Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулса (тĕпĕ: пул) more information about the word form can be found here.
— Калӑр-ха, — кӑсӑкланчӗ Коробин, Мажаровӑн ҫепӗҫсӗрлӗхне асӑрхаман пек пулса, ӑна мӗнле те пулин иментерме тӑрӑшса.

— Скажите, — как бы игнорируя невежливость Мажарова и желая хоть чем-нибудь смутить его, поинтересовался Коробин.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Пурте тӑрук пулса иртрӗ — мана главкран ырӑ сунса ячӗҫ, пуҫлӑх вара сывпуллашнӑ чухне чуп тума тытӑнчӗ.

Все решилось сразу — меня отпустили из главка с добрыми напутствиями, а начальник полез на прощанье целоваться.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Алексей Макарович пӳлӗмне каялла таврӑнсан, унта Мажарова темскер сисмелле мар улшӑннӑ пек туйӑнчӗ, килти савӑнӑҫлӑ хӑтлӑх вырӑнне темле ӗҫлӗ, кӑштах официаллӑ йӗрке пулса тӑнӑ.

А когда вернулся назад в спальню, в ней что-то неуловимо изменилось — вместо домашнего радушия и уюта царила уже деловая и даже чуть официальная атмосфера.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эпӗ шалт тӗлӗнетӗп, мӗнле хама хам улталаса, юнашарта мӗн пулса иртнине курмасӑр пурӑннӑ-ха эпӗ…

Я просто поражаюсь, в каком угаре самообмана я жил, не замечая того, что делается рядом…

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ун пек ҫынна хӑйне ҫеҫ йышӑнмаҫҫӗ-ҫке-ха ӑна, вӑл пур ҫӗрте те, пуриншӗн те пирӗн парти представителӗ пулса тӑрать.

Ведь такого деятеля принимают не только самого по себе, он везде и для всех является представителем нашей партии.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ӑна иртнӗ пурнӑҫӗнче нимӗн те пулман пек туйӑнчӗ — вӑрҫӑ та пулман, министерствӑра та ӗҫлемен, вӑл каллех ача ҫуртӗнче ӳсекен ача пулса тӑчӗ.

Словно не было ничего позади — ни войны, ни упорных лет учения, ни работы в министерстве, — он снова стал детдомовским подростком.

7 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Константина хӑй: «Акӑ эпир те ҫитрӗмӗр»! тесе кӑшкӑрнишӗн те, хӑйне юриех хаваслӑ кӑтартма тӑрӑшнишӗн те намӑс пулса кайрӗ.

И Константину стало стыдно и за это фальшивое «вот и мы», и за деланное свое бодрячество.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Машинӑ ҫинче Васена каласа кӑтартнине итленӗ чухне Мажаров чунтанах савӑнчӗ — Яранцевсен ҫемйинче те, юлашки вӑхӑтра унпа хӑйӗнпе пулса иртнӗ пекех, темӗнле улшӑнусем пулса иртеҫҫӗ иккен.

Слушая в машине Васену, Константин радовался — в семье Яранцевых происходило что-то родственное тому, что переживал в последнее время он сам.

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

«Манӑн ӑна хам кам иккенне калас пулать, — шухӑшларӗ вӑл. — Эпӗ чӗнмесен, вӑл ҫакна тӗрӗс мар ӑнланма, эпӗ хама ун умӗнче айӑплӑ туйнӑ пек ӑнланма пултарать. Анчах эпир пӗр-пӗрне курманни вунӑ ҫула яхӑн иртнӗ-ҫке, эпир иксӗмӗр те улшӑннӑ, урӑх ҫынсем пулса тӑнӑ, туйӑмсенчен йӗрри те юлман-и, тен, эпӗ вара хама ҫавӑншӑн пустуях асаплантаратӑп».

«Я должен в конце концов решиться и сказать ей, кто я, — думал он. — Мое молчание она может неправильно истолковать, будто я чувствую себя в чем-то виноватым перед нею. Но ведь прошло почти десять лет, как мы расстались, оба изменились, стали другими, и я напрасно мучаю себя тем, от чего наверняка уже не осталось и следа».

6 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ку 1960-мӗш ҫулсенче пулса иртнӗ.

Это произошло в 1960-х годах.

Яшпашьелсем // Константин МАЛЫШЕВ. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 3 стр.

Ҫакӑ тӑватӑ уйӑх каялла пулса иртрӗ.

Help to translate

Туслӑх тата пулӑшу // Иршат Хамидуллин. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 3 стр.

Пурте Константиншӑн кӗтмен ҫӗртен пулса тухрӗ, тахҫан иртсе кайни унран темӗнле ответ кӗтнӗ пек, сасартӑк хӑйӗн ҫинчен аса илтерчӗ, Константин ҫакӑнтан мӗнле ҫӑлӑнса тухам-ши тесе пуҫне ватрӗ.

Все сваливалось как снег на голову — прошлое неожиданно напоминало о себе, словно требовало от Константина какого-то ответа, и он мучительно искал выхода из положения, в котором очутился по воле случая.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ну мӗнех, — терӗ Мажаров тӑсарах, тем каласшӑн пулса.

— Ну что ж, — неопределенно протянул Мажаров.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑчӑрипе ҫип пек усӑнтарса, Константин ӑна сыпӑкӑн-сыпӑкӑн хуҫлатса ывӑҫ тупанӗ ҫине хунӑ, вӑл вара куҫа аран курӑнакан ылтӑн купи пек пулса тӑнӑ.

Вытянув в нитку цепочку, Константин, любуясь, укладывал ее звенышко за звенышком на ладонь, и она становилась едва заметной кучечкой золотого песка.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тепӗр уйӑхран мӗн пулса иртнине аса илме Мажарова шутсӑр намӑс пулнӑ, вӑл ӑна ӳкӗнмесӗр аса илме те пултарайман.

Все, что случилось месяц спустя, Мажаров не мог потом вспомнить без жгучего стыда и раскаяния.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хӗр ҫеҫ, вӑтаннипе хӗп-хӗрлӗ пулса кайнӑскер, кулмарӗ.

Не смеялась одна только девушка, вся пунцовая от смущения.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ай, мӗн эсир! — хӗр хӗп-хӗрлӗ пулса кайрӗ.

— Ой, что вы! — Девушка вся вспыхнула.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тутӑр айӗнчен унӑн ҫутӑ ҫамки ҫине ылтӑн тӗслӗ кӑпӑш ҫӳҫ пайӑркисем туха-туха каяҫҫӗ, вӑл вӗсене вӗҫӗмрен тӳрлетет, йӗри-тавра мӗн пулса иртнине пӗчӗк ача пек кӑсӑкланса сӑнать.

На ее покатый лоб выбивались из-под платка пушистые пшеничные кудерки, она то и дело прятала их обратно и с детским любопытством наблюдала за всем, что происходило вокруг.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Константин Мажаров кирек мӗне те, пурне те каҫаракан ҫын пулса тӑман, ҫапах та халӗ вӑл амӑшӗ ҫинчен урӑхла аса илнӗ, вӑл йӑнӑшма пултарнине, унӑн тӗттӗмлӗхне шута илнӗ, ку ӑна хӑйӗн ҫамрӑк чухнехи идейлӑхӗ ҫине те урӑхла пӑхма май панӑ.

Время не сделало Константина Мажарова всеядным и всепрощающим, но оно иначе окрасило воспоминания о матери, со всеми ее заблуждениями и дикой темнотой, позволило по-иному взглянуть и на идейную категоричность молодости, которая во имя классовой непримиримости наотмашь рубила по чувствам кровного родства…

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ача ҫурчӗ Костьӑшӑн часах тӑван кил, Алексей Макарович Бахолдин вара чи ҫывӑх та хаклӑ ҫын пулса тӑнӑ.

Скоро детдом стал для Кости родным, а самым близким и дорогим человеком — Алексей Макарович Бахолдин.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed