Шырав
Шырав ĕçĕ:
Обломов ӳркенсе тӑмарӗ, хӑйпе пӗрле мӗн илмеллине, киле мӗн хӑвармаллине ҫырса хатӗрлерӗ.Обломов не поленился, написал, что взять с собой и что оставить дома.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ӳссе ҫитӗнсен, ашшӗ ӑна сиктӗрмеллӗ урапа ҫине хӑйпе юнашар лартса, аллине тилхепе тыттарса фабрикӑна леҫме хушнӑ, вӗсем унтан уй-хире, купцасем патне хулана, ҫынсене курма, кайран мӗнле те пулин тӑм пӑхма кайнӑ; тӑма ашшӗ пӳрнипе тытнӑ, шӑршласа пӑхнӑ, тепӗр чухне ҫуласа та илнӗ, ывӑлне те шӑршлаттарнӑ, ӑна ҫав тӑм мӗнлине, мӗне юрӑхлине ӑнлантарнӑ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пур графа та лартмасть тата хӑйпе юнашар: тепри килет те прихожӑйра кӗтсе тӑрса ывӑнать… пур сочинительсем пыраҫҫӗ…Еще не всякого графа посадит с собой: иной придет да и настоится в прихожей… ходят всё сочинители…
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пурте ахӑлтатса кулса ячӗҫ, Захара вара халиччен хӑйпе пӗрле кӑмӑллӑн калаҫакан кучер ҫакӑн пек калани ӑнсӑртран пырса ҫапнӑнах туйӑнчӗ.
X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн арӑмӗ те ҫав тери ӗҫлӗ: вӑл виҫӗ сехет хушши ӗнтӗ ҫӗвӗҫ Аверкипе пӗрле упӑшкин фуфайкинчен Илюшӑна пиншак ҫӗлесе парасси ҫинчен сӳтсе явать, хӑех пурӑпа йӗрлет, Аверки пустава вӑрласран сӑнаса тӑрать; унтан, хӗрсен пӳлӗмне кӗрсе, кунне мӗн чухлӗ чӗнтӗр ҫыхмаллине кашни хӗрнех хушса хӑварать; унтан Настасья Ивановнӑна е Степанида Агаповӑна, е хӑйне ҫывӑх хӗрарӑмсенчен кама та пулин хӑйпе пӗрле ертсе сад пахчине ӗҫпе ҫӳреме каять: панулмисем мӗнле пиҫеҫҫӗ, ӗнерхи, пулса ҫитнӗ панулми ҫӗре ӳкмен-и, ҫавсене пӑхмалла; кунта турат сыпмалла, лере турат иртмелле тата ытти те.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн ачалла ӑсӗ хӑй умӗнче мӗн пулса иртнине сӑнать; курнисем ун чӗрине шалах кӗрсе лараҫҫӗ те ӳсме пуҫлаҫҫӗ, хӑйпе пӗрле аталанса пыраҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
— Кил кунта! — терӗ Илья Ильич, хӑйпе юнашар лармалли вырӑна пӳрнипе тӗллесе кӑтартса.— Сюда! — говорил Илья Ильич, указывая пальцем место подле себя.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Обломова ҫака тарӑхтарса ҫитерчӗ, вӑл вара Захара хӑйпе «ыттисем» хушшинчи уйрӑмлӑха, Захар хӑйӗн улпучӗ умӗнче киревсӗр хӑтланнине кӑтартасшӑн пулчӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Малтанах, ашшӗ-амӑшӗ ҫӗре кӗриччен, вӑл хӗсӗкрех пурӑннӑ, икӗ пӳлӗм йышӑннӑ, ялтан хӑйпе пӗрле илсе килнӗ Захар ятлӑ тарҫипех ҫырлахнӑ; анчах ашшӗ-амӑшӗ вилсен, Ази ҫывӑхнеллех вырнаҫнӑ инҫетри кӗпӗрнесенчен пӗринче пурӑнакан виҫҫӗр аллӑ хресченӗн пӗртен-пӗр тивӗҫлӗ хуҫи пулса тӑнӑ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл чунӗпе те, теорийӗпе те взятка илесшӗн ҫуннӑ, ӗҫ туса пама ыйтакансем те, ӗҫсем те пулманран, хӑйпе пӗрле ӗҫлекенсенчен, тусӗсенчен чееленсе взятка илме пултарнӑ, мӗншӗн тата мӗнле майпа илнине турӑ ҫеҫ пӗлет; чееленсе е сӗмсӗррӗн ҫынна ҫыпҫӑнса, вӑл кирек ӑҫта та, кирек кам шучӗпе те хӑналанма пултарнӑ, тивӗҫсӗрех хӑйне хисеплеме хистенӗ, чӗрре кӗнӗ.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Тарантьев ҫивӗч те чее ӑслӑ ҫын; пурнӑҫри мӗнле те пулин ыйтӑва е пӑтрашуллӑ суд ӗҫне никам та унран лайӑх татса пама пултараймасть: вӑл кирек мӗнле ӗҫре те мӗн тумаллине ҫийӗнчех палӑртса хурать те, хӑй шухӑшне питӗ чеен ҫирӗплетсе кӑтартать, юлашкинчен тата, ялан тенӗ пекех, хӑйпе пӗр-пӗр ӗҫ пирки канашлакан ҫынна вӑрҫса тӑкать.
III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл пӑшӑрханнине, ӗмӗтленнине, вӑл ҫак минутра хӑйпе хӑй калаҫнине палӑртакан паллӑ унӑн пичӗ ҫинче нихҫан та сӑнаймастӑн, е мӗнле те пулин япала ҫине, ӑна тинкерсе илесшӗн пулса пӑхнине те нихҫан та кураймастӑн.
II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Умӗнчи ҫӗнӗ кӗнекесене тишкернӗ май Костенко хӑйпе юнашар такам пырса тӑнине, вӑл та витринӑна тимлесех пӑхнине туйса илчӗ.
Ҫирӗм виҫҫӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Кӑтартасса хӑй туйӑмӗсене нихӑҫан уҫҫӑн кӑтартман пулин те, ман ҫумма питех те вӑйлӑн ҫыхӑннӑччӗ пулас вӑл; сунара ҫӳрес хӗрӳлӗх иксӗмӗрӗн те пӗрешкел пулни, эпӗ хӑйпе юлташла ансаттӑн калаҫни, ӗмӗр выҫӑпа касӑлнӑ ҫемйине вӑхӑтран вӑхӑта пулӑшкалани, пуринчен ытла, эрех ӗҫнӗшӗн тӗнчере пӗр эпӗ ҫех ӳпкелешсе сӑмахламанни, — кунашкаллине Ярмола чӑтма пултараймасть, — ҫыхӑнтарчӗ ӑна манпа.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Хӑш чух вӑл Алешӑна хӑйпе пӗрле илсен арҫын ача ҫав тери савӑннӑ.Иногда, к величайшему удовольствию Алеши, он брал его с собой.
Пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
— Ӑҫталла каймалла-ши халь? — хӑйпе хӑй калаҫнӑ пек шухӑшлӑн каласа хучӗ полковник.— Куда теперь? — полковник Бондаренко спросил сам себя и задумался.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Хӑйпе ҫапӑҫма хатӗрленнӗ леш каччӑна вӑл хальхинче кӑнттаммӑн тӗртсе урайне ӳкерчӗ те хӗрӗ кӑшкӑрнине пӑхмасӑрах каччӑ ҫине пусса каҫса кайрӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Лешӗ алӑка лайӑх хупрӗ те пистолета хӑйпе юнашар хучӗ.Федор послушно закрыл дверцу и осторожно положил рядом с собой пистолет.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Лар та лӑплан кӑштах, — хӑйпе хӑй калаҫрӗ вӑл кравать ҫине вырнаҫса.Успокойся и сядь! — скомандовала она сама себе и села на кровать.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Галина Матвеева. Килти архив
Вӑл хӑйпе пӗрле хум ҫапнипе сирпӗннӗ шыв тусанне пӳрте илсе кӗрет.
XXXIV. Подвалра // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949