Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Куҫ the word is in our database.
Куҫ (тĕпĕ: куҫ) more information about the word form can be found here.
Тӑн умӗн ӗҫӗн тӗслӗхӗ --«чӗлхӗ вӗҫӗнчи сӑмах» — пулнӑ-и сирӗн кун пекки: мӗн калас тени куҫ умӗнчех, анчах сӑмахӗ ниепле те аса килмест?

Help to translate

Интуици ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1294

Шалти «куҫ», ӑшри туйӑм.

Help to translate

Интуици ҫинчен // Чӑвашла шухӑшла. https://t.me/chushu/1294

— Ҫамрӑк ӗмӗр, чӑнах та, тӗлӗк евӗр кӑна ҫав, куҫ хупса иличченех вӗлтлетсе иртет, — хӑй сисмесӗрех калаҫса кайрӗ Клава.

Help to translate

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

— Сима та пур сан, куҫ умӗнчех ыталанса ҫӳретӗн унпа.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— Пурӑнма пӗлмелле ӑна! — куҫ хӗссе илчӗ Лариса.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

— Кӑштах уҫӑлса килем-ха, Тамара, куҫ хупӑнсах ларать, — терӗ Сима аран-аран, таса мар аллисемпех пит-куҫне шӑлкаласа.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Куҫ хупса иличчен тенӗ пек вӗлтлетсе иртсе каять вӑл.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

П-пултар-сан, тӳпери ҫав куҫ хӗсекен ҫӑлтӑра пӗр шухӑшламасӑр татса парнелӗттӗм сана.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Авӑ тӳпери ҫӑлтӑрсем те, ӗмӗр-ӗмӗр яшлӑх вучӗпе ҫунаканскерсем, лапсӑркка йывӑҫ айӗнче ыталанса тӑракан ҫамрӑк мӑшӑра пиллесе, аякри асамлӑ ҫутисене вӗсем патне ҫитерме тӑрӑшаҫҫӗ, ҫамрӑклӑхӑн манӑҫми каҫӗсене илемлетсе, пӗр-пӗрин хушшинче ӑмӑртсах куҫ хупмалла выляҫҫӗ.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Куҫ умне пулакан сарӑ кӑвак чечексем ҫине ытараймасӑр пӑхрӗ вӑл, кӳлӗ хӗррине пырса тӑчӗ.

Help to translate

Ирхи сывлӑм // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 84–112 с.

Яшка пӗҫерме лартрӗ те ҫӗрулми шуратма манчӗ, пӳлӗмне тирпей кӳртес терӗ, кӑшт-кашт пуҫтаркаласанах пӗр вырӑнта хытса тӑчӗ, ӑсран тайӑлнӑ ҫын пек ҫӗрелле куҫ илмесӗр пӑхма пуҫларӗ.

Help to translate

10 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Куҫ умӗнче тенӗ пекех улшӑнчӗҫ вӗсем.

Help to translate

10 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Участок куҫ умӗнчех ӳссе, ҫирӗпленсе пырать.

Help to translate

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Корнеев куҫ хӗррипе Лидӑпа хӗрсем ҫине пӑхса илчӗ, каллех хӑй вырӑнне тӑрса ӗҫе пикенчӗ.

Help to translate

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Санпа юнашар ӗҫленӗ май эсӗ ман куҫ умӗнче, ҫавӑнпа калатӑп.

Help to translate

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Ревлен Петрович, эпир заявленисене чӑнах та каялла илме шутларӑмӑр, — тантӑшӗсем ҫине куҫ хӳрипе пӑхса илсе пуриншӗн те хуравларӗ Лида.

Help to translate

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Кунта норма тултарайман рабочисене аслӑ мастер, Владимир Сергеевич, куҫ уҫтарма памасӑр намӑслантаратчӗ, вӑрҫатчӗ, ахаль те пӑсӑк кӑмӑла пӗтӗмпех ҫапса хуҫатчӗ.

Help to translate

5 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ҫавӑнпа вӗсем пӗрремӗш ачине куҫ шӑрҫине сыхланӑ пек сыхларӗҫ, чун-чӗрери юратӑва пӗр чӗптӗм юлмиччен ӑна ҫеҫ парнелерӗҫ, тулли иртӗхтерчӗҫ, чи хаклӑ, хитре ҫи-пуҫпа ҫӳретме тӑрӑшрӗҫ.

Help to translate

Ав, вӗрен Петюкран! // Василий Сипет. «Тӑван Атӑл». — 2005, 2№ — 72-73 с.

Стройкӑри ӗҫ илӗртнӗ пулать ӑна, ҫапла пулмасӑр, ват ҫынна улталаймӑн, ара ашшӗ-амӑш куҫ хыҫӗнче ирӗк пурнӑҫ ҫав ӗнтӗ.

Help to translate

Кӑмӑл улшӑнчӗ // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 90–95 с.

Сап-сарӑ ҫӳҫлӗ Санюк сӑнӗ куҫ умӗнчен каймарӗ.

Help to translate

Пӗр ҫулӑхсан… // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 85–90 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed