Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутпа (тĕпĕ: шут) more information about the word form can be found here.
— Ман шутпа, улталани никама та чыслӑ тумасть, — паҫӑрхи пекех шӑппӑн, анчах тухтӑра кӳрентересшӗн пулнине пытармасӑр каларӗ Озеров.

— А по-моему, это никому не делает чести, — все еще тихо, но не скрывая желания обидеть врача, сказал Озеров.

XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Унтан та начартарах: боеприпассем ҫитмен вӑхӑтсем те пулчӗҫ; винтовка патронӗсене ҫирӗп шутпа тыткалани те пулкаларӗ.

Хуже того: не всегда хватало боеприпасов; были случаи, когда на строгом счету держали даже винтовочные патроны.

IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Ман шутпа, Мускавра партизансен юхӑмне ертсе пыракан Центральнӑй штаб тумалла пек туйӑнать.

Мне кажется, в Москве надо создать Центральный штаб, который будет руководить партизанским движением.

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ман шутпа, кӗтес пулать…

— По-моему, надо ждать…

VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Сирӗн шутпа партизансем вӑрман тӑрӑх выҫӑ кашкӑрсем пек ҫапкаланса ҫӳремелле-и?

Партизаны, по-вашему, могут бродить по лесам, как голодное зверье?

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Мӗн вара, сирӗн шутпа, пирӗн выҫӑхса вилмелле-и? — ҫиллессӗн хирӗҫ чӗнчӗ Лозневой.

— А что же, по-вашему, нам подыхать с голоду? — зло ответил Лозневой.

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Василевский хучӗсем ҫине пӑхкаласа, сайра хутран ӳсӗркелесе илсе, Гитлер Ставки Мускав ҫывӑхӗнчи фронтӑн флангӗсене айккинчен кӗрсе ҫавӑрса илес шутпа тата Мускава илес тӗллевпе хӑйӗн флангри ударлӑ ҫарӗсене ноябрьте чылаях вӑйлатни ҫинчен пӗлтерчӗ.

Василевский, глядя на бумаги, иногда покашливая, сообщил, что гитлеровская ставка значительно усилила свои фланговые ударные войска в ноябре, чтобы обойти фланги фронта под Москвой с целью овладения Москвой.

XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Сталин халь календарь ниме тӗ кирлӗ мар листине сулахай енне сирсе хурас шутпа сӗтел ҫине ӳпӗнчӗ, анчах кӗтмен ҫӗртен листа ҫинче ҫакна вуласа илчӗ:

Сталин нагнулся к столу, чтобы отложить влево ненужный лист календаря, но неожиданно прочел на листе:

XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Сирӗн шутпа юсама мӗн чухлӗ вӑхӑт кирлӗ?» тесе ыйтать.

Сколько времени, по вашему мнению, потребуется на ремонт?» спросил.

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ман шутпа, ҫакӑ чи кирли.

— По-моему, это самое важное.

XX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ман шутпа, манса кайнӑ!

— А по-моему, уже забыл!

XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Полицайсем пурте тенӗ пекех кунта халӑх шучӗпе пуясса шанса тата хӑйсене кӳрентернӗшӗн тавӑрас шутпа нимӗҫ фашисчӗсен ҫарӗ хыҫҫӑн килсе ҫитнӗ.

Почти все полицаи прибыли сюда вслед за немецко-фашистской армией, надеясь поживиться за счет народа и отплатить ему за свои обиды.

XV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Акӑ ӗҫ мӗнле, манӑн пуҫарӑва, ман шутпа, хӑюллӑ тесе шутлама юрамасть.

— Да дело в том, что мою инициативу, по-моему, нельзя называть смелой.

XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ҫакӑн пек вӑхӑтра, ман шутпа, чи хӗрӳ юрату пулать, — хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ Вера.

— В такое время, как сейчас, по-моему, самая крепкая любовь бывает, убежденно продолжала Вера.

X // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хӑйсене палӑртас мар тесе тата боеприпассене перекетлес шутпа пулас, вӗсен малти позицире тӑракан артиллерийӗ пемерӗ.

С целью маскировки и, видимо, сохранения боеприпасов вся их артиллерия, стоявшая на переднем крае, молчала.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Оборонӑри ҫапӑҫусенче пирӗн танкистсем майне пӗлсе кӗрешрӗҫ: разведка та турӗҫ, тӑшмана тапӑнас шутпа хӑйсене палӑртмасӑр пытанса ларма та пултарчӗҫ, кирлӗ чухне тӑшман атакине хирӗҫ атакӑсем те турӗҫ…

В оборонительных боях наши танкисты действовали умело: и разведку вели, и устраивали засады, и контратаковали противника, когда надо было…

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Вӑл патша саманинче пулнӑ! — хӑйне кӳрентернӗшӗн Умрихина тавӑрас шутпа пулас, танк ҫинчен кӑшкӑрчӗ Кривцов.

— То в царское! — крикнул Кривцов с танка, надеясь, видимо, этим замечанием как-то отплатить Умрихину за его обидные шутки.

V // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ман шутпа эсӗ взвода ертсе пыма пултаратӑн: ҫамрӑк, вӑйлӑ, самӑр кӗлеткеллӗ.

— А по-моему, ты вполне бы мог командовать взводом: молод, силен, хорошо упитан.

II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Ман шутпа та шӑпах ҫавӑн пек! — ответлерӗ Хворостянкин, ҫамки ҫинчи тар тумламӗсене ҫаннипе шӑлса.

— Точно так и по-моему! — ответил Хворостянкин, смахнув рукавом капельки со лба.

XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

— Сирӗн шутпа епле, Игнат Савельевич? — ыйтрӗ Грачев, халӗ ӗнтӗ хӑй мӑшкӑллӑн йӑл кулнине пытараймасӑр.

— А как по-вашему, Игнат Савельевич? — спросил Грачев, теперь уже не в силах скрыть насмешливую улыбку.

XIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed