Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ҫемье the word is in our database.
ҫемье (тĕпĕ: ҫемье) more information about the word form can be found here.
Хӗрарӑмсем ҫемье вучахне епле упранине кӑна мар, пушӑ вӑхӑта усӑллӑ ирттернине те кӑтартса панӑ.

Help to translate

Уяв хаваслӑ иртнӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

75 тенкине малтан тӳленӗ, тепӗр ҫуррине тӳлеме ҫемье укҫа тупайман.

Help to translate

Вӗренмелли унран нумай // З.ПОРТНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Ачана ҫамрӑкранах сывӑ пурнӑҫ йӗркипе анчах туслашма хӑнӑхтарас ӗҫре ҫемье тата шкул пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Инкексенчен хӑтӑласчӗ // Л.ЕГОРОВА. «Елчӗк Ен», 2016.03.10

Унта генеалоги несӗле вӗрентекен тата хатӗрлеме пулӑшакан, хӑш-пӗр йӑх, ҫемье мӗнле пуҫланса кайнине, вӗсем хушшинчи тӑванла ҫыхӑнӑва палӑртакан истори дисциплини пулнине ӑнлантарнӑ.

Help to translate

Вӗренӳ пособийӗ пичетленнӗ // Э.ЭЛИНА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.11

2015 ҫулта ял тӑрӑхӗсенче 3559 арҫын авланнӑ, вӗсенчен 32-шӗ - урҫа, 488-шӗ - уйрӑлнисем, иккӗмӗш хут ҫемье ҫавӑрнӑ.

В сельской местности в 2015 году 3559 мужчин женились, из них 32 - вдовца, 488 - разведенные, женились во второй раз.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ҫирӗмрех суту-илӳ ӗҫне кӳлӗннӗ: ҫемье завочӗсем валли чӗртавар хатӗрлессипе тӑрӑшнӑ.

Help to translate

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Татьяна Николаевна качча тухнӑ ҫемье - педагогсен династийӗнчен.

Семья, куда вышла замуж Татьяна Николаевна - из династии педагогов.

“Хĕрлĕ парăс” халĕ те тыткăнлать // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Сӑмах май, хӑшӗ-пӗри Турӑ ҫырнӑ ҫыннине те унтах тупать, ҫемье ҫавӑрать.

Help to translate

Сусăр пулсан та хевтесĕр мар // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 10; 31№

Ӗҫпе канӑва шайлаштарса пурӑнаканскерсем, ялти ансамбле юрлама ҫӳреме те, ачисемпе пӗрле лагерьсенче канма та, ҫемье уявӗсене кӑмӑлтан ирттерме те мехел ҫитереҫҫӗ.

Help to translate

Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

Паян тулли ҫемье тулли савӑнӑҫпа пурӑнать.

Сегодня целая семья живет полной радостью.

Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

«Паян эпир телейлӗ ҫемье — пирӗн хӗр те, ывӑл та пур. Малашнехи ӑраскалӗсем ҫеҫ ҫутӑ пулччӑр», — амӑшӗ ачисене пил парса пуҫӗсенчен кӑмӑлтан шӑлать.

Help to translate

Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

Аслӑ хӗрӗме хамӑр ҫемье членӗ тӑвас тенӗ чухне мӑшӑрӑмпа ҫав тери пӑлхантӑмӑр.

Help to translate

Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

Пӗррехинче вара ҫемье «консилиумӗнче» ача усрава илес текен шухӑш ҫуралнӑ хыҫҫӑнах, Татьяна Николаевна калашле, Узалуковсенчен телейлӗ ҫын та пулман.

Help to translate

Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

Нӑрваш Шӑхалӗнчи ҫемье ӑшшин тӗпелӗнчен никам та начар туйӑмпа тухас ҫук.

Help to translate

Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

— Ку тӗлӗшпе пирӗн ҫемье династийӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ.

Help to translate

Çемье ăшшин тĕпелĕнче — Узалуковсем // Альбина ЕГОРОВА. «Авангард», 2016, пуш, 4

Пурнӑҫра чи пӗлтерӗшли, чи хакли — пӗртен пӗр ҫемье.

В жизни самое главное, самое ценное - только одна семья.

Тӗнче пӑсӑлчӗ // Ева Лисина. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Ольга Юрьевна пӗрлӗх опычӗпе паллаштарнӑ, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ «Кашни ҫын пурнӑҫӗнче тӗп вырӑнта - ҫемье», «Чӑваш Ен - халӑхсен тата культурӑсен пӗрлӗхӗн вӑйӗ» проектсене епле пурнӑҫласа пыни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Help to translate

Чăваш хĕрарăмĕсем - Раççейре чи малтисем // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.05

Вӑл ҫемье хаклавне мала хурать.

Help to translate

Мĕнлерех вăл паянхи хĕрарăм? // Хаҫат редакцийӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Статистика ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, хӗрсем пӗрремӗш хут 25-ре качча тухаҫҫӗ, иккӗмӗш хут ҫемье ҫавӑракансем вӑтамран - 37-ре.

Help to translate

Мĕнлерех вăл паянхи хĕрарăм? // Хаҫат редакцийӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

Чӑннипех ҫӑмӑл мар вӗсен ӗҫӗ: ҫемье, аудитори, производство площадки, врач кабинечӗ…

Help to translate

Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed