмӗр) more information about the word form can be found here.
— Эсӗ мӗн шӑл йӗрсе тӑратӑн, кил, атя иксӗмӗр пӗрле каяр.

— Ты чего скалишься, поедем со мной!

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Аттепе иксӗмӗр улӑхра утӑ ҫулатпӑр пек те, йӗри-таврах, анкарти хыҫӗнчи шур тӑрӑллӑ чечексем евӗр, ҫӑлтӑрсем сапаланса выртаҫҫӗ пек, — пушмак пӑрӑвӑнни пек ӑшӑ куҫӗсене ҫутӑлтарса калама тытӑнчӗ йӑваш Прохор Зыков; — ҫулатпӑр пек хайхи, курӑкӗ ҫава касса уҫӑлми йӑванса пырать пек…

Будто косим мы с батей сено в лугу, а миру кругом высыпало, как ромашки за гумнами, — говорил, сияя ласковыми телячьими глазами, смирный Прохор Зыков, — косим мы это, трава так и полегает…

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Пӗркун Петропа иксӗмӗр сарайсем витрӗмӗр те, вӑл сана лашуна йӗркеллӗ тыткалама, служба ӗҫӗнче лайӑх пулма сунать.

Надысь крыли с Петром сараи, и он тебе велит коня блюсть и сохранять.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпир сана питӗ пысӑк салам тата санӑн аннӳ Василиса Ильниничнӑпа иксӗмӗр пӗтӗм чӗререн аҫу-аннӳ пиллӗхӗ яратпӑр.

Шлем мы тебе нижайший поклон и от всего родительского сердца, с матерью твоей Василисой Ильинишной, родительское благословение.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Капла пӗтмеллипех пӗтетпӗр эпир иксӗмӗр.

А то вовзят пропадем мы с тобой!

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Эпир иксӗмӗр, ваше превосходительство, пур енчен те аван ҫынсем, анчах сӑмахсем кӑна шӑршлӑ пирӗн.

— Мы с тобой, ваше превосходительство, всем хороши, только вот носы у нас говенные!

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпир иксӗмӗр пуян ҫынсем, авӑ епле!.. — Сашка аллисемпе ҫапкаланса илнӗ.

Мы с тобой богатые, во!.. — Сашка, корячась, широко расплескивал руки.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпир иксӗмӗр — пулӑпа шыв пекех.

Мы с тобой как рыба с водой.

14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Иксӗмӗр ӑҫта та пулин кайса кӗрӗшӗпӗр те пурӑнӑпӑр.

— Где-нибудь наймемся обое, будем жить.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ӑҫта кайӑпӑр-ха эпир, Аксюткӑпа иксӗмӗр?

Куда же мы пойдем с Аксюткой?

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Эпир санпала иксӗмӗр те вырӑссем.

Мы с тобой обое русские.

5 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Нумай пулать иксӗмӗр кайманни.

— Давно мы с тобой не ездили.

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Э-е… халӗ ӗнтӗ маншӑн та вӑл хӗрӗмпе пӗрех, — иксӗмӗр хӗрӗмӗре валли хатӗр-хӗтӗр ҫитерме… хулӑм укҫи… тӗрленӗ кӗрӗк, гетрпа калуш илсе парас пулать-ҫке-ха… капла пире кил-ҫуртри выльӑхсене илсе тухса сутма тивет.

А теперя оно все одно и моей дочери… для моей и твоей дочери такую кладку… опять же гетры с калошами и шуба донская… нам надо скотиняку с базу согнать и продать.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— …Шут турӑм та эп, пӗтерер пулӗ иксӗмӗр

— …Надумал я, давай с тобой прикончим…

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Мӗн-ха вара ывӑлсем: Петро килте ҫук, ӑна акӑ лагере ӑсатрӑмӑр, Гришкӑпа иксӗмӗр кӑна ӗҫе ҫавӑрттаратпӑр.

— Что ж сыны-то: Петра в лагеря проводил, двое с Гришкой и ворочаем.

10 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Аттепе иксӗмӗр, йывӑр тӑпри ҫӑмӑл пултӑр та-ха унӑн, клад шырани ҫинчен каласа паратӑп.

— Рассказываю, как мы с покойничком-батей, царство небесное старику, клад искали.

6 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Гришкӑпа иксӗмӗр каятпӑр.

— Мы с Гришкой вдвоем пойдем.

4 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Манӑпӑр иксӗмӗр хушӑра мӗн пулнине!

Забудем бывшее между нами.

III // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

— Мана пӗрмай такам хӑлхаран пӑшӑлтатнӑ пек туйӑнать, иксӗмӗр пирки калать пек: эсир малашне пӗр-пӗринпе час-часах тӗл пулаймӑр тенӗн туйӑнать.

— Мне все что-то будто на ухо шепчет, что вперед нам не видаться так часто.

I. Ганна // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Акӑ эпир кунта санпа иксӗмӗр калаҫса тӑратпӑр, ҫак вӑхӑтра Сталин юлташ хӑйӗн помощникӗсенчен ыйтать:

Вот мы тут с тобой разговариваем, а товарищ Сталин в это время спрашивает у своих помощников:

XVII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed