Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хуҫалӑх the word is in our database.
хуҫалӑх (тĕпĕ: хуҫалӑх) more information about the word form can be found here.
Аслӑ хӗрӗ Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче вӗренет.

Help to translate

Ҫуракинче - ҫур ӗмӗре яхӑн // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ҫакӑн пирки ЧР пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев март уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Мускавра Раҫҫей строительство тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗпе Михаил Меньпе иртнӗ тӗл пулура пӗлтернӗ.

Help to translate

Район 3,1 хут ытларах ҫурт-йӗр хута ярать // Тӑван Ен. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Ҫак утӑма тума ӑна ял хуҫалӑх предприятийӗнче практикӑра пулни те хистенӗ.

Help to translate

Яшсемпе хӗрсем – акӑ пирӗн пуянлӑх // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Сывӑ пурнӑҫ йӗркине кӑмӑллакансен хушшинче культура, медицина ӗҫченӗсем, сутуҫӑсем, персонал менеджерӗсем, хуҫалӑх ӗҫченӗсем, килте пӗчӗк ачисене пӑхакан амӑшӗсем…

Help to translate

Выляса канаҫҫӗ тӑрӑнсем! // Антонина Ефимова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Мӑшӑрӗсем пӗчченех хуҫалӑх тытса пыраҫҫӗ, ачисене ҫитӗнтереҫҫӗ, кил-тӗрӗшри мӗнпур ыйтӑва татса параҫҫӗ.

Help to translate

Чун витӗр кӑлармалла // Алексей МОСКОВСКИЙ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.03.12, 9№

Юлашки ҫулсенче пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх тытӑмне реформӑлас енӗпе нумай ӗҫ тунӑ.

В последние годы многое сделано в сфере реформирования системы жилищно-коммунального хозяйства.

Халӑхӑн йӑла ыйтӑвӗсене тивӗҫтерессин тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхӗн ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/news/2016/03/18/Pozdra ... jeva_s_Dn/

Чӑваш ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Мускавра Раҫҫей строительство тата пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗпе Михаил Меньпе тӗл пулса эконом-класлӑ ҫурт-йӗр ҫӗклес, «Раҫҫей ҫемйи валли ҫурт-йӗр» программӑна пурнӑҫа кӗртес, нумай хваттерлӗ ҫуртсене тӗплӗ юсассипе взноссем пухас, граждансене ҫӗрӗшнӗ ҫурт-йӗртен куҫарас, вӑрҫӑ участникӗсене хваттерсемпе тивӗҫтерес ыйтусене сӳтсе явнӑ.

Help to translate

Ҫурт-йӗр ыйтӑвӗсемпе // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Кашни хуҫалӑх субъекчӗн каяш ҫаврӑнӑшӗ, ҫав шутра ӑпӑр-тапӑра турттарса тӑрасси ҫинчен калакан саккуна пӑхӑнмалла.

Help to translate

Аван хаклав туртӑнма хистет // Ҫӗнтурӳ ҫулӗ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Килти хушма хуҫалӑх тытакансем еннелле утӑм тумаллах.

Help to translate

«Мӑшкӑл ку!» // Елена ПОРФИРЬЕВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Килти хушма хуҫалӑх тытакансем выльӑх-чӗрлӗх йышне ӳстерме те ӳркенмеҫҫӗ.

Help to translate

«Мӑшкӑл ку!» // Елена ПОРФИРЬЕВА. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

Шӑпах яваплӑ тапхӑра кӗске вӑхӑтра ирттерсе ярасси, ҫавӑн пекех ялсене аталантарасси пирки хускатрӗ те юнкун, мартӑн 9-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов бизнес-центрта район активӗпе, районти депутатсен Пухӑвӗн депутачӗсемпе, ял тӑрӑх пуҫлӑхӗсемпе ирттернӗ канашлура.

Help to translate

Районта — ял хуҫалӑх министрӗ // Авангард. «Авангард», 2016, пуш, 11

Ҫавӑн пекех канашлӑва хутшӑнакансем умӗнче 2016 ҫулхи июлӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа августӑн 15-мӗшӗччен иртекен Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх перепиҫне ирттерес енӗпе яваплӑ уполномоченнӑй Марс Абдуллин хӑш-пӗр ӗҫ йӗркисемпе паллаштарчӗ.

Help to translate

Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Район- та ҫурхи ейӳ сарӑлнӑ вӑхӑтра Пӑла юхан шывӗ ҫумӗпе вырнаҫнӑ Патӑрь-ел, Кӗҫӗн Арапуҫ, Тутар Тимеш, Тӑрӑн, Анат Туҫа, Вӑтаел ялӗсенчи хӑш-пӗр урамсене шыв илме пултарать (пурӗ 65 хуҫалӑх, 200 ытла пурӑнакан).

Help to translate

Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

Кун йӗркинчи чи ҫивӗч ыйтусем: ҫурхи шыв-шур тапхӑрне ӑнӑҫлӑ ирттерсе ярасси, ӗҫ рынокӗнчи лару-тӑру, районта Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх ҫыравне кирлӗ пек хатӗрленесси, «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» ыркӑмӑллӑх марафонне хутшӑнас ӗҫе ҫивӗчлетесси тата ытти те.

Help to translate

Чи ҫивӗч ыйтусене сӳтсе яврӗҫ // Н. МАЗЯКОВА. «Авангард», 2016, пуш, 11

«Новый путь» ял хуҫалӑх кооперативӗн ертӳҫипе профком производствӑна аталантарнипе пӗрлех ялта пурӑнакансен канӑвне йӗркелес, физкультурӑпа спорта аталантарас ыйту ҫине тимлӗх уйӑрать: волейбол, футбол, шашка-шахмат вӑййисене аталантарас ӗҫре спонсорла пулӑшу парать.

Help to translate

Кубок Элӗксенчен Ехремкассине куҫрӗ // П.ЕФИМОВ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Спортпа туслисене, йӗлтӗрпе чупма кӑмӑллакансене район администрацийӗн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗ Илдус Миннетуллин саламларӗ, ӑнӑҫу, ҫирӗп сывлӑх сунчӗ.

Help to translate

Йӗлтӗрпе чупса савӑнчӗҫ // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Ку вара Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх перепиҫӗ ҫывхарнипе ҫыхӑннӑ.

Это связано с приближением Всероссийской сельскохозяйственной переписи населения.

Мӗнлерех вӑл ялта пурӑнакан арҫын? // Каҫал Ен. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Малалла пӗлӗве Берлинти ял хуҫалӑх аслӑ шкулӗнче туптанӑ.

Help to translate

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Ун хыҫҫӑн тӳрех Мускаври ял хуҫалӑх тата вӑрман академине ҫул тытнӑ.

Help to translate

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Ывӑлне, Борис Николаевича, Мускаври ял хуҫалӑх академийӗнче пӗлӳ илнӗскере, репрессиленӗ, ҫавна пула ашшӗне пулӑшайман.

Help to translate

Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed