Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

манса (тĕпĕ: ман) more information about the word form can be found here.
Вӗсем шӳт тунӑ, кулнӑ, Сергей те ӗҫ ҫинчен манса кайса, вӗсемпе пӗрле савӑнчӗ.

Они шутили, смеялись, и Сергей тоже развеселился.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Васкамасӑр, пурне те йӗркипе каланӑ чухне вӑл вак-тӗвексене те манса хӑвармарӗ, тӗслӗхрен, Дорофейпе пӗрле курӑк ҫулма кайнине те каларӗ.

Говорил неторопливо, не упуская даже мелких подробностей, например, упомянул и о том, как они с Дорофеем пошли косить траву.

XX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Чим, кӑштах манса кайман!

Да, чуть было не забыл!

XVII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Халапланӑ чух вӑл хӑй калаҫма юратмасть, тӗпчесе пӗлме, итлеме юратать, хӑйӗнпе калаҫакан ҫын каласа кӑтартнине тӗплӗн итлесе ларать, вара, ҫак самантра вӑл пур ӗҫ ҫинчен те манса, каланине анчах астуса пынӑ пек туйӑнать…

Во время беседы он не любил сам рассказывать, но зато любил расспрашивать и слушать, — и так умел он внимательно слушать собеседника, что казалось, в эту минуту забывал обо всем, кроме того, что говорили ему…

XII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Вӑл питӗ калаҫма юратакан карчӑк, хӑй ватӑ пулин те, ташлама та, манса кайнӑ авалхи юрӑсене юрлама та ӑста, ытла хавас ҫын.

Это была говорливая, не по летам веселая старуха, умевшая и сплясать и спеть старинные, всеми уже забытые песни.

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Епле манса кайнӑ-ха эпӗ ун ҫинчен?

Как же я забыл об этом?

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Федор Лукич пур ҫӗрте те сӑмах пама хатӗр пулнӑ, анчах сӑмах панине ҫавӑнтах манса кайнӑ.

Оказалось: по складу своего характера он любил много обещать и тут же забывать об обещанном.

VI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Манса кайманшӑн тавтапуҫ! — Даша аппа тутӑр айӗнчен тухса кайнӑ ҫӳҫне тирпейлерӗ, йӑл кулса илчӗ.

— Спасибо, что не забыл! — Тетя Даша поправила выбившиеся из-под косынки волосы.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хальхи чикӗсене 1930 ҫултах тунӑ, вунултӑ ҫул хушши урамсен ӗлӗкхи ячӗсене пурне те манса кайнӑ.

Теперешние границы были установлены еще в 1930 году, и за шестнадцать лет старые прозвища кварталов всеми были забыты.

IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Сергей алӑк питӗркӗчне аран-аран хыпашласа тупрӗ те пӳрт алӑкӗн тӗлне манса кайнипе кулса ячӗ.

Сергей ощупью отыскал дверную щеколду и рассмеялся оттого, что уже забыл, где находится вход в хату.

III сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Тен, эсир манса кайнӑ, ачамсем?

Может, забыли вы, детушки?

Ҫакас е каҫарас // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Ҫӑвӑннӑ май Гришатка сасартӑк аслӑ патшана Савелий Лаптевран салам калама манса кайнине аса илет.

Мылся Гришатка и вдруг вспомнил, что забыл он передать великому государю поклон от Савелия Лаптева.

«Ух!» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Чӑтма ҫук хуйхӑпа тӑвӑнса ҫитнӗ Аксинья, хӑйне хӑй манса, нумайранпа курман тӑвӑллӑ хӗрӳлӗхпе Евгение парӑнчӗ.

Отягощенная отчаянием Аксинья, не помня себя, отдалась ему со всей бурной, давно забытой страстностью.

22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Эпӗ хӑҫан апат ҫинине те манса кайнӑ ӗнтӗ, — темле именнӗн кулса илчӗ вӑл.

— Я уже не помню, когда ел, — улыбнулся он виновато.

20 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Юлашки хут затвора шакӑлтаттарса уҫса хупрӑм, шалта патрон ҫуккине манса, туртса ҫаптартӑм, пӑшал пеменнине астуса илсен тин нимӗҫсем ҫине пӑхрӑм.

В последний раз двинул затвором, щелкнул, позабыв, что патронов нет, и только тогда глянул на немцев.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Манса каясчӗ.

Рассеяться бы.

11 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хуторсем ҫинчен манса кай ӗнтӗ, ачам, Митякин шаклапуҫӗ!

Ты про хутора забывай, стригун митякинский!

2 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Чӑнах-и? — хавхалантарать ӑна Наталья, ҫын савӑнӑҫӗпе савӑнса, хӑйӗн иртнӗ, лутӑрканса юлнӑ савӑнӑҫӗ ҫинчен манса кайса.

— Ну-ну? — подбадривала Наталья, радуясь чужой радости и забывая о своей растоптанной и минувшей.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Арӑму ҫинчен манса ан кай, ман приказӑм ҫапла.

Про жену не забывай, мой тебе приказ.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хӑй мӗн тунине хӑй те пӗлмесӗр, лампине пӗрех ывӑтса ячӗ, стена ҫумӗнче ҫакӑнса тӑракан хӗҫне ярса илчӗ, хӗҫӗн аврине пӳрнисем кӑвакарса кайиччен чӑмӑртаса тытрӗ, унтан Аксинья манса хӑварнӑ сарӑ чечеклӗ кӑвак юбкӑна хӗҫ вӗҫӗпе ҫӗклесе ҫӳлелле ывӑтрӗ те, вӑл ҫӗре ӳкме ӗлкӗриччен хӗҫе сулса ярса, ӑна вӑта варринчен касса татрӗ.

Швырком кинул лампу, не отдавая себе ясного отчета в том, что делает, рванул со стены шашку, сжал эфес до черных отеков в пальцах, — подняв на конце шашки голубенькую, в палевых цветочках, позабытую Аксиньину кофтенку, подкинул ее кверху и на лету, коротким взмахом, разрубил пополам.

12 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed