Шырав
Шырав ĕçĕ:
36. Священниксем вара Ҫурта кӗнӗ те, парне вырӑнӗ умне тӑрса, йӗрсе ярса каланӑ: 37. эй Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ ҫак Ҫурта Хӑвӑн яту валли суйласа илнӗ, вӑл кӗлӗ ҫурчӗ пултӑр, унта Хӑвӑн халӑху кӗлтутӑр тенӗ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Патша Вакхида — хӑйӗн пӗр ҫывӑх тусне, юханшыв леш енчи ҫӗре тытса тӑраканскере, патшалӑхри чаплӑ ҫынна, хӑйӗн шанчӑклӑ ҫыннине — суйласа илнӗ те 9. ҫавна тата унпа пӗрле усал Алкима — ӑна священник пулма ирӗк парса — Израиль ывӑлӗсене тавӑрма хушса янӑ.
1 Мак 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Вара Иуда хӑйӗн Симон пиччӗшне каланӑ: ҫынсем суйласа ил те кай, Галилейӑри тӑванусене хӳтӗле; эпир вара Ионафан шӑллӑмпа иксӗмӗр Галаада кайӑпӑр, тенӗ.
1 Мак 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Тата таса пурӑнакан, саккуншӑн хытӑ тӑракан священниксене суйласа илнӗ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Тепӗр ҫулхине вӑл, Израиле ҫӗнтерес-ҫӗнтересех тесе, суйласа илнӗ утмӑл пин ҫынлӑ ҫуран ҫар, пилӗк пин ҫынлӑ утлӑ ҫар пухнӑ.
1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Лисий ӗнтӗ патша юлташӗсем хушшинчен вӑйлӑ арсене — Доримен ывӑлне Птоломея тата Никанорпа Горгие — суйласа илнӗ те 39. вара, патша хушнӑ пек, Иудея ҫӗрне кайма, ӑна тустарса тухма вӗсемпе пӗрле хӗрӗх пин ҫынлӑ ҫуран ҫар, ҫичӗ пин ҫынлӑ утлӑ ҫар кӑларса янӑ.
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа шуйттана каларӗ: эй шуйттан, Ҫӳлхуҫа чартӑр сана, Иерусалима суйласа илнӗ Ҫӳлхуҫа чартӑр сана! вут-ҫулӑмран туртса кӑларнӑ вутпуҫҫи мар-и вӑл? терӗ.
Зах 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа Иудӑна, сӑваплӑ ҫӗр ҫинчи Хӑйӗн еткерлӗхне, Хӑйӗн аллине илӗ, каллех Иерусалима суйласа илӗ.12. Тогда Господь возьмет во владение Иуду, Свой удел на святой земле, и снова изберет Иерусалим.
Зах 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Тата пӗлтерсе кала: Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать те: Манӑн хуламсем каллех пурлӑхпа тулса ларӗҫ, Ҫӳлхуҫа Сиона лӑплантарӗ те каллех Иерусалима суйласа илӗ, тесе калать те.
Зах 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Ҫавӑ кун, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа, Эпӗ сана, Зоровавель, Салафиил ывӑлӗ, Манӑн чурам, тет Ҫӳлхуҫа, Хам патӑма илӗп, сана пичет пек усрӑп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сана суйласа илнӗ, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа.
Агг 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Эй Израиль ывӑлӗсем, итлӗр ҫак сӑмаха, Ҫӳлхуҫа сирӗн валли, Эпӗ Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ пӗтӗм йӑхӑр валли, каланӑ сӑмаха: 2. ҫӗр ҫинчи мӗнпур йӑхран Эпӗ сире анчах суйласа илтӗм, ҫавӑнпа та сирӗнтен мӗнпур йӗркесӗр ӗҫӗршӗн шыраса илӗп.
Ам 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Эпӗ Сирӗн ывӑлӑрсенчен пророксем, сирӗн яш ачӑрсенчен назорейсем суйласа илтӗм; ҫапла мар-и ку, Израиль ывӑлӗсем? тет Ҫӳлхуҫа.
Ам 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Вӑл ҫапла каларӗ: ан хӑра, суйласа илнӗскерӗ! канӑҫлӑх пултӑр сана; тӗреклӗлен, тӗреклӗлен! терӗ.19. и сказал: «не бойся, муж желаний! мир тебе; мужайся, мужайся!»
Дан 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Мана вӑл ҫапла каларӗ: Даниил, суйласа илнӗскерӗ!
Дан 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Эсӗ кӗлтума пуҫласанах хурав пулчӗ, эпӗ сана, суйласа илнӗ ҫынна, ҫавна пӗлтерме килтӗм.23. В начале моления твоего вышло слово, и я пришел возвестить его тебе, ибо ты муж желаний;
Дан 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Ҫӗре пӗрмай тӗрӗслесе-пӑхса ҫӳреме ҫынсем суйласа илӗҫ, вӗсем иртен-ҫӳрен пулӑшнипе ҫӗр ҫинче юлнӑ вилесене пытарӗҫ, ҫакна ҫӗре тасатма тӑвӗҫ; вӗсем ҫичӗ уйӑх иртсен шырама пуҫлӗҫ; 15. тӗрӗслесе-пӑхса ҫӳрекенсенчен пӗри-пӗри, этем шӑммине курсан, ун ҫывӑхне паллӑ лартса хӑварӗ, палли вара виле пытаракансем ҫав шӑмма Гог эшкерӗн айлӑмне пытариччен ларӗ.
Иез 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Мана Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулчӗ: 2. этем ывӑлӗ! ху халӑхун ывӑлӗсене пӗлтер, кала вӗсене: эхер те Эпӗ пӗр-пӗр ҫӗр ҫине хӗҫ ярсассӑн, ҫав ҫӗр халӑхӗ хӑйсем хушшинчен ҫын суйласа илсе ӑна хӑйсен хуралне тӑратсассӑн, 3. ҫав ҫын ҫӗр ҫине килекен хӗҫе курса трупапа кӑшкӑртса халӑха систерсессӗн, 4. эхер те кам та кам трупа сассине илтет, анчах сыхланмасть пулсан, ӑна хӗҫ ҫитсе ярса илсессӗн, ҫав ҫын юнӗ хӑйӗн пуҫӗ ҫинче пулӗ.
Иез 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Пӑлханакан халӑха ытарлӑн каласа пӗлтер, кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: хуран лартса яр, лартса яр та унта шыв яр; 4. унта аш татӑкӗсем яр, чи лайӑх татӑксене, пӗҫӗсемпе хулӗсене, яр, унтан хурана паха шӑмӑ тултар; 5. чи лайӑх сурӑхсене суйласа ил, хуран айне вӗсен шӑммисене хур, чӗртсе яр та — вӗрет, хуранти шӑмӑсем ирӗличчен вӗрет.
Иез 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Сирӗн хушшӑртан пӑлхавҫӑсене тата Мана пӑхӑнманнисене суйласа илӗп.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫавӑнпа та Израиль килне кала, этем ывӑлӗ, кала вӗсене: Ҫӳлхуҫа Турӑ ҫапла калать те: Мана хирӗҫ ултавҫӑ пек хӑтланса, сирӗн аҫӑрсем Мана тата акӑ епле хурларӗҫ: 28. Эпӗ вӗсене, аллӑма ҫӗклесе, тупа туса пама пулнӑ ҫӗре илсе килтӗм — вӗсем вара, кашни ҫӳллӗ сӑрта, кашни туратлӑ йывӑҫа суйласа илсе, ҫавӑнта хӑйсен чӳк парнисене пусма пуҫларӗҫ, унта Мана хур тӑвакан парнесем кӳчӗҫ, ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗм тӗтӗрчӗҫ, ҫу юхтарса парне пачӗҫ.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.