Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Каялла the word is in our database.
Каялла (тĕпĕ: каялла) more information about the word form can be found here.
— Ҫӗр ҫул пурӑнӑр, — тесе, Макар черккине Польӑпа шаккарӗ те, эрехне кӑшт ҫеҫ тутанса, каялла лартрӗ.

Help to translate

XVII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӑл каялла ҫаврӑнчӗ те пӳлӗмрен тухрӗ, карчӑкран Натюша хӑш больницӑна леҫнине ыйтса пӗлчӗ, вара ҫӗр хутах унта кайрӗ.

Help to translate

XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Макар ҫӗкленӗ черккине каялла лартрӗ, сӑнӗ кӑмкара пуҫларӗ.

Help to translate

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Макар — шанчӑклӑ ҫын, анчах питӗ чухӑн, хӑҫан каялла тавӑрса парӗ вӑл?

Help to translate

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Ме-ме-ме-ме! — терӗ чӗлхесӗр хӗрарӑм, Макара кӑкӑрӗнчен каялла тӗртсе.

Help to translate

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Лавр, шартах сиксе, каялла ҫаврӑнчӗ: ун умӗнче юмахри тухатмӑш карчӑк аллине кӑнтарса тӑрать, пӳрнисемпе кӑтарткаласа, шӑрпӑк ыйтать.

Help to translate

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Нина тек ун ҫинчен шухӑшлас ҫуккине пӗр ӑнланнӑ Лавр хӑй те ҫав чипер хӗршӗн уссӑр ҫунса асапланас темерӗ: пӗр каснӑ чӗлле каялла ҫыпӑҫтараймӑн ӗнтӗ, терӗ.

Help to translate

X // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Халь тин каялла чакаймӑн.

Help to translate

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Юрать, ун телейне, Нина яла кайнӑ-мӗн те виҫӗ кунсӑр каялла таврӑнмасть, тесе пӗлтерчӗҫ хӗрсем.

Help to translate

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Хӗрарӑм вӑрт каялла ҫаврӑнчӗ те хӑй еннелле тӑснӑ хут татӑкӗ ҫине мар, каччӑ ҫине чӑрр пӑхрӗ, унӑн сӑрланӑ тутипе пӗрле ҫырӑ куҫӗсем, пӗтӗм тулли пичӗ-куҫӗ ҫавӑнтах кулса ячӗҫ.

Help to translate

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Пилоткуна мӗншӗн каялла тӑхӑнтӑн?

Help to translate

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ӑна нимӗнле ӗҫ те хушса ан яр — пур-пӗрех манать, мӗн тумаллине каялла таврӑнса ыйтать.

Help to translate

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Мӗншӗн пурнӑҫ ӑна ҫав териех хӗсӗрлет, пӗтӗм йышран уйӑрса, каялла тӗртсе хӑварать?

Help to translate

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Ҫак ҫурта эпӗ паян мар, тахҫан, нумай-нумай ҫул каялла, колхозсем тӑвичченех, килсе кӗнӗн туйӑнчӗ.

Help to translate

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑл, калчана кӑкласа тӗрӗслес тесе, ана ҫине кӗресшӗнччӗ, анчах ҫутӑ пушмакӗ ҫумне пылчӑк сырӑннине курсан, каялла тухрӗ те мотоцикл ҫине ларчӗ.

Help to translate

XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ана пуҫне тухас умӗн самолет ҫӳлелле хӑпарчӗ те каялла ҫаврӑнчӗ, вӑл ҫаврӑннӑ тӗлте, калча ҫинче, пысӑк «алӑ хушши» юлчӗ.

Help to translate

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Баймашкин тулӑ уйӗ вӗҫне тухрӗ те каялла ҫаврӑнчӗ.

Help to translate

ХI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Каялла таврӑннӑ чух вара, ӳсӗрпе, тракторне кӗпер айне сиктернӗ, хӑй те аманнӑ.

Help to translate

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Кунта ӑна вунӑ ҫул каялла, аллӑ виҫҫӗмӗш ҫулхи сентябрьти пленум хыҫҫӑн, райком сӗннипе председателе суйланӑ.

Help to translate

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Анчах шутламасӑр каласа янӑ сӑмаха каялла тавӑраймӑн.

Help to translate

III // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed