Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

ӗҫ the word is in our database.
ӗҫ (тĕпĕ: ӗҫ) more information about the word form can be found here.
Ялта тӗпленни вара пушшех те йывӑр ӗҫ пурнӑҫлать.

Help to translate

Мĕнлерех вăл паянхи хĕрарăм? // Хаҫат редакцийӗ. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 4

2015 ҫулта хӑйсене кирлӗ ӗҫ вырӑнӗ тупма ҫӗршывра 4,3 млн ҫын пулӑшу илнӗ.

Help to translate

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Танлаштарма вӑл кризис тапхӑрӗнчи 2009 ҫул кӑтартӑвӗсемпе паллаштарнӑ: ун чухне 1,7 млн ҫын тулли ӗҫ кунӗпе вӑй хурайман.

Help to translate

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Вӗсенчен 301 пинӗ тулли мар ӗҫ кунӗн йӗркипе вӑй хурать.

Help to translate

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

– Енчен те ертӳҫӗсенчен хӑшӗ-пӗри ҫакӑ вӗсен тӗллевӗ мар тет тата федераци ресурсне кӗтсе илсен тин мӗнле те пулсан ӗҫ туса ирттерме палӑртать пулсан регионӑн ҫак ертӳҫи кун хыҫҫӑнхи ӗҫсӗрлӗх ӳснипе ҫыхӑннӑ кӑмӑллӑ мар лару-тӑрушӑн яваплӑха хӑйӗн ҫине илӗ, – асӑрхаттарнӑ премьер.

Help to translate

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

«Ҫӑмӑл мар лару-тӑрӑва лекнӗ предприятисенче вӑй хуракансем ӳсӗм валли аван организацисенче ӗҫ вырӑнӗ тупма пултарччӗр», – ҫапла ӑнлантарать Максим Топилин проект уйрӑмлӑхне.

Help to translate

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Ӗҫ рынокӗнчи лару-тӑрӑва лайӑхлатмалли экономика ӗҫӗ-хӗлӗн ҫӗнӗ планне кӗнӗ мерӑсем регионсене субсидипе тивӗҫтерес программӑна пурнӑҫа кӗртме 10 млрд тенкӗ таран шантараҫҫӗ.

Help to translate

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Экономика пулӑшӑвӗн планӗн мероприятийӗсене пурнӑҫа кӗртме укҫа-тенке тупӑша кура уйӑрасси паллӑ – ҫакӑн ҫӑлкуҫӗсем тупӑнсан тата пӗрремӗш ҫур ҫулти ӗҫ пӗтӗмлетӗвне кура – премьер ҫакӑн пирки те асӑннӑ.

Help to translate

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Сергей Дмитриев каланӑ тӑрӑх, ҫакӑн йышши куҫса ҫӳрекен пункт пулӑшӑвӗпе 5 пин ҫын ӗҫ вырӑнӗ тупнӑ.

Help to translate

Урăх регионра çук мобильлĕ центр… // ВИКТОРИЯ ВЫШИНСКАЯ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Кунсӑр пуҫне тата клуб ал ӗҫ тӑвакан хӗрарӑмсем валли хӑйне евӗрлӗ киленӗҫ вырӑнӗ пулса тӑнӑ.

Help to translate

Купăсçа ĕçе йышăннă клуб хупă пулĕ-и? // ЛЮБОВЬ МАН. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Вӑл туман тата тума пултарайман ӗҫ ҫук тӗнчере.

Help to translate

Хĕрарăм – пурнăç, чĕрĕлĕх Турри // ЮРИЙ ЛИСТОПАД. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

82 ҫулти Зинаида Мустакова Ӗҫ ветеранӗ пире ӑшшӑн кӗтсе илчӗ.

Help to translate

Салтаксем йĕрсĕр çухалмаççĕ // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Салтак шӑпинче уҫӑмлатас шутпа, ялти Ӗҫ ветеранӗпе, 82 ҫулти Илья Фоминпа тӗл пултӑм.

Help to translate

Салтаксем йĕрсĕр çухалмаççĕ // НИКОЛАЙ СМИРНОВ. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

Юрать-ха, республика Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев ҫак ыйтӑва уҫӑмлатма пулӑшрӗ: сӑрӑ схемӑпа республикӑри 162 пин ҫынна ӗҫ укҫи параҫҫӗ.

Help to translate

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Районта ӗҫ килӗшӗвӗ тумасӑрах шалу тӳлекен организаципе предприниматель миҫе шутланнине асӑнмарӗҫ.

Help to translate

Çынсене çитменлĕх кулянтарать // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Муркаш районӗн депутатсен Пухӑвӗ ҫумӗнчи ҫамрӑксен парламенчӗ пархатарлӑ тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫлать.

Help to translate

Муркашсем ĕçлеме юратаççĕ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

«Ҫулталӑк ансат пулмарӗ, апла пулин те район ҫитӗнӳсем тума пултарчӗ, - терӗ вӑл. - Промышленноҫ, ял хуҫалӑх, ытти тытӑмӑн ӗҫ кӑтартӑвӗсем ӳсрӗҫ».

Help to translate

Муркашсем ĕçлеме юратаççĕ // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

Ҫул ҫитмен ҫамрӑк тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.

Help to translate

Автомобиле - пăчкăпа! // Ольга ПАВЛОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 4; 29-30№

ЧР Ҫар ӗҫ комиссариачӗн Вӑрмар тата Куславкка районӗсен пай начальникӗ В.Ляшенко кӗскен те уҫӑмлӑн каларӗ: «Совет ҫарӗсене Афганистанран илсе тухни чи малтанах вӗсен ашшӗ-амӑшӗсемшӗн, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисемшӗн чи пысӑк уяв. Вӗсем кӗтнӗ, пурне те кӗтсе илеймен, районта ултӑ ҫамрӑк аякри ҫӗршывра куҫӗсене хупнӑ. Ҫар ретне тӑракан ҫамрӑксем, интернационалист-воинсем сирӗншӗн ырӑ тӗслӗх пулмалла».

Help to translate

Тивĕçе, чыса мала хурса пурнăçланă // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.02.26

Хальхи вӑхӑтра диктант валли текст шыраҫҫӗ — вӑл Чӑваш Енри ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкне халалланӑскер пулмалла.

В настоящее время ищут текст для диктанта — он должен быть посвящен Году человека труда в Чувашии.

Пӗтӗм чӑваш диктантне кӑҫал та ирттерӗҫ // Аҫтахар Плотников. http://chuvash.org/news/11679.html

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed