Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑйне (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ҫак чӑн пурнӑҫа кӑтартакан чӗрӗ театрӑн хӑйне уйрӑм ытарайми енӗсем пур, вӗсене нимле кино та, телевидени те улӑштарма пултараймасть.

Help to translate

7. Театр тата кино // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Совет режиссерӗсемпе актерӗсен учителе, театрӑн чаплӑ режиссерӗ тата теоретикӗ А. Д. Попов художествӑлла пултарулӑх театрне профессилле театртан уйӑрас, профессилле театра хӑйне тӗп тӑвас текенсене хыттӑн сивленӗ…

Help to translate

4. Профессионалсем тата художествӑлла пултарулӑх ҫыннисем // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Театра, ӑна ҫӗнӗлле йӗркелесе улӑштарнӑ хыҫҫӑн, унӑн нацилле хӑйне евӗрлӗхӗ ҫӗнӗрен каялла таврӑнни пулмасть-ши?

Help to translate

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Репетици методики те, репертуар та, режиссер ӗҫӗнчи творчествӑллӑ хӑйне евӗрлӗх те тата ыттисем те кӗреҫҫӗ унта.

Help to translate

2. «Профиль» ҫинчен сӑмах хускатни // Борис Марков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 57-63 с.

Ҫынни ӳсӗртерех пулнӑ, кӑштах тайкаланнӑ, сапах та хулигансем хӑйне ухтарма тытӑнссн, парӑнасшӑн пулман, хирӗҫ тӑнӑ.

Help to translate

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Горячкин, пӗр хӑйне ҫеҫ айӑпласран хӑраса, ҫак тискер ӗҫ мӗнле пулса иртни ҫинчен кайран пӗтӗмпех каласа панӑ.

Help to translate

4. Ҫур литр эрехшӗн! // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Палламан ҫын унӑн-кунӑн пӑхса илнӗ те хӑйне уҫса панӑ алӑкран кӗнӗ.

Help to translate

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Пӗри, калӑпӑр, урӑ мар пуҫпа руль тытнӑ, тепри хӑйне турттарма хушман груз тиенӗ, виҫҫӗмӗшӗ урампа пынӑ ҫӗртех йӗркесене пӑсать…

Help to translate

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Петрянкина урӑххи иккӗлентернӗ: мӗншӗн-ха машина номерӗ умӗнхи саспаллисем ик ҫӗрте ик тӗрлӗ, мӗншӗн ҫак хӑйне майор текен ҫын милиципе ҫар ҫыннисен тумӗсене хутӑштарса тӑхӑннӑ?!

Help to translate

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Вӑл татах кӗсйисене ухтаркаланӑ, хӑйне хӑй вӑрҫнӑ, ӳпкеленӗ пек тунӑ, Петрянкин ҫав вӑхӑтра ун ҫинчен куҫ илмесӗр сӑнанӑ.

Help to translate

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Вара вӑл хӑйне шофер панӑ хутсене кӗсйине чиксе машина умӗпе иртнӗ те погонлӑ ҫын ларса пынӑ енне куҫнӑ.

Help to translate

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ӑнсӑртран, шоферӗ «ҫунтармаллипе» хӑйне ытларах «заправить» туман-ши?

Help to translate

1. Вӑрланӑ машина тата суя майор // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Тӳпе, ялан хитре те ытармалла мар чипер тӳпе, ҫӗр ҫине, хӑйне савнӑ ҫынсем ҫине вилӗм акнӑ.

Help to translate

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Эпир пӗлетпӗр — сӗр-шывра каллех ырӑ пурнӑҫ тума, хӑйне телей кӳме совет ҫынни вӑрҫӑ кӳнӗ сурансене хӑвӑрт тӳрлетрӗ, уйрӑм ҫынна ытлашши пысӑка хунӑ чухне пулнӑ инкек-синкеке те пӗтерчӗ, халӗ вара, пӗтӗм чун хавалӗпе, Коммунистсен партийӗн аслӑ Программи тӑрӑх ҫӗршывра чи телейлӗ те ҫутӑ самана — Коммунизм тӑвас ҫулпа паттӑррӑн утать.

Help to translate

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Ӑна Отечественнӑй Аслӑ вӑрҫӑн хӑйне майлӑ «поэзилле летопиҫӗ» тесе калама май пур.

Help to translate

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Хӑйне чӑваш тесе шутлакансен хисепӗ чакнине калать вӑл.

Help to translate

Чӑвашсем сахалланман // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=osDYnrmxBp4

Чӗкеҫе хӑйне илес пулсан эпӗ ӑна тӗслӗх вырӑнне илмелли сӑнар пек хакламан пулӑттӑм.

Help to translate

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Урха ҫакна пула тулӑхать, хӑйне валли тӗрӗслӗх шырама Катӗрне патша патне ҫул тытать.

Help to translate

«Еркӗн» поэмӑри топонимика // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6294.html

Ҫемен хӑйне айӑплӑ тесе шутламан, ҫавӑнпа та каҫару ыйтман.

Семен не считал себя виновным, поэтому и прощения просить не стал.

117 ҫулхи старик // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/548

Икӗ-виҫӗ эрне каяллахи хӑш-пӗр шухӑшсем халь ӑна хӑйне те килӗшмеҫҫӗ.

Help to translate

15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed