Шырав
Шырав ĕçĕ:
25. Вӗсен пиччӗшӗ-шӑллӗсем хӑйсен ялӗсенче пурӑннӑ, вӗсем патне вӑхӑт-вӑхӑтӑн ҫичӗ куна килсе тӑнӑ.25. Братья же их жили в селениях своих, приходя к ним от времени до времени на семь дней.
1 Ҫулс 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Йӑх-кӑк ҫырӑвне кӗртнӗ тӑрӑх, Иссахарӑн мӗнпур ӑрӑвӗнче вӑрҫа хастар ҫынсем сакӑрвунӑ ҫичӗ пин шутланнӑ.
1 Ҫулс 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Давидӑн Хевронра ҫуралнӑ ывӑлӗсем ҫаксем пулнӑ: малтанхи ывӑлӗ Амнон, унӑн амӑшӗ — Изреельрен тухнӑ Ахиноама; иккӗмӗшӗ — Далуия, унӑн амӑшӗ — Кармил тӑвӗ ҫинчен тухнӑ Авигея; 2. виҫҫӗмӗшӗ — Авессалом, унӑн амӑшӗ — Мааха, Гессур патшийӗн Фалмайӑн хӗрӗ; тӑваттӑмӗшӗ — Адония, Аггифа ывӑлӗ; 3. пиллӗкӗмӗшӗ — Сафатия, Авитала ывӑлӗ; улттӑмӗшӗ — Ифреам, унӑн амӑшӗ — Аглая, Давид арӑмӗ, — 4. ҫаксем унӑн Хевронра ҫуралнӑ ултӑ ывӑлӗ; унта Давид ҫичӗ ҫул та ултӑ уйӑх хушши патша пулнӑ; Иерусалимра вӑл вӑтӑр виҫӗ ҫул патшара ларнӑ.
1 Ҫулс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Иехонияна, Иудея патшине, тыткӑна илсе кайнӑ хыҫҫӑн вӑтӑр ҫичӗ ҫултан, ҫав ҫулӑн вуниккӗмӗш уйӑхӗнче, ҫав уйӑхӑн ҫирӗм ҫиччӗмӗш кунӗнче, Вавилон патши Евилмеродах хӑй пӗрремӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Иудея патшине Иехонияна тӗрме ҫуртӗнчен кӑларнӑ, 28. вӑл унпа кӑмӑллӑн калаҫнӑ, вӑл ӑна хӑй патӗнчи Вавилонри патшасенчен мала хунӑ; 29. унӑн тӗрме тумтирне улӑштарнӑ, вӑл ӗнтӗ ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Вавилон патши патӗнче апатланса пурӑннӑ.
4 Пат 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫичӗ пин ҫынлӑ ҫара та, ӳнерҫӗсене те, ҫурт-йӗр тума пӗлекен пин ӑстана та, вӑрҫа юрӑхлӑ мӗнпур сывӑ та паттӑр ҫынна та — пӗтӗмпех Вавилон патши Вавилона пурӑнма куҫарса кайнӑ.
4 Пат 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Ҫичӗ ҫултан ҫав хӗрарӑм Филисти ҫӗрӗнчен таврӑннӑ, хӑйӗн ҫурчӗпе ҫӗрӗ пирки ыйтма патша патне пынӑ.
4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Вырӑнтан тапраннӑ ҫав хӗрарӑм, Турӑ ҫынни каланӑ пек тунӑ; вӑл хӑй те, унӑн килӗ-йышӗ те куҫса кайнӑ, Филисти ҫӗрӗнче ҫичӗ ҫул пурӑннӑ.
4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Елисей хӑй чӗртсе тӑратнӑ ача амӑшне каланӑ: Ҫӳлхуҫа ҫак ҫӗр ҫине выҫлӑх ярать, вӑл ҫичӗ ҫула пырать; ҫавӑнпа кай кунтан, кил-йышупах кай, ӑҫта пурӑнма пултаратӑн, ҫавӑнта пурӑн, тенӗ.
4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Нееман вара, Турӑ ҫынни каланӑ пек, Иорданра ҫичӗ хут чӑмса илнӗ те — ӳчӗ ҫӗнелнӗ унӑн, ача ӳчӗ пек тап-таса пулса тӑнӑ.
4 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Елисей, ун патне хӑйӗн тарҫине кӑларса, ҫапла калаттарнӑ: кай та Иорданра ҫичӗ хут ҫӑвӑн, вара ӳтӳ ҫӗнелӗ, эсӗ тасалӑн.
4 Пат 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ача вара ҫичӗ хутчен сунасласа илнӗ те куҫне уҫнӑ.
4 Пат 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вара Израиль патши Иудея патшипе тата Эдом патшипе пӗрле кайнӑ, вӗсем ҫичӗ кун хушши ҫавра ҫулпа пынӑ; анчах ҫар валли те, вӗсем хыҫҫӑн пыракан выльӑх-чӗрлӗх валли те шыв пулман.
4 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ыттисем Афек хулине тарса ӳкнӗ; унта ытти ҫав ҫирӗм ҫичӗ пин ҫын ҫине хӳме ишӗлсе аннӑ.30. Остальные убежали в город Афек; там упала стена на остальных двадцать семь тысяч человек.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Пӗр-пӗрне хирӗҫ ҫичӗ кун хушши тапӑрпа тӑнӑ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. [Ахав] ҫӗр пуҫлӑхӗсен тарҫисене шутласа тухнӑ, вӗсем икҫӗр вӑтӑр икӗ ҫын пулнӑ; ҫакӑн хыҫҫӑн пӗтӗм халӑха шутласа тухнӑ, Израиль ывӑлӗсем пӗтӗмпе ҫичӗ пин пулнӑ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫапах та Эпӗ израильсем хушшинче ҫичӗ пин [ар] хӑвартӑм; вӗсем пӗри те Ваала пуҫҫапман, вӗсем пӗри те ӑна чуптуман, тенӗ.
3 Пат 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Илия каланӑ: ҫичӗ хутчен ҫапла ту, тенӗ.
3 Пат 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Иудея патши Аса патшалӑха тытса тӑра пуҫланӑранпа ҫирӗм ҫиччӗмӗш ҫулхине Замврий вара Фирца хулинче ҫичӗ кун хушши патшара ларнӑ, шӑпах ҫак вӑхӑтра халӑх Филисти ҫӗрӗнчи Гавафон хулине хупӑрласа тӑнӑ пулнӑ.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
37. Тӑваттӑмӗш ҫулхине, зиф уйӑхӗнче, [иккӗмӗш уйӑхра,] Соломон ӗнтӗ Турӑ Ҫурчӗн никӗсне хывнӑ, 38. вуннӑмӗш ҫулхине вара, бул уйӑхӗнче, — ку уйӑх саккӑрмӗш, — вӑл ӑна мӗнпур хатӗрӗ-хӗтӗрӗпе пӗрле, Ҫурчӗ мӗнле пулмаллине малтан пӗтӗмпе палӑртса хунӑ пек туса пӗтернӗ; ҫичӗ ҫул тунӑ ӑна.
3 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Тӗксе тунӑ хушма хуралтӑн аялти хучӗ хӑйӗн сарлакӑшӗпе пилӗк чике, варринчи — ултӑ чике, виҫҫӗмӗш хучӗ вара ҫичӗ чике сарлакӑш пулнӑ, мӗншӗн тесессӗн, хушма хуралтӑ Ҫурт стенисене перӗнсе тӑмаллах ан пултӑр тесе, Ҫурт тавралла тул енчен картлаҫсем тунӑ.
3 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.